Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ

08 августа 2005 г.

 

Кĕçнерни кун вара районти экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетессипе ĕçлекен комисси ларăвĕ пулса иртрĕ. унта районти ял хуçалăх, промышленность предприяттийĕсем, ял администрацийĕсем хушшинчи кăçалхи çур çулти экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетрĕç.

Экономика ăмăртăвĕн Положенийĕпе тата предприятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинчи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетекен комисси йшынăвĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ йышăну кăларчĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчен 6 уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе 1 вырăна Ильич ячĕпехисепленекен хуçалăх, 2 вырăна «Свобода» племзавод, 3 вырăна «Лидер» чикĕлĕĕ яваплăхлă общество йышăннă. Çавăн пекех Ленин ячĕпе хисепленекен, «Восток», «Герой», «Ударник» хуçалăхсем лайăх ĕçленине палăртнă.

Промышленность предприятийĕсем хушшинче 1 вырăна «Сеспель» хупă акционер обществи, 2 вырăна «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă общество, 3 вырăна Муркашри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ тухнă.

Çавăн пекех промышленность предприятийĕсенчен хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушское» строительство организацийĕ, «Моргаушрайгаз» филиал лайăх ĕçленине палăртмалла.

Ял администрацийĕсенчен 1 вырăна Уйкас Янасал, 2 вырăн Москакасси, 3 вырăн Йÿçкасси ял администрацийĕ тухнă.

Çавăн пекех Мăн Хураçка, Çатракасси, Ярапайкасси ял администрайцийĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика