Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй хурса ÿстернине кĕлетех кĕртесчĕ

08 августа 2005 г.

 

Авăн уйăхне кĕтĕмĕр те çĕр ĕçченĕ вырма пирки çеç калаçма пуçларĕ. Урăхла епле-ха, çăкăр пур çĕрте те пуç пулса тăрать. Çур акирен пуçласа çу каçа куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ тыр-пула çухатусемсĕр пуçтарса кĕлете кĕртсе хурсан, малашлăх пирки те пĕр иккĕленмесĕр калаçма пулать.

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кăçал тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсем 16691 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 2401 гектарĕ – кĕрхи культурăсем. Çанталăк условийĕсене кура вĕсем  пулса çитрĕç ĕнтĕ. Çавăнпа та хуçалăхсенчи «хир карапĕсем» малтан çав пусăсене тухрĕç.

«Чемеево» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кĕрхи культурăсем 75 гектар йышăнаççĕ. Вырман пĕтĕмĕшле лаптăкĕ вара 488 гектар. Çак хĕрÿ ĕç çине хатĕрленсе хуçалăх кăçал лизинг мелĕпе «Енисей-1200» комбайн туяннă. Унпа пĕрле хире «дон-1500» тухмалла. Ĕç условийĕсем хатĕр.

Хатĕрленсе çитнине кура иртнĕ кĕçнерни кун Геннадий Евтихеевич Машинин комбайнер экипажĕ (пулăшаканĕ Игорь ывăлĕ) «Енисей-1200» «хир карапĕпе» ыраш пуссине тухрĕ.

- Кашни вырма хăйне евĕр килет. Кăçал, авă, кăшт юлсарах пынăн туйăнать. Апла пулин те комбайн юсавлă ĕçлесен тырă хире юлмасса шанса ĕçе хатĕрлентĕмĕр, - тет 22-мĕш вырмана хутшăнакан Г. Машинин (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре).

Чемейсем вырмана «хир карапĕ» кăларчĕç пулсан, кĕрхи культурăсем акман Юнкăсем ĕнерех алăпа пăрçа çулма тухрĕç. «25 гектар пăрçана çывăх кунсенчех çулса пĕтерĕпĕр», - теççĕ Вырма хавхаланăвĕпе тулнă хĕрарăмсем. Вĕсем: Любовь Соколова, Людмила Зубкова, Серафима Ягодкина, Елена Аргандеева, Елена Терентьева, Любовь Столярова (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). «Юнга» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра тыр-пулăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 412 гектар.

Ĕнерех «Свобода» хуçалăх комбайнерĕсем те вырмана тухрĕç. Çапла вара вырма вăй илме пуçларĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика