Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл хырăмĕ пысăк

08 августа 2005 г.

 

Кабачокран – икра

1 килограмм помидора вĕттĕн турамалла, 3 килограмм кабачока тăваткал турамалла, 2 килограмм кишĕре шултра теркăпа хырмалла, 1 килограмм сухана, 10 тутлă пăрăçа вĕтетмелле. 400 грамм тип çу, 1 банка томат соусĕ (0,5 килограмм), 2 апат кашăкĕ (тÿпемĕнех) тăвар, 5 апат кашăкĕ сахăр, пĕрчĕллĕ пăрăç, лавр çулçи кирлĕ пулать.

Вĕреме кĕрсен хупласа 2 сехет вĕретмелле, пăтратсах тăмалла. Таса банкăсене тултарса хупмалла, ÿпĕнтермелле, хупламалла.

Симĕс помидорсенчен – салат

3 килограмм симĕс помидор, 1-2 килограмм кишĕр, 1 килограмм сухан, çур литр тип çу, çур литр томат соусĕ, 1 стакан сахăр, 1 апат кашăкĕ тăвар, лавр çулçи, пĕрчĕллĕ пăрăç кирлĕ.

Помидорпа сухана тăрăхла касмалла, кишĕре шултра теркăпа хырмалла. Пурне те пысăк савăта ярса вĕреме кĕртмелле. Хупламасăр, пĕчĕк çулăм çинче 1,5 сехет пĕçермелле. 10-15 минут юлсан специсем хумалла. Таса банкăсене хурса хупмалла. Пĕтĕмпе литрлă çичĕ банка тухать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика