Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсем те кĕтеççĕ вĕсене

08 августа 2005 г.

 

Районти уй-хирсенче хĕрÿ ĕççи пырать. Кашни çулах çак вăхăтра районти Культра, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕ çумĕнче информаципе художество ушкăнĕ йĕркеленет. Асăннă ушкăнăн тĕллевĕ – ял çыннисене районта, республикăра, Раççейре пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе вăхăтра паллаштарасси, ял ĕçченĕсене культурăллă канма пулăшасси. Кăçал та асăннă ушкăна йĕркеленĕ, унăн графикне çирĕплетнĕ.

Информаципе художество ушкăнĕнче район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç, социаллă политика управленийĕсен, РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн специалисчĕсен ял халăхне  пырса тивекен, вĕсене кăсăклантаракан темăсемпе калаçаççĕ, пенси тÿлессинчи, пособисемпе субсиди: тĕрлĕрен çăмăллăхсем пирки каласа параççĕ. Ял ĕçченĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ. Районти тĕп больницăра вăй хуракан тухтăрсем вăл е ку чиртен епле сыхланмаллипе паллаштараççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн, пушар хуралĕн сотрудникĕсем патне те халăхăн ыйтусем чылай пулма пултараççĕ. Районти ача-пăча тата тĕп библиотека ĕçченĕсем ял ĕçченĕсене çĕнĕ хаçат-журналсемпе паллаштараççĕ. Тĕл пулу вĕçĕнче вара кăмăла çĕклекен концерт кăтартаççĕ Районти культура ĕçченĕсем.

Иртнĕ кĕçнерни кун вара асăннă информаципе художество ушкăнĕ малтанхи  маршрутпа çула тухать. Кун каçипе вăл «Рассвет», «Нива» хуçалăхсене çитрĕ. Информаципе художество ушкăнĕпе пĕрле  вăл кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çак хуçалăхсене çитрĕ. Ку тăрăхри халăха мĕн канăç паманнипе, вĕсене ку тĕлĕшпе мĕнле пулăшу пама май пуррине палăртрĕ.

Ĕнер вара информаципе художество ушкăнĕ «Ударник» хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Тунти кун «Оринино» тата «Восток» хуçалăхсене çитсе килет.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика