Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсен-тăран стимуляторĕ

22 августа 2005 г.

 

Кĕре хирĕç мĕн стимуляторĕ тата тесе шутлама пултарĕ хăшĕ-пĕри. Тĕрĕссипе вара çак препарат пирки халех аса илни, çитес çур валли хальтерех хатĕрлесе хуни тем пекех паха пулĕ.

Пахча çимĕç культурисене хăвăртрах ÿсме пулăшакан тĕрлĕ препаратсем сахал мар. Шăпах вĕсем ĕнтĕ кирек епле çанталăкра та çимĕçе йĕркеллĕ ÿсме, чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшаççĕ. Çавăн пек препаратсенчен пĕри вăл биологиллĕ стимулятор – «Завязь».

 Унпа уçă вырăнта ÿсекен помидор-хăяра, купăстана, çĕр улмине, ытти пахча çимĕçсене пĕрĕхме юрать. Помидорсене, сăмахран, тунари иккĕмĕшпе виççĕмĕш сапакри чечексем çурăлсан пĕрĕхмелле, 1 литр ирĕлчĕк 25 тăваткал метрлăх лаптăка пĕрĕхме çитет.

Хăярсене икĕ хут: 1-мĕшĕ – чечексем çурăла пуçласан* 2-мĕшĕ – чечексем йышлă çурăлнă вăхăтра. 1 литр ирĕлчĕкпе 14-17 тăваткал метр лаптăка пĕрĕхме пулать.

Ирхи купăстана виçĕ хут, кая юлса пулаканнине икĕ хут пĕрĕхеççĕ. Пĕр литр ирĕлчĕк 40 тăваткал метр лаптăка çитет.

Çĕр улмине вара пĕрремĕш хут вăл чечеке ларсан, иккĕмĕш хут тепĕр эрнерен пĕрĕхмелле.

Баклажансене чечекĕсем тытăнсан, иккĕмĕш хут вĕсем çурăлсан пĕрĕхмелле. 1 литр 14-17 тăваткал метра çитет.

Çунтарать-ха..., анчах питĕ усăллă

Пăрăç çинчен тем те илтнĕ, килте те ÿстересшĕн. Специалистсен сăмахне-сĕнĕвне пĕлес килет.

Паллах, сăмах пăрăç çинчен пырать. Тутлă пăрăçăн пиçсе çитнĕ 100 грамм çимĕçре, сăмахран, С витамин виçи 100-200 миллиграмм шутланать. Çак виçе пиçсе çитеймен пăрăçрипе танлаштарсан 4-10 хут нумайрах. Каротин 23-24 миллиграмм, рутин 300-400 миллиграмм (лимонра вăл 200 миллиграмм) пулать. Рутин юн тымарĕсене çирĕплетет, организмра аскорбин кислотине пухăнма пулăшать.

Çавăн пекех пăрăçра В1, В2, Р витаминсем, сахăрпа белок та пур. Ахальтен мар ăна «витаминсен хутаççи» тесе калаççĕ.

С витамин шучĕпе  пăрăç пахча çимĕçсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта тăрать, çак витамин унра лимонринчен, хура хурлăханринчен те нумайрах.

Авăртнă типĕтнĕ пăрăçа паприка теççĕ. Ăна тĕрлĕ апат-çимĕçе, эрех тунă çĕре хушаççĕ. Тăварпа хутăштарнă хаяр пăрăçа кориандр хушса аджика хатĕрлеççĕ.

Тутлă пăрăçа чĕрĕлле те çиеççĕ, ăна çавăн пекех фаршлама, маринадлама, консервлама та пулать. Çак çимĕçе какайпа, риспа, кишĕрпе пĕрле фаршлаççĕ, тип çупа пĕçереççĕ. Чĕрĕ çимĕçсенчен салат, гарнир хатĕрлеççĕ.

Пăрăç хырăмлăх сĕткенне лайăхрах тухма, апата лайăхрах анма, сирĕлме пулăшать.

Çакăнпа пĕрлех хаяр пăрăçпа ÿсен-тăрансене сиенлекен тĕрлĕ пыйтăсене, хуртсене, личинкăсене пĕтерме те усă кураççĕ. Ун пек чух ăна 10 пай шыв пуçне 1 пай илсе пĕр талăк лартаççĕ. Ирĕлчĕкпе ÿсен-тăрансене пĕрĕхеççĕ.

Çимĕç тăкăнать пулсан

Кăçал пирĕн тăрăхра пан улми ахаль те сахал, анчах вăл йывăç çинчен те хăвăрт тăкăнса пĕтет. Мĕн тумалла-ши?

Пан улми сахалрах тăкăнтăр тесен улмуççисене ÿсмелли япаласен ирĕлчĕкĕпе пĕрĕхме сĕнеççĕ. Вăл çимĕçсен хÿрипе турат хушшинчи сие хăвăрт хытса çитересрен упрать* çапла майпа çимĕçсене турат çумĕнче çирĕпрех «ларма» пулăшать. Ку тĕлĕшпе йывăçсене альфа-нафтилуксус кислотин калиллĕ ирĕлчĕкĕ (КАНУ-калиевая альфа-нафтилуксонная кислота) пулăшать. 10 литр шыв пуçне 300-600 миллиграмм КАНУ препарата илмелле.

Çак ирĕлчĕкпе çимĕçсем тăкăнма тытăнсан, вĕсене тĕппипех пухса иличчен виçĕ эрне маларах йывăçсене пĕрĕхмелле. Пĕрĕхнĕ хыççăн тепĕр икĕ эрнерен çимĕçсем йышлăн тăкăнма тытăнаççĕ пулсан, йывăçсене тепĕр хут пĕрĕхме юрать. Ирĕлчĕкпе каçхине, типĕ йывăçсем çине пĕрĕхмелле.

Çавăн пекех 2, 4, 5-ТП текен препаратпа (Трихлорфеноси-альфа пропионовая кислота) та усă курма пулать. Ăна пĕр витре шыв пуçне 10-30 миллиметр илмелле.

Çак препаратсем çимĕçсене йышлăн тăкăнасран упраççĕ, çав вăхăтрах çимĕçсене ÿсме чăрмантармаççĕ. Çимĕçсем йывăç çинче пулнă вăхăтра хитреленеççĕ, пылакланаççĕ кăна.

Хăвăллă йывăç

Асăрхарăм та, килти пахчара хăвăлланнă йывăçсем йышланни курăнчĕ. Вĕсемпе мĕн тумаллине пĕлместĕп: те касса тăкмалла е сиплеме пулать-ши?

Сирĕн ыйту вырăнлă та, пĕлтерĕшлĕ те. Мĕншĕн тесен пире тăрантаракан çимĕç йывăççисем кашниншĕнех хаклă-çке. Çавăнпа та сад-пахчари çимĕç йывăççисен вулли хăвăлланнă е çĕрнĕ пулсан, çийĕнчех йĕркене кĕртме тăрăшмалла. Çав вырăна вуллăн таса вырăнĕ тухиччен çĕçĕпе хырса тасатмалла, 1 процентлă формалин е 5 процентлă тимĕр купоросĕн ирĕлчĕкĕпе сăтăрса илмелле. Хăвăла вăл пысăк пулсан тăм, хăйăр, вак чул хутăшĕпе тултармалла.

Енчен те çав вырăна йывăç кăмрăкĕпе хупласан тата лайăхрах, вăл йывăçа çĕресрен упрать. Çакăн хыççăн хăвăла цемент ирĕлчĕкĕпе  сăтăрса лартмалла.

Сиенленнĕ вырăна çавăн пекех тÿсе лапчăтнă кăшкар ути çулçи хурса, çиелтен клеенкăпа çыхса лартни те пулăшать. Çакă йывăçа хăвăртрах ÿт илме май парать.

Извеç тата тислĕк

Май килсе пымасть те, килти пахчари тăпра пулăхлăхĕ начарлансах пырать. Куратпăр, асăрхатпăр, анчах вăй çитерейместпĕр. Мĕн сĕннĕ пулăттăр?

Эсир ыйтакан ыйту пĕр çынна кăна хумхантармасть, мĕншĕн тесен тăпра пулăхлăхĕ чакни пахча çимĕç культурисен  тухăçĕ çине те тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Çавăнпа та пахчари тăпрара, уйрăмах йăрансенче, кальци çителĕклĕ пултăр тесен кашни икĕ çулта пĕрре кашни тăваткал метр  лаптăк пуçне 150 грамм извеçпе  апатлантармалла. Извеçе кĕркунне тăпрана кăпкалатнă чух касă тĕпне мар, пĕтĕм сийĕ пĕр пек лекмелле туса хывмалла.

Извеçе çуркунне те хывма юрать. Ун пек чух ăна тăпрана лаптăксене кăпкалатас умĕн, çиелтен сапаççĕ. Çакна ас туни вырăнлă: извеçпе тислĕк пĕрле пулмалла мар, мĕншĕн тесен ун пек чух тислĕкри азот çухалать. Çавăнпа та извеçе лаптăка тислĕк хывман вăхăтра кăна сапма юрать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика