Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт васкатать

19 августа 2005 г.

 

Вăхăт васкатать, кĕр кунĕсем те инçе мар. Хальлĕхе районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4476 гектар çинче (пĕтĕм лаптăкăн 26,8 проценчĕ) кăна çулма тата вырма ĕлкĕрнĕ. Вырма ĕçĕсем «Герой», «Нива», «Оринино», «Свобода», «Рассвет», «Ударник» хуçалăхсенче кăна ăнăçлăрах пыраççĕ.

Çапса тĕшĕленĕ лаптăксенчен хальлĕхе 8571 тонна тĕштырă йĕтемсем çине пынă. Вăтам тухăç 19,4 центнерпа танлашать. Кăтарту Ильич яч. хис., «Свобода», «Сеятель» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче пысăкрах.

Вырса çапнă 2508 гектар çинчи улăма пухса купаланă, шел пулин те, чылай хуçалăхра ку ĕç тивĕçлĕ шайра мар.

Хуçалăхсенчи маттур ĕçлекен комбайнерсене асăнса хăвармаллах: «Ударник» хуçалăхри А.В. Степанов («Дон» маркăллă комбайн, 340 тонна), А.П. Кузнецов («Оринино», «Дон», 285 тонна), А.Г. Алексеев («Свобода», «Дон» 280 тонна).

Çак тапăхртах выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ. Ку таранччен нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕм лаптăкăн 90,1 проценчĕ,  пĕр çул ÿсекен курăксене 84 процент çинчен çулса илнĕ. 11302 тонна (палăртнин 58 проценчĕ) утă, 36563 тонна (130 процент) сенаж, 8720 тонна (55 процент) силос хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика