Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти социаллă пурнăçпа паллашрĕç

23 августа 2005 г.

 

Ĕнер пирĕн районта ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕ В.В. Андреев, унăн çумĕ А.В. Коршунов, çак министерствăн ветерансен ыйтăвĕпе ĕçлекен пай ертÿçин çумĕ Е.В. Зайцева тата республикăри ветерансен çурчĕсен ертÿçисем пулчĕç.

Малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче семинар-канашлу иртрĕ.

Ăна В.В. Андреев министр уçрĕ, республика шайĕнчи хăйсен 7 уйăхри ĕçĕсем, канашлу тĕллевĕ пирки каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пухăннисене Муркаш районĕпе, унăн экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштарчĕ. А.В. Коршунов республикăри социаллă пурнăç аталанăвĕ, малашнехи тĕллевсем çинчен пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова районти социаллă политика управленийĕн ĕçĕ çинче чарăнчĕ.

Семинар-канашлура республикăри хăш-пĕр ветерансен çурчĕсен ертÿçисем сăмах каларĕç, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Юлашкинчен унта хутшăннисем икĕ ушкăна  пайланса Мăн Сĕнтĕрти тата Турайри  ветерансен çурчĕсенче пулчĕç, вĕсен ĕç опычĕпе паллашрĕç. Хăнасем районти социаллă пурнăç аталанăвĕпе кăмăллă юлчĕç. Канашлу пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче пĕлтерĕпĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика