Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу пултăр вĕсене яваплă ăмăртура.

15 августа 2005 г.

 

Вĕрентÿ ĕçне малалла аталантарас, çамрăксене пурнăçра хăйсен çулне тупма пулăшас тесен паян педагогсен те анлă тавракурăмлă пулмалла, малта пыракансен опытне, наукăри çĕнĕлĕхсене алла илмелле.

Учительсен пĕлÿ шайне ÿстерме вĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнни те нумай пулăшать. Районта çулсеренех «Çулталăкри учитель» конкурс иртет. Унта чи пултаруллисем хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Унсăр пуçне районти вĕрентекенсем пĕтĕм Раççейри  «2005 çулхи вĕрентÿ лидерĕ» конкурса та хутшăнаççĕ. Районта пурнăçпа тан пыракан, пысăк квалификациллĕ педагогсем сахал мар. Шăпах вĕсем ĕнтĕ хăйсен пултарулăхĕпе район чысне çĕклеççĕ. Хăйсен ĕçне лайăх пĕлекенсем пурнăçра яланах активлă позици йышăнаççĕ. Кăçал акă «2005 çулхи вĕрентÿри лидер» конкурсра темиçе номинаципе хутшăнма пулать.

Акă, Нискассинчи вăтам шкул директорĕ Г.В. Пайгусов, Калайкассинчи вăтам шкул директорĕ Л.И. Мочалов, Катькасри пуçламăш шкул-сад ертÿçи Л.П. Сергеева «Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн лидерĕсем», Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ, Калайкассинчи вăтам шкулти попечительсен канашĕн ертÿçи Н.Г. Ванеркин «Обществăлла организацисен лидерĕсем», вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн программисчĕ А.В. Лескина «Вĕрентÿ ĕçне ертсе пыракан органсен лидерĕсем» конкурссене хутшăнаççĕ. Тивĕçлĕ вĕсем çакна. Ăнăçу пултăр вĕсене яваплă ăмăртура.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика