Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмаççĕ Маньчжури тăвĕсем

05 сентября 2005 г.

 

1945 çулхи май уйăхĕнче Хĕвел анăçĕнче Германин вăйлă çарне Совет çарĕ çапса аркатнă хыççăн, çапăçура паттăрлăх кăтартнă уйрăм çарсене Хĕвел анăçĕнчен Инçет Хĕвел тухăçне вăрăм çулпа куçарма пуçларĕç. Эпĕ те, вун çичĕ çул тултарман çамрăк, çав çул çинче пултăм.

Мĕн хистенĕ-ха И. Сталина пысăк тăкаксем курсах çак ĕçе тума; Акă мĕн, Германи патшалăхĕн пуçлăхĕ А. Гитлер пирĕн Тăван çĕршыва хирĕç вăрçă пуçланă хыççăн 4 кун иртсен, вăрçă ыйтăвĕсемпе калаçса пăхма Америка çĕршывĕн пуçлăхĕ Рузвельт И. Сталин патне хăйĕн представителĕсене ярать. Çав кĕске калаçура И. Сталин Америка представительне çапла калать: «Паян-ыранах виçĕ аслă çĕршывăн пуçлăхĕсем – Совет Союзĕн, Америкăн тата Англин, пĕр çĕре пухăнса вăрçă ыйтăвĕсемпе конференци ирттермелле, ăна ирттермелли меллĕ вырăн Хура тинĕс хĕрринче Ялта хулинче пулмалла. Чăн та, çав виçĕ пуçлăх – И. Сталин, Рузвельт тата Черчилл вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Ялта хулинче тĕл пулса Гитлер Совет Союзне хирĕç пуçланă вăрçă ыйтăвне пăхса тухаççĕ. Юлашкинчен Америка пуçлăхĕ Рузвельт Сталина çапла калать: «Сталин юлташ, эпир пĕрле пулса Гитлер çарне çĕнтеретпĕрех. Анчах та Хĕвел тухăçĕнче пирĕн çĕршывшăн хăрушă вăрçă пырать. Япони çарĕсем пирĕн тинĕсри утравсене пĕрин хыççăн теприне хăйсен аллине илсе пыраççĕ. Кĕçех Аляска патне çитме пултараççĕ. Эпир çар вăйĕпе хирĕç тăрса пăхрăмăр, чараймарăмăр. Ман шутпа, Хĕвел анăçĕнчи вăрçă эпир çĕнтернипе вĕçленсен, Хĕвел тухăçĕнче Совет Союзĕн Японие хирĕç вăрçă пуçласа вĕсен çарне хăйĕн çĕрĕ çине хăваласа ямалла». И. Сталин çапла хурав парать: «Хĕвел анăçĕнчи вăрçă эпир çĕнтернипе вĕçленсен тепĕр виçĕ уйăхран Хĕвел тухăçĕнче Японие хирĕç вăрçă пуçлама эпир хатĕр пулатпăр. Япони çарне хăйĕн çĕрĕ çине хăвалатпăрах.

Вăрăм çулпа пĕр уйăх кайнă хыççăн пире Инçет Хĕвел тухăçĕнчи пĕр станцинче вагонсем çинчен антарчĕç те Маньчжури чиккисем çывăхне тайгана вырнаçтарчĕç.

Çакна астăватăп: вăрçă пуçланиччен ултă кун малтан пирĕн пата çар штабĕнчен пĕр полковник килчĕ. Вăл салтаксем умĕнче çапла каларĕ: «Тепĕр ултă кунран çакăнта вăрçă пуçланмалла. Правительство приказĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн Маньчжури халăхне вăрçăпа кайса Япони пусмăрĕнчен ирĕке кăлармалла. Паллах, вăрçă çухатусăр пулмасть. Ракетăсем ярасса кĕтĕр».

1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнче, çур çĕр иртни пĕр сехетре, пирĕн хыçра ракетăсем пĕлĕтелле çуталса хăпарчĕç. Вăрçă пуçланчĕ. Пирĕн умра – юн тата вилĕм. Японин пĕр миллионлă Квантунь çарĕ хăш кун вăрçă пуçланасса лайăх пĕлнĕ, çавăнпа та вăл вăрçа хатĕрленсе кĕтсе тăнă. Пирĕн йывăр снарядсем Япони çарĕ патне вĕçсе каяççĕ. Вĕсен вара пирĕн çар çине вĕçсе килеççĕ. Пирĕн сусăрăннă лашасем тăраймасăр тапаланса выртаççĕ. Аманнă салтаксене санитаркăсем вăрçă хирĕнчен хыçалалла сĕтĕреççĕ. Автомашинăсем çаврăнса ÿкнĕ, вĕсем çулăмпах çунса выртаççĕ. Пăхма та хăрушă кун пек тискерлĕхе. Маньчжури çĕрĕ çинче Япони самурайĕсене тинĕс еннелле хăваласа пыратпăр. Сасартăк пирĕн механизациленĕ çарсем чарăнса ларчĕç. Мĕн пулнă; Чакса пыракансем – Япони салтакĕсем. Эпир малалла куçса пынă çул çинчи кĕпере сиктерсе янă иккен. Ăна юсамасăр малалла куçма май çук. Пĕр енче пырса кĕмелле мар шурлăх сарăлса выртать, тепĕр айккинче чăнкă сăрт-тусем çÿлелле кармашса лараççĕ. Вăрçă салтаксене васкатать.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, кĕпере юсама ятарлă батальон килсе çитрĕ. Çывăхра ларакан пысăк йывăçсене касса, кĕске вăхăтрах саперсем çарсене малалла кайма каçă туса пачĕç. Çак вăхăтра пирĕн пата артистсем килсе çитрĕç.

Артиллерист отстрелялся,

Не гордись, поклонись пехоте, - тесе пĕр артистка юрланă юрăна эпĕ нихăçан та манас çук. Ку çаплах ĕнтĕ, ăçта пехота пулман, - унта çĕнтерÿ çук.

Пирĕн çарсем пĕр çĕре нумаййăн пухăнса ларнине самурайсем пĕлнĕ иккен. Вĕсен самолечĕсем вĕçсе килсе пирĕн çине пеме пуçларĕç. Пирĕн зенитчиксем вара хатĕрлесе килнĕ фасоле çиме кайнă. Пĕр генералĕ вĕсене кăшкăрать: «Зенитчики, по местам!» Вĕсем вара котелокĕсене йăтса чупаççĕ. Пирĕн самолетсем вăхăтра килсе тăшман самолечĕсене хăваласа ячĕç. Эпĕ те фасоль çиес тесе котелок илсе черете тăтăм. Пĕр салтакĕ ман çине аллипе тĕллесе: «Ăна фасоль ан парăр, вăл пирĕн батальон салтакĕ мар», - терĕ. Тепри вара: «Тултарса парăр ăна пĕр котелок, вăл пире малалла кайма çул уçса параканни», - терĕ. Эпĕ танкист тумĕпе тăратăп. Повар панă пĕр котелок фасоле кам пĕр кашăк, кам çур кашăк хыпса ятăмăр.

Вăрçă пуçланнă куннех, 12 сехет иртсен, Маньчжури чиккинчен 20 çухрăмра вырнаçнă Дунин хулине ирĕке кăларма пултартăмăр. Хула çыннисем пире çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Эпир сире кĕтетпĕр: «Шанго, русский шанго» кăшкăраççĕ вĕсем савăннипе. «Шанго» вăл лайăх тени пулать.

Пирĕн ума питĕ йывăр лару-тăру тухса тăчĕ. Малалла куçма ниçтан та çул çук. Йĕри-тавралла çÿллĕ сăрт-тусем курăнса лараççĕ. Малалла каймалли пĕртен-пĕр çул вăл – 17 çухрăм тăршшĕ çĕр айăпе каякан туннель кăна. Çав туннельпе вилĕм çулĕпе пыратпăр. Вăрçă техники ĕçлесе пынипе сывлăш йывăрланса çитрĕ. Салтаксемпе командирсем пилĕк таран шывпа кĕрешсе утаççĕ. Вĕсен сăмсисенчен юн юхма тапратрĕ. Танксен кабинисенче те шыв. Туннелĕн вĕçĕ пулассăн та туйăнмасть. Нумай вăхăт иртсен туннелĕн тепĕр вĕçĕнче çутă курăнма пуçларĕ. Салтаксем вĕçне тухрăмăр тесе савăнчĕç. Анчах савăнни кăлăхах пулчĕ, туннель вĕçĕнче çапăçу пырать иккен. Пире кĕтсе илме сывлăшран десант антарнă пулнă. Çавсем, Япони самурайĕсем, вăйлă çапăçу пуçласа янă, туннельтен тухакан çула çĕмĕрсе пире тĕп тăвасшăн пулнă.

Туннельтен тухсан эпир тÿрех хаяр çапăçăва кĕтĕмĕр. Çирĕплетнĕ пĕр районта самурайсем вăйлă тăнă, вĕсен апат-çимĕç запасĕ те, хĕç-пăшалĕ те чылай пулнă. Пирĕннисем икĕ хут çапăçăва кĕрсен те ку района ирĕке кăларайман. Унти çапăçура пирĕн енчен çухатусем нумай пулчĕç.

Пирĕн тыткăна илнĕ Япони полковникĕ пурччĕ. Ăна çав района çапăçусăр парăнма калаçса яма шутларĕç. Япони полковникĕ унта кайма килĕшÿ пачĕ.

Тепĕр кунне ирхине вунă сехетре çирĕплетнĕ район çинче шурă ялавсем вĕлкĕшме пуçларĕç, вăл мирлĕ майпа парăнчĕ. Ирĕккĕнех тыткăна илнĕ Япони салтакĕсем пирĕн салтаксемпе пĕрле туссем пекех тусем çинчен пĕрле аннине хам куçпах куртăм.

Муллин, Мудазьян тата Харбин хулисенче тата вĕсен çывăхĕнче хаяр та вăйлă çапăçусем пулнине эпĕ халĕ те астăватăп. Пирĕн механизациленĕ çарсем малалла хăвăрт куçса пычĕç, çуран çарсем вара 40 çухрăма яхăн кая юлчĕç.

Каçхине эпир çуран çарсемсĕрех Муллин хули патне çитсе, хулана самурайсенчен тасатас шутпа çапăçăва кĕтĕмĕр. Анчах та, каçхи тĕттĕмпе усă курса , самурайсем пире хуларакан каялла хăваласа кăларчĕç.

Вăрçă тактики çакна çирĕплетсех калать: çуран çарсене танксемсĕр çапăçма хĕн, танкистсене вара - çуран çарсемсĕр. Вăрçă Харбин хулинче вĕçленчĕ. Япони çарĕ парăнчĕ.

Вăрçă çинчен аса илмеллисем сахал мар. Харбин хулине ирĕке кăларнăшăн саламлама пирĕн фронта ертсе пыракан Мерецков маршал килчĕ. Саламланă май, пирĕн çамрăк салтаксем çине пăхса темиçе хут куçĕсене шăлса илчĕ, пире хĕрхенчĕ пулас. Çапăçусем çĕрĕпех пынă май пирĕн пит-куçсем хуп-хураччĕ.

Çакна та каласа хăварас килет. Япони вăрçине хутшăннисем пирĕн районта чылаййăн. Вĕсен хушшинче вăрçăра йывăр аманнисем, сусăрăннисем пур. Пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, аса илмелли, калаçмалли сахал мар. Сахал мар çамрăксем Маньчжури сопкисем çинче выртса юлчĕç. Япони вăрçине хутшăннисене çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Яланах телей пултăр сирĕн, вăрçăн хаклă ветеранĕсем! Инçетри Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан çĕршывсем, çав шутра Маньчжури çĕршывĕ те ирĕклĕ те лăпкă пурăнать паян. Çакăнта Совет çарĕн тÿпи те пысăк.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика