Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс ирттернĕ

08 августа 2005 г.

 

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ЧР Президенчĕ Н. Федоров хăйĕн 2004 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнчи 107 № Указĕпе 2005 çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕ те 2004 çулхи октябрь уйăхĕнче ятарлă мероприятисен планне çирĕплетесси пирки 246 № постановлени йышăнчĕ.

Çак документсенче йышăннисене пурнăçласа Муркашри тĕп больницăра «Чи тирпейлĕ те хăтлă, ешĕл территори» ятпа уйрăмсем хушшинче конкурс ирттерчĕç. Тĕрĕссипе илсен, ăна валли хĕллех хатĕрленме тытăннă: вăрăсем илнĕ, калчасем хатĕрленĕ, лартса çитĕнтернĕ, çум курăкран тасатнă. Çак кунсенче вара унăн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Конкурса тĕп больницăри мĕн пур уйрăмсем хутшăннă.

Пĕрремĕш вырăна васкавлă пулăшу уйрăмĕ çĕнсе илме пултарнă. Иккĕмĕш вырăнта – хирурги уйрăмĕ. Виççĕмĕш вырăна йĕркелÿпе методика кабинечĕ йышăннă. Тĕп больница администрацийĕ çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысланă.

Кĕçех ялсенчи врач амбулаторийĕсем, участок больницисем, пĕрлехи практика врачĕн уйрăмĕсем хушшинче те конкурс иртмелле. Ăнăçу сунар эппин вĕсене.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика