Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăрту ĕçлеме хавхалантарать

31 августа 2005 г.

 

Районта тыр-пул пухса кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе кашни хуçалăхра ĕçсем пĕр шайра мар пулсан та, нумай çĕрте механизаторсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине пула ĕçсем кал-кал пыраççĕ.

Районта тыр-пул пухса кĕртес, ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсен ĕç итогĕсене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе ятарлă комиси ĕçлет, вăл конкурс итогĕсене кашни эрнере пĕрре пĕтĕмлетет.

Иртнĕ эрнере çак комисси комбайнсен экипажĕсен ĕçĕсене пĕтĕмлетсе мала тухнисене палăртрĕ, вĕсене куçса çÿрекен вымпелсемпе тата укçан парнесемпе чысдарĕ, татах та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарчĕ.

«Дон-1500», «Енисей-950, 954» комбайнсем хушшинче иртнĕ эрнере «Свобода» хуçалăхри А.Г. Алексеев (318 тонна çапса тĕшĕленĕ) йышăннă, 1 вырăна тивĕçнĕ. «Ударник» хуçалăхри А.В. Степанов (275 тонна) – иккĕмĕш вырăнта, «Оринино» хуçалăхри А.П. Кузнецов – 3 вырăнта.

«Ударникри» А.В. Степанов ку ĕçре 5-мĕш çул, вăл И. Анисимовпа пĕрле тăрăшать. Калас пулать, тыр-пул тухăçĕ япăх мар. Ку вара вĕсене татах та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

«Енисей-1200» комбайнсемпе ĕçлекенсем хушшинче Ильич яч. хис. хуçалăхри В.И. Аврамов 1 вырăна йышăннă (180 тонна  тырă çапса тĕшĕленĕ). Эпир çитнĕ чухне вĕсем тулă ани çинчеччĕ. Ăна пулăшаканĕ – В.И. Аврамов. Çакна та палăртма кăмăллă: тыр-пул пуссисем тап-таса, гербицидсемпе ĕçленин усси пур. Тухăç та япăх мар. Тăрăшуллă механизаторсем хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ, вĕсем ĕçре пысăк опыт пухнă.

«СК-5 «Нива» комбайнсем хушшинче 1 вырăна Суворов яч. хис. хуçалăхри В.Ф. Добрянский çĕнсе илнĕ (145 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ). Вăл та хăйĕн ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ опытлă механизатор. Вырмара хăйĕн пĕлĕшĕпе П.Ф. Добрянскийпе тимлет.

В.Ф. Добрянский пĕр комбайнпа 20 çул ĕçленĕ хыççăн, 14 çул усă курнă комбайна тепĕр хут юсаса çĕнетнĕ, халĕ унпа 3-мĕш çул тăрăшать. Ку хуçалăхра ĕçшĕн тÿлеме те лайăх условисем çирĕплетнĕ, кунне иккĕ тÿлевсĕр вĕри апат çитереççĕ.

«Ăмăртура – вăй» тесе ахальтен каламан. Районта вара опытлă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă механизаторсем сахал мар. Вĕсем ĕнтĕ шăпах хуçалăхсен уй-хир ĕçĕсен тытăмĕ пулса тăраççĕ те. Апла пулсан, ăнăçу сунар вĕсене пурне те çак пархатарлă ĕçре.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика