Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мирлĕ ĕç салтакĕсем

15 августа 2005 г.

 

Строитель çĕр çинчи чи мирлĕ ĕç пулнăран строительствăра вăй хуракансене мирлĕ ĕç салтакĕсемпе танлаштарни те ытлашши пулмĕ. Вĕсем яланах строительство сыхлавĕнче, ĕçре служба уставне пăсмасăр çĕршыв хăватне малалла аталантараççĕ. Хаçат сотрудникĕ строительсен професси уявĕ умĕн Лантăшра вырнаçнă «Энергосервис» чикĕллĕ яваплăхлă общество директорĕпе Валерий Алексеевич Моисеевпа тĕл пулнă, çак общество районти строительство ĕçĕнче мĕнле вырăн йышăннипе кăсăкланнă.

- Валерий Алексеевич, сирĕн пĕчĕк коллектива строительсен кунĕпе саламланă май эсир районти строительство ĕçĕсенче мĕнле вырăн йышăннине пĕлес килет. Мĕн тăватăр-ха эсир паян Муркаш ен аталанăвĕшĕн;

- Интереслĕ ыйтăва хуравлама та кăмăллă. Ăна тума эпĕ хатĕр. Хурава историрен пуçлам. Район çыннисене, организаци-предприятисене электричество çутине хăрушсăрлăха пăхăнса кĕртсе парас тата электричествăран пушар тухса район аталанăвне ура ан хутăр тесе электропроводкăн юсавлăхне тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе пирĕн базăна 1975 çулта тума пуçланă. Пĕрремĕш директор Нискасси çынни Иван Иванович Иванов пулнă. Паян «ВАЮВ» обществăра инженерта ĕçлекен Валерий Ильич Павлов унпа пĕрле ĕçлесе вăл вăхăтра пулнă «Агропромэнергон» пуçламăш утăмĕсене тунă, базăна йĕркеленĕ. Вĕсем туни, тавах Турра, паян кунчченех упранать. Çакна курса пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле, район аталанăвне тÿпе хывмалла. Çапла тăватпăр та.

Çĕршывра рынок хутшăнăвĕсем вăй илме пуçласан парăмсен серепине лекнĕ организацие ертсе пыма мана 10 çул каялла шанчĕç. Панкрут çулĕ çине утăмланă предприятие епле йĕркеллĕ ĕçлеттерсе ямалла-ха; Çак пĕрремĕш ыйтăва туллин хуравлассипе паян кунчченех вăй хутăм. Халĕ çирĕппĕнех çĕнĕ хыпар пĕлтеретĕп: реструктуризаци килĕшĕвĕпе ĕнер (августăн 10-мĕшĕ) 10 çул хушши тăсăлнă парăмсен йывăр лавĕ çинчен юлашки çĕклеме илсе пăрахрăмăр. Ку пирĕн чикĕллĕ яваплăхлă «Энергосервис» обществăшăн пысăк çĕнтерÿ. Паян пирĕн никам умĕнче те парăм çук. 10 çул каялла рентабеллĕ пулман предприятин паянхи рентабеллĕхĕ 18 процент. Пирĕн пĕчĕк обществăн уйăхне 70 пин тенкĕрен ытла укçа ĕçлесе илмелле: вара пурăнатпăр. Халĕ пĕрлехи тăрăшулăхпа çак çул çине тухрăмăр ĕнтĕ. Çĕнсе илнĕ ÿсĕме пурнăçпа тан тытса пыма тăрăшатпăр. ЧР Президенчĕн çынсем валли хушма ĕç вырăнĕсем туса памалли йышăнăвĕпе çулленех 4 çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Рынок хутшăнăвĕнче пĕр енлĕ ĕçпе çеç аталанма çуккине ăнланса юлашки 2-3 çулта хамăр патăмăртах район çыннисем валли тимĕр-бетонран çăл ункисем, йывăçран алăк-чÿрече коробкисем, пÿрт-çурт купалама керамзитпа бетон блокĕсем, кил-тĕрĕшре усă курма тимĕрпе бетон чикмексем, сетка-рабица, мунча кăмакисем, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче  сыснасем ĕрчетме ăшă урайсем (9 çул ĕçлетпĕр) тума пуçларăмăр.

- Ÿсĕмлĕ ĕçленине ырламалла кăна. Ăна пурнăçлакансемпе паллашни те строительсен кунĕ умĕн вырăнлă пек туйăнать.

- Ĕçсем пыраççĕ, анчах ăна е кăна уйрăммăн мухтаса пăрахас килмест: пирĕн малтуртăмлă ĕçлемелли чылай-ха. Ыйту çине хуравласа каласа хăварам. Пирĕн обществăра тăтăш ĕçлекеннисем 9 çын. Вĕсенчен производство цехĕн бригадирĕ Н. Сорокин, склад заведующийĕ тата диспетчер Л. Лобастова, В. Моисеев электромонтер уйрăмах пуçаруллă пулнине палăртас килет. Май килнипе усă курса хамăр ĕçченсене, пирĕн патăмăрта маларах çулсенче ĕçленисене пурне те тата районти коллега-строительсене умри уявпа ăшшăн саламлатăп, малашне те пĕр тĕллевлĕ пулса районăмăра ÿсĕмсен çĕнĕ картлашкисене çĕнсе илме пулăшма чĕнетĕп. Пĕрлĕхре пирĕн вăй!

- Малтуртăмлă сăмахсем калатăр та ăна валли сирĕн хăвăрăн тĕллевĕр те пур ĕнтĕ.

- Пурăнасах текен çын тĕллевсĕр пулаймасть. Манăн хамăн пĕрремĕш тĕллев вăл эрехпе тата преступноçпа кĕрешесси. Вĕсем-çке пирĕн ăнтăлăва ура хурса пыраççĕ. Производствăри тĕллевсене илсен, пурăна-киле хамăр обществăра автомашинăсен техобслуживани станцине уçасси. Çакă эпир тума пултарайман ĕç мар. Тĕллевĕмĕрсем вара паянхи ĕçсенчен тухса тăраççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра эпир 15 км электричество линийĕсем картăмăр, электропроводкăн юсавлăхне 80 пин тенкĕлĕх тĕрĕслерĕмĕр. Кунта çакна каласа хăвармалла: юлашки çулсенче пÿрте электричество кĕртнĕ çĕрти асăрханусăрлăхпа час-часах пушарсем тухаççĕ, пысăк тăкаксем кÿреççĕ. Çавна çынсем ăнланса илчĕç ĕнтĕ.  Пĕлтĕр кăна çак ыйтупа районти 250 киле тĕрĕслерĕмĕр. Кăçал кунашкал заявкăсем хальлĕхе сахалрах-ха. Эпир вара ĕçе пурнăçлама хатĕр. Ахальлĕн шутласа пăхăр-ха, пÿрт çумĕнчи изоляци стаканĕнчен счетчик патне кĕрекен электролиние тĕрĕслеме 300 тенкĕ каять пулсан, ун çине алă сулни, ытарлă каласан, 300 пин тенкĕлĕх пурлăха кĕл туса çилпе вĕçтерейрет.

- Экономикăна экономика çинчен калаçнипе кăна çĕклеме çук...

- Эпир те çаплах шухăшлатпăр. Хамăр ĕçченсен культурăллă канăвĕ çине тимлĕх уйăрса хĕлле час-часах театра е концерта, çулла Атăл хĕррине канма тухатпăр, çулленех ушкăнпа «Волжанка» санаторире пулатпăр. Çак çул çÿревсем ĕçлекенсене ÿсĕмсем тума хавхалантарни куçкĕрет. Спорт енчен илсен, хам шыв çинчи йĕлтĕрпе интересленнĕрен, çулла Шомикра ачасемпе ÿснĕ çынсене çак юратăва хăнăхтаратăп, хамăр ĕçченсем ирĕк ыйтсан вĕсене те хирĕçлеместĕп. Хĕлле вара хам таврари çынсене сăрт-ту çинчен йĕлтĕрпе  ярăнма йыхравлатăп. Ĕçре илсен, пирĕн ĕçченсем пушă вăхăтра  эрех-сăрапа аппаланмаççĕ, шашка-шахматла выляççĕ. Çапла вара ЧР Президенчĕ республика валли суйласа илнĕ сывă пурнăç йĕркине пурнăçа кĕртеççĕ. 2005 çула Президент садсемпе парксен çулталăкĕ тесе палăртнăрăн иртнĕ кĕркуннех хамăр территорире 150 чăрăш лартрăмăр. Вăт çапла пурăнатпăр, çын куçĕнчен пăхмасăр аталанатпăр. Хамăр ĕçпе пултарнă таран пушар инкекне тÿснисене, чиркÿсене, шкулсене, ял çыннисене юлашки çула ăсатма спонсорла пулăшу паратпăр. Çынна пулăшни каялла ырăпа таврăнасса шанатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика