Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнана пит çумасăр кĕтмеççĕ

31 августа 2005 г.

 

Астăватăп-ха Муркаша пĕрремĕш çул журналистика практикине килнĕ куна. Универмаг умĕнчи чарăнура (ун чух автостанци çукчĕ) анса юлсан, куç тĕлне йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çуртăн тепĕр айккинче ÿсекен темиçе хурăна курсан, хама çăтмаха лекнĕн туйрăм. 500-600 киллĕ пĕр хурăнсăр ялта (пирĕн тăрăхра ун чух хурăн хурлăх кÿрет тесе ялта хурăн лартмастчĕç) ÿснĕскершĕн çав хурăнсен речĕ чуна тыткăнларĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха çакна; Акă, мĕншĕн. Йăлтах танлаштарура курăнать пирĕн пурнăç: ырри те, усалли те. Тирпейлĕ пурăнакан тирпейсĕрлĕхе те тÿрех асăрхать. Акă, Москакассинчи чарăнура «Илем» кафепе юнашар çĕкленнĕ П.Т. Терентьев уйрăм предпринимателĕн икĕ хутлă магазинĕ ытлашши сăнамасăрах куçа курăнать. Халĕ кăшт айккинерех сăнар: кафепе юнашар сулахай енче  унăн апат-çимĕ- магазинĕ ĕçлет. Халĕ шухăшласа пăхăр: çĕнĕ çыпăçуллă костюм тăхăннă хĕре çĕтĕк туфли тăхăнни килĕшет-и; Хуравне пĕлетĕр.

Кунта та çавăн пекех. Çак магазинсене кун каçа мĕн чухлĕ çын кĕмест пулĕ; «Илеме» кĕрекенсем талăкра миçен тата; Пурте вĕсем çак территорири тирпейсĕрлĕхе кураççĕ. Çак сăн ÿкерчĕксем çине пăхăр-ха. Ав, апат-çимĕç магазинĕ çумĕнчех таса мар куртка мĕн чухлĕ йăваланса выртать. Этем çÿллĕш çумкурăк çак таврашри «вăрманăн» пĕр пайĕ çеç-ха. Çак магазинсем умĕнче мĕн чухлĕ çÿп-çап йăваланса выртни каламасăрах паллă. Хваттер хуçи хваттерте пурăнакансем тирпейлĕ-и, тирпейсĕр-и - çакна тĕрĕслесе тăраканччĕ. Асăннă çитменлĕхе пĕтермелли пирки Москакасси ял администрацийĕн пуçлăхне район шайĕнчи лару-канашлусенче пĕрре кăна мар асăрхаттарнă пулин те, пĕр çÿппе те тепĕр майлă илсе хуман-ха кунта. «Хваттерте» пурăнакан «ачи» хăлхасăр-ши; Патшалăх çĕрне ун çине  суту-илÿ çурчĕсем туса услам илме çеç памаççĕ-çке. Çав çĕр татăкне хăвăн çумне саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ пулсан, çав территорине те хăвăнах пуçтармаллине асăннă уйрăм предприниматель манать пулас. Е килти çÿппе кÿршĕ тасатса парасса кĕтеççĕ-ши кунта;

Москакасси витĕр миçе регион       çынни çул çÿрет. Тепĕр тесен çыншăн тумалла-и тирпейлĕхе; Хамăршăнах. Пире пăхса çынсен чунĕ çĕклентĕр. Кăçал Парксемпе садсен çулталăкĕнче магазинсем çумĕпе пиçенсемпе хыт  хура мар, чечек газонĕсем пулмалла. Пит çумасăр хăнана кĕтмеççĕ. Асра тытасчĕ çакна лавкка хуçин: тавар туянакансене кăмăллă пултăр магазинне кĕриччен те, тухсан та. Умри картишне тасатмасăр пĕтĕм район сăн-питне варалас марччĕ. Москакасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе паян-ыранах татăклă мерăсем йышăнасса, ку территоринче  йĕрке пуласса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика