Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район экономикипе социаллă аталанăвĕ кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче

19 августа 2005 г.

 

Пурнăç улшăнсах тăрать те, районта пулса иртекен улшăнусем, пĕтĕмĕшле лару-турă çинчен пĕлни те ытлашши мар пулĕ.

Паянхи куна район территорийĕнче 36,8 пин çын пурăнать. Ĕçлекен çынсен шучĕ 18230 çын, пенсионерсем 10657 çын, шкулсене 5461 ача, ача сачĕсене 1245 ача çÿрет. Кăçалхи çичĕ уйăхра районта 220 ача (пĕлтĕр 214) çуралнă, 379 çын (пĕлтĕр 435) пурнăçран уйрăлса кайнă.

Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх продукцине 143491,1 пин тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи шайăн 97,5 проценчĕ), промышленность продукцине 175745,5 пин тенкĕлĕх (ÿсĕм 19,5 процент)  хатĕрленĕ тата туса кăларнă. Промышленность предприятийĕсенчен пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан кăтартăва «Сеспель» ООО, «Вита», «Милград» ООО палăрăмлă ÿстернĕ. Çав вăхăтрах «Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ» ОАО, «Муркашри сĕт завочĕ» ОАО, «Моргаушкорм» ООО продукци хатĕрлессипе иртнĕ çулхи кăтартусенчен чакнă.

Район хăйĕн тупăшĕсене илессине пĕлтĕрхинчен 23,8 процент пысăклатнă. Тÿлевлĕ услугăсем парасси çак тапхăрта 27741,4 пин тенкĕне çитсе иртнĕ çулхинчен 88,5 процент ÿснĕ, çав шутра «Моргаушрайбыт» ОООра 190,6 процент, «Нежность» ОООра 9,4 процент.

Иртнĕ çичĕ уйăхра ваккăн сутмалли тавар çаврăнăш калăпăшĕ 162756,1 пин тенкĕпе (ÿсĕм 18,4 процент) танлашнă, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем те кăтартусене пысăклатнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсем çак тапхăрта продукци реализацилес енĕпе пĕлтĕрхинчен 17,2 процент чухлĕ ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ.

Пĕр пек мар пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес тата хатĕрлес ĕçсем çав териех япăхса кайман-ха. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне январь-июль уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче 32 центнер аш-какай, 194 центнер сĕт туса илнĕ. Ку – пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтартусен 78-89,1 проценчĕ чухлĕ.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче 10178 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сумалли ĕнесем 3766 пуç, 12214 пуç сысна, 178 пуç сурăх, 202,5 пин пуç чăх-чĕп усраççĕ.

Иртнĕ тапхăрта районта халăхран пĕтĕмпе 2927,8 тонна сĕт пуçтарнă. Ку енĕпе Муркаш райповĕ уйрăмах ăнăçлăĕçленĕ, кăтартăва иртнĕ çулхинчен икĕ хут ытла ÿстернĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче январь-июль уйăхĕсенче чĕрĕ виçепе 1387 тонна аш-какай реализациленĕ, 8272 тонна сĕт суса илнĕ. Асăннă тапхăрта кашни ĕне вăтамран 2207 килограмм (пĕлтĕрхи шайрах) сĕт антарнă. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче пĕтĕмпе 21864 пин штук, кашни чăхран 184 штук çăмарта илнĕ. Хуçалăхсенче ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 486 грамм, сыснасем 322 грамм ÿт хушса пынă, ку кăтартусем иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Çулталăк пуçланнăранпа хуçалăхсенче 2557 пăру, 15224 çура илнĕ, шел пулин те, пĕлтĕрхи шая çитейместпĕр.

Çулталăк пуçланнăранпа строительство ĕçĕсенче 127390,2 пин тенкĕпе усă курнă, унчченхи çулхи шайран 20,3 процент нумайрах. 16.75 километр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хынă, 4,5 километр тăршшĕ автоçулсем тунă, харпăр хăй тĕллĕн 30 çемье çĕнĕ çуртсем тунă.

Ĕçсĕррисен хисепĕ районта 106 çын е пĕлтюрхинчен 17 çын ытларах.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика