Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетсĕр 32-мĕш лару

15 августа 2005 г.

 

Августăн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн  черетсĕр 32-мĕш ларăвĕ пулчĕ.

Ларăва районти самоуправлени пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ. Унта çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç:

1. Муркаш район суйлав  комиссине йĕркелесси çинчен.

2. Муркаш районĕн çĕнĕрен йĕркеленнĕ ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене те ял поселенийĕсен депутачĕсене  суйлама суйлав комиссийĕн полномочийĕсене Муркаш районĕн суйлав комиссийĕ çине хурасси çинчен.

3. Муркаш районĕнчи муниципаллă харпăрлăхри куçман пурлăх объекчĕсене Чăваш Республикин харпăрлăхне парасси çинчен.

4. Депутатсен районти Пухăвĕн 2005 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнчи «Муркаш районĕнчи муниципаллă бюджет укçипе хуçаланакан тĕп распорядительсене – налукран мар тупăшсен, предприниматель тата тупăш кÿрекен ытти ĕçсен районти муниципаллă  бюджета укçа куçаракан администрацийĕсене  çирĕплетесси çинчен» С-27-2 № йышнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.

Кун йĕркинчи 1-2-мĕш ыйтусемпе районти самоуправлени органĕсене кадрсемпе  йĕркелекен тата право тлĕшĕнчен  тивĕçтерекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова тухса калаçрĕ.

Виççмĕшĕ ыйтупа районти социаллă политика управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьмин пĕлтернине итлерĕç.

Тăваттăмĕш ыйтупа ЧР ФМ район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи В.А. Иванов сăмах каларĕ.

Пăхса тухнă ыйтусемпе депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнса хăварчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика