Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурник кунне халалласа

19 августа 2005 г.

 

Физкультурник кунне халалласа районта тĕрлĕ ăмăртусем иртнĕ. Августăн 13-мĕшĕнче, сăмахран, Хорнуй плотининче предприятисемпе организацисен командисем шывра 4х25 метрлă эстафетăра вăй виçнĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре район администрацийĕн пĕрлештернĕ команди çĕнтернĕ. «Моргаушрайбыт» ООО тата «Оринино» хуçалăхсен командисем – хыççăнхи вырăнсенче.

Çав кунах Муркашри вăтам шкулăн стадионĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисен командисем хушшинче мини-футбол енĕпе  турнир иртнĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне «Никитин» уйрăм предприниматель команди тивĕçнĕ.

Район центрĕнчи тĕп стадионра вара футболла выляса район суперкубокне çĕнсе илессишĕн Ильич яч. хис. хуçалăх тата «Моргаушрайбыт» ООО командисем тĕл пулнă. Вăйă 6:2 шутпа «Райбыт» команди çĕнтернипе вĕçленнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика