Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строитель ĕçĕ пархатарлă

15 августа 2005 г.

 

Çынсем хушшинче час-часах пулма тÿр килнĕрен нумай чухне çапла каланине илтме пулать: «Пурнăç йывăр. Япăхлансах пурать». Паллах, кашни çыннăн хăйĕн шухăшĕ-кăмăлĕ. Апла пулин те, çапла калас килет. Мал ĕмĕтпе пурăнакансем, малашлăха пăхакансем пачах апла шутламаççĕ. Мĕншĕн тесен паян вăй хурса ĕçлесен пĕтĕмпех пулать. Строительство ĕçĕсем чарăнманни те çакна лайăх çирĕплетет. Ялсене кайсан пур çĕрте те çĕнĕ урамсем çĕкленни чуна савăнтарать. Çынсем йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе çурт-йĕр çавăраççĕ. Патшалăх та вĕсене пулăшма тăрăшать. Çурт-йĕр çавăракансем тĕрлĕ программăсене хутшăнса çăмăллăхсемпе усă кураççĕ.

Хальхи вăхăтра районти инвестици программине пурнăçласси мĕнле пырать, мĕн çĕнни пур паян; Çакă тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, капиталлă стротилеьствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçинчен В.Г. Никитинран.

- Владимир Германович, пирĕн çĕршывра çулленех августăн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче Строительсен кунне паллă тăваççĕ. Районти строительство ĕçĕсем пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр?

- Пирĕн районти строительство организацийĕсем хăйсем умне лартнă задачăсене çирĕппĕн пурнăçласа пыраççĕ. Çакна инвестици программине епле пурнăçлани лайăх çирĕплетет. Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче пĕтĕмпе 41649,605 пин тенкĕлĕх тĕрлĕрен строительство ĕçĕсене пурнăçланă. Вĕсем пурте ялсен инфраструктурине аталантарассипе, çынсен пурнăç условийĕн шайне ÿстерессипе çыхăннă.

- Юлашки çулсенче районта çут çанталăк газне кĕртессипе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра лару-тăру еплерех?

- Пĕлетĕр ĕнтĕ, ЧР Президенчĕ 2,5 çул каялла «Чăваш Республикинчи ялсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен» Указ кăларнăччĕ. Çавăнпа та ытти çĕрти пекех пирĕн районшăн та иртнĕ икĕ çул ку тĕлĕшпе питĕ хĕрÿ пулчĕ. Хальхи вăхăтра районти 177 ялтан 168шĕнче «кăвак çулăмпа» усă кураççĕ (76 процент). Кăçал республика бюджетĕнчен ялсене газ кĕртме 34211 пин тенкĕ пăхса хунă, 7 уйăра 23124 пин тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ. Ку укçа, пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çулсенче парăмсене тÿлеме каять. Халĕ районта пĕтĕмпе 842 километр газ пăрăхĕсемпе усă кураççĕ, кăçал пĕтĕмпе 16,7 километр тăршшĕ газ пăрăхĕсене хута янă.

Кунта çакна та каласа хăвармалла. Газ кĕртессипе республикăри вăтам кăтарту 86 процент шутланать. Çавăнпа пирĕн те районта çак кăтарту унран кая пулмалла мар. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен ку тĕлĕшпе ытларах тăрăшмалла, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне туса ирттермелле. Килсене газ кĕртме патшалăх çăмăллатнă условисемпе кредит та парать. Çав кредитпа пĕтĕмпе районти 514 çын 10612 пин тенкĕлĕх усă курнă.

- Такăр çулпа автомашинăсем те лайăх чупаççĕ. Çулсем тăвассипе ĕçсем мĕнле пыраççĕ?

- Кăçал район территорийĕнчи çулсене пăхса тăма, юсама тата çĕнĕрен тума пĕтĕмпе 28995,9 пин тенкĕ пăхса хунă. Вăл шутран 89,85 километр муниципаллă автоçулсене тытса тăма – 4272 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутран 1766,54 пин тенкĕпе усă курнă. Çулсем юсассипе те ĕçсем пыраççĕ. Акă, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Кармăш ялĕ патне «Дорстрой» ООО 900 метр тăршшĕ асфальтлă çул турĕ. унăн хакĕ – 3248,263 пин тенкĕ. Муркаш ял администрацийĕнчи Малиновка ялĕ патне çити «Дорисс» ОАО 1,4 километр тăршшĕ çул сарчĕ. Çавăн пекех Чуманкасси ял администрацийĕнчи Анаткас Апаш ялĕ патне «Волгадорстрой» ОАО 1,2 километр тăршшĕ (4500,0 пин тенкĕлĕх) Хорнуйĕнче 400 метр тăршшĕ çул сарнă. Унсăр пуçне Ярапайкасси ял администрацийĕнчи Милютакасси ялĕ патне 300 метр тăршшĕ çул тумалла.

- Республика Президенчĕ халăха паха шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе 2005-2008 çулсенче пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен ятапрлă указ йышăнчĕ. Халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва пурнăçлассипе пирĕн районта мĕнле ĕçлетĕр?

- Ку тĕлĕшпе районта ятарлă тĕллевлĕ программа йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн 2005-2008 çулсенче районта чылай ĕçсем пурнăçламалла.

Хальхи вăхăтра районта 247 артезиан скважини, çав шутра ĕçлекеннисем – 185. 2958 çăлпа çăл куçран 1299шĕпе усă кураççĕ. 43 ялта шывпа централизациленĕ майпа тивĕçтерекен система çук.

Шыв пурнăçра кашниншĕн те пысăк вырăн йышăнать, çавăнпа та унăн пахалăхĕ никама та лăпкă хăварма пултараймасть.

Пĕрремĕш тапхăрта, 2005-2006 çулсенче проектпа смета документацине хатĕрлемелле. 2006 çул валли Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Шетмĕпуç, Шашкар, Юнкă, Хорнуй ял администрацийĕсен территорийĕсенчи шыв пăрăхĕсен системине, Йÿçкасси, Ярославка, Ильинка, Ярапайкасси ял администрацийĕсенчи тасатакан сооруженисене юсаса çĕнетмелле. Халĕ ку ĕçсене пурнăçлама проектсем хатĕрлес ĕç пырать.

- Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пирки мĕн калама пултаратăр?

- Статистика кăтартăвĕсем тăрăх кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пĕтĕмпе 13373 çуртпа хваттер шутланать. Çуртсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçланă май нумайăшĕ çурчĕсене юсаса çĕнетеççĕ. Унсăр пуçне çĕнĕ çемье çавăракансем, уйрăлса тухакансем те çурт-йĕр çавăрса çĕнĕ урамсем йĕркелеççĕ.

Хальхи вăхăтра çурт лартакансене пулăшма районта 4 программа ĕçлет. 2005 çула субсиди валли 3953 пин тенкĕ пăхса хăварнă, çав шутран вырăнти бюджетран 27671 пин тенкĕ. Халĕ Муркашри Парковăй урамра пурăнмалли çурт тăваççĕ.

Ипотека кредитне кăçала валли 4230 пин тенкĕ уйăрнă пулсан, августăн 1-мĕшĕ тĕлне 7 çын 1089 пин тенкĕ илнĕ, тепĕр 3 договор (628 пин тенкĕлĕх) тунă.

Çамрăк çемьесене те ЧР Правительстви çурт-йĕр çавăрма пулăшать, çăмăллатнă условисемпе кредит парать. Кăçал пĕтĕмпе 21 çамрăк çемье 8228,809 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ.

Унсăр пуçне республика бюджетĕнчен çамрăк çемьесене каялла тавăрса памалла мар субсиди (пурнăç условийĕсене лайăхлатма) 2820 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕрремĕш çур çулта 8 çемье çак субсидие 404,1 пин тенкĕ чухлĕ илнĕ.

«Ялсене 2010 çулччен социаллă аталантарасси» республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, субсиди илме 21 çынна (1900 пин тенкĕлĕх) списока кĕртнĕ, вĕсенчен 8шне субсиди илме Свидетельствăсем панă.

- Районта урăх мĕнле строительство ĕçĕсем пыраççĕ?

- Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, районта строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ. Акă, сăмахран, август уйăхĕн вĕçĕнче Йÿçкассинчи участок больницине хута ямалли. Ăна патшалăх комиссийĕ йышăннă ĕнтĕ, халĕ медицина оборудованине турттараççĕ.

Унсăр пуçне Муркашра вĕрентÿпе культура тата сывлăха çирĕплетмелли зала тăвас ĕç малалла пырать. Кăçал боксерсен залне хута ямалла. Кунта ĕçлеме кăçала валли 971 пин тенкĕ пăхса хунă пулсан, 536 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă ĕнтĕ.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

- Çакна палăртас килет. Строительство материалĕсем йÿнĕ мар пулсан та, районта строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ. Апла пулсан, пурнăç малаллах каять.

Районти строительсене, мĕн пур çынсене (ку ĕçпе кашнин пурнăçĕ таччăн çыхăннă), пархатарлă профессие суйласа илнисене хăйсен уявĕ ячĕпе  саламласа мĕн пур ыррине кăна сунатăп.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика