Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансемшĕн тăрăшасси – пирвайхи тивĕç

24 августа 2005 г.

 

Районта ирттернĕ республикăри ветерансен çурчĕсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕнчен

Иртнĕ эрне кун пирĕн районта республикăри ветерансен çурчĕсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ пулнă пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ăна ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерстви ирттерчĕ.

Малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче пухăннисем ĕçри çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене пăхса тухрĕç. Пурнăçа кунсерен çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ. Анчах çакă нимле майлă та ватă çынсен пурнăçĕ çине япăх витĕм кÿмелле мар. Кунта сăмах ветерансен çурчĕсен ĕçĕ пирки пырать.

ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕ В.В. Андреев хăйĕн сăмахĕнче, тĕпрен илсен, çакна палăртрĕç. Ветерансен çурчĕсене муниципаллă харпăрлăхран Чăваш Республикин харпăрлăхне парас ĕç пырать. Çавна май республикăри ветерансен çурчĕсен ертÿçисен те çĕнĕ çулччен çакăнпа çыхăннă мĕн пур ĕçсене пурнăçламалла. Мĕншĕн тесен вĕсем çĕнĕ çултан муниципаллă балансран ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерствин балансĕ çине куçаççĕ. Ветерансен çурчĕсен хăйсен куçман пурлăхне, мĕн пур çĕрт-йĕрне ревизи тумалла, документсене тивĕçлипе йĕркелемелле, çуртсене те тирпейлĕ тытса тăмалла, укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин ыйтăвĕ ветерансен пурнăçĕнче ан сисĕнтĕр тесе тăрăшмалла.

Сăмах май каласан, пирĕн районта депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем черетсĕр 32-мĕш ларăвĕнче Турайри тата Мăн Сĕнтĕрти ветерансен çурчĕсене ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерствин харпăрлăхне пама йышăну турĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов канашлăва пухăннисене районпа пĕтĕмĕшле паллаштарнă май ял хуçалăхĕнчи ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ, ытти отрасльсем мĕнле аталанса пыни, инвестици программине пурнăçлани çинчен каларĕ, социаллă пурнăç ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕн çумĕ А.В. Коршунов Чăваш Республикинче миçе çынна социаллă хÿтлĕх пани, вĕсем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курни çинче чарăнчĕ, хăйĕн сăмахĕсене конкретлă цифрăсемпе çирĕплетсе хăварчĕ. Кăçал, сăмахран, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕсене пĕр хутчен укçа та парса пулăшнă.

Хальхи вăхăтра республикăра ветерансен çурчĕсем 66, вĕсенче 1020 çын пурăнать. Ватă çынсем путевкăсемпе «Вега» санатори-профилакторинче канса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ т. ыт. те. Республикăра ватăсене пăхса пулăшса тăракан центрсем – 28. Нумай ветерансен çурчĕсенче хушма хуçалăх пур, ку вара вĕсемшĕн пысăк тĕкĕ. Республикăра çавăн пекех 2005-2007 çулсем валли тĕллевлĕ программа йышăннă, çакă та ватă çынсене социаллă хÿтлĕх парассине лайăхлатма чылай пулăшать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, районти социаллă политика управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова хăнасене хăйсен ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Калас пулать, ку тĕлĕшпе районта пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ.

Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 6830 ветеран, 2209 инвалид, инвалид ача пур çемьесем 145 пурăннă. Вĕсем пурте «Ветерансем çинчен» тата «Раççей Федерацийĕнчи ветерансене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» федераллă саккунсемпе пăхнă çăмăллăхсемпе туллин усă кураççĕ. 2079 çемьере 3252 ачашăн пособи илсе тăраççĕ.

Районта пĕччен ватăсем 785 çын пулсан, вĕсенчен 181-шне социаллă ĕçченсем пăхса-пулăшса тăраççĕ. Социаллă политика управленийĕн ĕçченĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсен пурнăçпа йăла условийĕсене тĕпчесе тăраççĕ, май килнĕ таран пулăшу параççĕ.

Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ çитнĕ май 239 участникпа инвалида тата 69 салтак арăмне  пĕр хутчен 500 тенкĕлĕх пулăшу панă, 3380 вăрçă ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ юбилей медальне тивĕçнĕ.

Социаллă политика управленийĕ пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесене ятран та пулăшу парать. Кăçал 6 çын 16,3 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Районта хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесем 699, вĕсене 2277 ача пурăнать.

Социаллă политика управленийĕ обществăлла организацисемпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсен шутне старейшинăсемпе ветерансен, хĕрарăмсен канашĕсене кĕртмелле. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт, культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕсемпе, медицина  учрежденийĕсемпе пĕрле тăрăшни те ку енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Районти хĕрарăмсен канашĕпе çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссипе пĕрле ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлеççĕ, унти ачасене тĕп больницăри реабилитаци палатине вырнаçтараççĕ. Районта ветерансен çурчĕсем – 3: Турайра, Мăн Сĕнтĕрте, Тренккăра. Вĕсенчи ватă çынсене медицина ĕçченĕсем пăхсах тăраççĕ.

Патшалăх ватă çынсемшĕн тăрăшни питĕ аван-ха. Анчах та сывă ачасем, пурăнма лайăх условисем пур çĕртех ашшĕ-амăшĕсене ветерансен çурчĕсенче усрани килĕшÿллĕ-ши; Кам айăплă куншăн: общество-и, ашшĕ-амăшĕ е шкул; Çак ыйту пăшăрхантармалла паян ашшĕ-амăшĕсене  ветерансен çуртне леçсе янă ывăл-хĕрĕсене. Вĕсем хăйсене ĕмĕрех çамрăк пулатпăр тесе шутлаççĕ-ши;

Семинар-канашлура пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе те паллашрĕç. Акă, Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи ветерансен çурчĕн ертÿçи С.Н. Матвеев хăйĕн сăмахĕнче хушма хуçалăх ĕçĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Кунта мăйракаллă шултра выльăхсем, сыснасем, сурăхсем. 200 ытла кролик усраççĕ. Çĕр участокĕ çинче тĕрлĕрен пахча çимĕç ÿстереççĕ, сад та пур. Çулла 32 ветеран, хĕлле 36н пурăнаççĕ. Парксемпе садсен çулталăкĕ пулнă май кăçал канма беседка тунă, чечексем нумай лартса ÿстернĕ. Кунта ватăсене кичем мар, вĕсем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ.

Шупашкар районĕнчи Шорккари ветерансен çурчĕн ĕçĕпе те паллашма интереслĕ. Унăн ертÿçи пулса О.Н. Дмитриева ĕçлет. Кăçал ноябрь уйăхĕнче ветерансен çуртне уçни 15 çул çитет. Пÿрте юсаса çĕнетнĕ, хăт кĕртнĕ, мунча та лартнă.

Иртнĕ çулта «Дружба» хуçалăх ветерансен çуртне 1 уйăхри пăру тата вăкăр панă, ку вара вĕсене 11 пин тенкĕ перекетлеме пулăшнă. Сарапаккасси ял администрацийĕ те ветерансен çуртне нумай пулăшать, спонсорсем те пур.

Ватă çынсен пурнăçне тăсма кунта сиплев физкультурипе та усă кураççĕ, медсестра вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăрать. Ветерансен çуртĕнче тĕрлĕ уявсене пĕрле ирттересси йăлана кĕнĕ, ытти мероприятисене те сахал мар ирттереççĕ. Чи кирли вара ватăсене ăнланни, вĕсене мĕнле пулăшу кирлине пĕлсе тăни. Тепĕр чухне ăшă сăмах та темрен те паха.

Юлашкинчен семинар-канашлăва хутшăннисем Турайри тата Мăн Сĕнтĕрти ветерансен çурчĕсен ĕçĕпе паллашрĕç, нумай ыйтусем пачĕç. Вĕсене пур çĕрте те çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрăсемпе кĕтсе илчĕç. Хăнасем районти социаллă политика управленийĕн ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç. Ветерансен çурчĕсенче те хăтлă, пурăнмалли условисем лайăх. Çапла хак пачĕç вĕсем кунти опытпа паллашнă май.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика