Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашра пасар икĕ çĕрте

05 сентября 2005 г.

 

Эсир асăрханă ĕнтĕ, кашни эрне кунах Муркаш пасарне сутма килекенсем йышлă. Вырăн çитменнипе сутуçăсем автомашинăсем çÿрекен çулсем хĕрринче те суту-илÿ  тума пуçларĕç. Кун пек йĕркесĕрлĕхпе килĕшсе ларма юрамасть. Мĕншĕн тесен çак ÿкерчĕк пĕр енчен çул-йĕр  хăрушсăрлăхне пăсать. Кĕçех, акă, ачасем те шкула çÿреме пуçлаççĕ.

Тепĕр енчен, сутуçăсем таварĕсене сутма, тавар туянакансене вăл е ку япалана илме условисем туса памалла.

Çакна шута илсе ĕнертен пуçласа Муркаш пасарĕн пĕр пайĕ «Моргаушавтотехсервис» предприяти территорине  куçрĕ. Çуран çÿрекенсем унта пушар чаçĕ енчен тротуарпа пырĕç. Суту-илÿ тăвакан автомашинăсем вара асăннă предприятийĕн картишĕн алăкĕсенчен кĕрсе тухса çÿрĕç.

ЧР Право йĕркине административлă майпа пăсни çинчен калакан саккунăн 17-мĕш статйипе килĕшÿллĕн палăртнă йĕркепе ирĕк илмесĕр урамсенче, площадьсемпе парксенче, скверсенче е урăх обществăлла вырăнта ваккăн сутмалли обьектсем (палатăсем, киосксем, прилавоксем, транспорт хатĕрĕсем) вырнаçтарнăшăн асăрхаттараççĕ е граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 3 виçинчен пуçласа 5 виçи таран, должноçри çынсене чи пĕчĕк ĕç укçин 20 виçинчен пуçласа хĕрĕх виçи таран, юридически лицосене чи пĕчĕк ĕç укçин 200 виçинчен пуçласа 300 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ.

Кĕçнерни кун район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ю.А. Иванов пасарăн 2-мĕш вырăнне уçассипе çыхăннă сфера ертÿçисемпе  канашлу ирттерчĕ. Унта асăннă мероприятие йĕркелесе ирттересси пирки пулчĕ сăмах.

Хăнăхнă вырăнтан урăх çĕре куçасси тавар сутакансемшĕн те, туянакансемшĕн малтанлăха, тен, çăмăлах та мар-и; Çапах та, хăвăрах шутласа пăхăр. Чи пĕрремĕшĕнчи йĕрке пулмалла, саккуна пăсмалла мар. Иккĕмĕшĕнчен, тавар туянакансен те, сутакансен те пирĕн хамăра хисеплемелле: суту-илÿ ĕçпе услови пур çĕрте  туса ирттермелле.

Муркаш пасарĕ икĕ вырăнта пулни вара шăпах çаксемпе майлашса тăрать.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика