Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юман вăрманĕсене сыхласа хăварас тĕллевпе

29 августа 2005 г.

 

Кăçалхи августăн 30-мĕшĕ – сентябрĕн 1-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче ĕçлекен Вăрман хуçалăхĕн агенстви Федераллă агенстви «Юман вăрманĕсене сыхласа хăварас тата вĕсен продуктивлăхне ÿстерес, Раççейĕн Европа пайĕнче лиственница лартса çитĕнтерессин опычĕпе малашлăхĕ» ыйтупа семинар-канашлу ирттерет.

Юман вăрманĕсем Чăваш Республикинчи çут çанталăкăн тĕп пуянлăхĕ Пулса тăраççĕ. Вĕсем, чи лайăххисенчен пĕрисем тесе хакланăскерсем, иртнĕ ĕмĕртенпех Раççейре кăна мар, унăн тулашĕнче те паллă. Тахçанхи вăхăтра юман вăрманĕсем çынсене хăйсен хăвачĕпе тĕлĕнтернĕ. Йывăç пахалăхĕпе, нумай çулсем хушши пурăнаслăхĕпе, мелиораци майĕсемпе, кирек епле условисенче те çитĕнсе ÿсеслĕхĕпе юманпа танлашаканни урăх çук.

Анчах та, шел пулин те, юлашки 35 çулта юман вăрманĕсем пĕтес хăрушлăх тухса тăнă, çав шутра пирĕн республикăра та. Çак ыйту вăрман ĕрчетекенсене те, экологсене те, çут çанталăк тусĕсене те хытах пăшăрхантарать. Çакна палăртнă: юман вăрманĕсем хальхи вăхăтра япăхланса çитнин тĕп сăлтавĕсем критикăлла температурăна пула лаптăксенче йывăç çулçисене кăшлакан чĕр-чунсем ĕрчесе кайни пула тăраççĕ. Чăваш Республикин территорийĕнче вĕсем уйрăмах 1993-94 çулсенче анлă сарăлса ĕрченĕ, пĕтĕмпе 110,5 пин гектар çинче. Тĕрĕссипе каласан, пур юман вăрманĕсем те сиенленнĕ. Кăçал тухса тăнă хăрушлăх татах та пысăк сиен кÿме пултарать.

Çак тата ытти проблемăсене татса пама, юман вăрманĕсене сыхласа хăварас тĕллевпе семинар-канашлăва çак ыйтусемпе ĕçлекен Пĕтĕм Раççейри паллă ученăйсемпе практиксене чĕннĕ, пĕтĕмпе Раççейри 28 регионтан. Вĕсен йышĕнче Санкт-Петербургри тата Воронежри патшалăх вăрман техника академийĕсен, патшалăх Мускав университечĕн, Марий Эл патшалăх техника угиверситечĕн, ЧР Ял хуçалăх академийĕн профессорĕсем, «ВНИИЛМ» федераллă патшалăх учрежденийĕн, çавăн пекех вăрлăх лартса-акса ÿстерекен Зонăсенчи станцийĕсен представителĕсем. Семинар-канашлу Сĕнтĕрвăрри тата опытлă лесхозсен базисенче иртет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика