Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьере

19 августа 2005 г.

 

Вăрçă хыççăн хальхи пек мар йышлă çемьере ÿснĕ ачасем. Пирĕн çемье те пĕчĕк пулман.

Атте, Петр Иванович Иванов, анне, Нина Степановна Иванова халăхра хисеплĕ çынсемччĕ. Вĕсем пире, тăхăр ачана тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çынсем туса ÿстернĕ.

Аттепе анне вĕрентсе ăс пани халĕ те асран каймасть: «Ачасем, пурнăçра ырă çын пулас тесен нумай вĕренмелле, тăрăшмалла, кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, нумай вуласа тарăн пĕлÿ пухмалла».

Пирĕн аттепе анне кĕнеке илме укçа шеллемен. Вĕсем хăйсем те вĕреннĕ, ăслă-тăнлă çынсем пулнă.

Атте 77 çулта çĕре кĕчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл Муркашри вăтам шкулта учитель-военрук пулса ĕçлерĕ. Хыççăн та колхозра котельнăйĕнче вăй хучĕ. Атте нумай вулатчĕ, вăйлă политикчĕ. Ман шутпа аттепе анне вĕрентĕвĕ, пилĕ, сăмахĕ пур ачана та кирлĕ. Вĕсен сăнарĕ Пирĕн асран нихăçан та тухмĕ.

Пирĕн анне, Нина Степановна Иванова, пурнăçран питĕ çамрăкла уйрăлса кайрĕ, 61 çул кăна пурăнчĕ. Кăçал утă уйăхĕнче вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнăранпа 20 çул çитрĕ.

Аннен пурнăçĕ çăмăл пулман. 8 çултах вăл тăлăха юлнă. Унăн ашшĕпе амăшне кулаксен шутне кĕртсе Çĕпĕре ăсатнă. Асатте çĕре кĕнĕ. Асанне ултă пĕчĕк ачине пĕччен пăхса ÿстернĕ. Манăн атте вара çемьере чи асли пулнă. Тем пек йывăр пулсан та, анне пурнăçра хăйĕн çынлăхне çухатман. Ашшĕ вилнĕ хыççăн анне аслă аппăшĕ Ксения патĕнче пурăннă. Ксения аппа тата пирĕн аннен ашшĕ анĕпе пĕр тăван пулнă. Унта анне ачасене пăхнă, хуçалăх ĕçĕсенче пулăшнă.

Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах та пурнăçĕ йывăр, тăхăнмали çук пирки тăваттăмĕш курса пĕтереймест. Анне апат-çимĕç пĕçерме ăстаччĕ, вăл 17 çул ытла çăкăр пĕçерсе нумай çынсене çав тери кирлĕ продуктпа тивĕçтернĕ. Паллах, унăн ĕçĕ çăмăл пулман, механизаци çук, шывне, çăнăхне хăйсем йăтнă, чустине те алăпах çăрнă. Нимĕнле йывăрлăха та парăнман.

Эпир çав тери пуян пурăнман пулин те, анне начартарах пурăнакан çынсене яланах пулăшма тăрăшатчĕ. Пирĕнпе юнашар урамра Еккен виçĕ ачипе тата амăшĕпе пурăнатчĕ. Анне ăна хĕрхенсе çимелли тата тăхăнмалли паратчĕ. Пурнан пурнăçра тем те пулать кашниннех. Анне питĕ тутлă кукăль-çăмах пĕçерсе кÿршĕсене урама тухса çитеретчĕ. Ял халăхĕ атте-аннене халĕ те ырăпа кăна асăнать.

Çала, ырă чунлă пулни, сăпайлă калаçни, кÿршĕсемпе килĕштерсе пурăнни ят-сума çĕклет.

Пире 9 ачана пăхса çитĕнтерме асанне А.А. Алексеева нумай вăй хунă. Турра ĕненекен асанне пире атте-аннене, ватăсене хисеплеме, кирек епле çынна та сума сумашкăн, суя-ултавпа çыхланмалла марри çинчен вĕрентсех тăратчĕ. Вăл пире вăрçă вăхăтĕнче пĕр хĕрарăм хăйĕн 4 ывăлне салтака ăсатни, вĕсене кĕтсе Турра кĕл туни, вăл пулăшнипе пурте вăрçăран таврăнни çинчен каласа пани халĕ те асрах.

Асанне, Анна Алексеевна, 80 çултан иртсен çĕре кĕчĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех йывăр пурнăçпа пурăннă. Унăн упăшки çамрăклах вилнĕ. Асанна ултă ачапа юлнă. Ачисене выçăллă-тутăллă ÿитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларнă. Пирĕн аттепе унăн Зоя аппăшĕ Учителе вĕренсе тухнă. Асанне ачисене вĕрентес тесе пир тĕртнĕ, ăна сутса кĕнекесем илнĕ. Асанне вăрçăра вилнĕ Гавриил ывăлĕшĕн питĕ тунсăхлатчĕ, макăратчĕ. Гавриил пичче 1942 çулхи август уйăхĕнче вилнĕ, ăна Калуга облаçĕнче Поляна ятлă ялта пытарнă.

Пирĕн атте офицер, вăрçă вăхăтĕнче артиллерист пулнă, темиçе хут та аманнă.

Эпир фронтра пуç хунă паттăрсем, вăрçă ветеранĕсем умĕнче пысăк парăмра. Вĕсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнă. Вилнисен ячĕсене  те манмастпăр, иртнĕ тапхăра асра тытни пире паянхи йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать чăн-чăн этем пек тивĕçлĕ пурăнма вăй-хал парса тăрать.

Çапла ырă чун-чĕреллĕ аннепе асанне, çирюп чунлă атте пулăшнипе эпир пурте вăтам тата аслă пĕлÿ илтĕмĕр. Манăн çавăн чухлĕ шăллăмпа йăмăк, аппапа пичче пулнăшăн эпĕ турра тав тăватăп. Манăн çемьене йывăр вăхăтра ман хуйха пĕрле пайлама чи малтан вĕсем килсе çитрĕç. Манăн упăшка больницăра 18 кун выртнă хыççăн шалкăм çапнипе, чĕре инфаркчĕпе вилсе кайрĕ. Тăвансем мана пур енĕпе те пулăшрĕç, халĕ те малалла пурăнма вăй-хăват парса тăраççĕ. Тавтапуç вĕсене уншăн, кÿршĕсене те тав. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатăп.

Эпĕ хамăн тăвансемпе мăнаçланатăп, кашниех пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарнишĕн савăнатăп.

Аслă пичче, Вячеслав, Хусанти авиаци институтне пĕтернĕ хыççăн Омск хулинче ĕçлет. Вăл – полковник. Унăн мăшăрĕ – инженер-химик. Вăл тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çынă. Вĕсен икĕ ывăл, институт пĕтернĕ хыççăн Омск хулинче ĕçлеççĕ. Пиччен икĕ мăнук.

Аслă аппа Людмила Хусанти химипе технологи институтĕнче вĕреннĕ, халĕ Чулхула облаçĕнче Дзержинск хулинче вăй хурать. Унăн мăшăрĕ Юрий инженер-электрик. Вĕсен хĕрĕпе ывăлĕ те институт пĕтернĕ. Çав хуларах ĕçлесе пурăнаççĕ, Людмилăн та икĕ мăнук çитĕнет. Çемьере эпĕ виççĕмĕш ача, Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне  пĕтернĕ хыççăн 15 çул Свердловск облаçĕнчи Первоуральск хулинче ĕçлерĕм. Халĕ ывăлпа тата хĕрпе (иккĕшĕ те институтра вĕренсе тухнă) Шупашкарта пурăнатпăр.

Мальвина йăмăк университетра медицина факультетне пĕтернĕ, халĕ Мускавра ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Иоан трактор завочĕн энергослужба начальникĕ. Вĕсен икĕ хĕрĕ институт пĕтернĕ хыççăн пĕри Мускавра, тепри Шупашкарта тăрăшаççĕ.

Пилĕкмĕшĕ çемьере – Петр. Çарпа медицина академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хучĕ. Халĕ вăл Мускавра çар врачĕ, полковник, профессор. Арăмĕ, Наталья – преподаватель, хĕрĕ университетра вĕренет.

Николай шăллăм çинчен аса илсен куççуль тухать, вăл 33 çултах çĕре кĕчĕ. Унăн пĕр хĕр çитĕнет.

Çемьере çиччĕмĕшĕ – Христина йăмăк. Мускаври коопераци институтне пĕтернĕ хыççăн Красноармейскинче бухгалтер-экономист пулса ĕçлет. Вĕсен 4 ывăл, иккĕшĕ Мускавра институтра вĕренеççĕ, пĕри – Шупашкарта, кĕçĕнни садика çÿрет. Упăшки Лев газ оборудованипе ĕçлекен инженер.

Валентина йăмăк ЧГУ пĕтернĕ хыççăн трактор заводĕнче вăй хурать. Упăшки, Владимир, хирург, Ачисем иккĕшĕ ье институтра вĕренеççĕ, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ.

Андрей шăллăм Муркашра пурăнать. Унăн ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ, шкула çÿреççĕ. Андрей аттепе анне сĕнĕвĕпе Шупашкарта ял хуçалăх академине пĕтерчĕ. Халĕ спорт шкулĕнче ĕçлет.

Эпир çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнатпăр пулин те, тăван киле, ачалăха манмастпăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр. Хальхи вăхăтра çавăн пек нумай ачаллă, пысăк çемьесем сайра тĕл пулаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика