Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп инженер

08 августа 2005 г.

 

Йывăç хитре çимĕçпе, этем вара - ĕçĕпе. Ĕç пурнăç тыткăчи тесе те ахальтен каламан. Çавăнпах ватă çынсем вăл е ку ача епле çын пулассине унăн ачалăхĕнчех шыранă: ырă ут пуласси тихаран паллă, ырă çын пуласси – ачаран. Çак йĕрке халăхăмăр хутшăнăвĕсенче паян кун та упранать.

«Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерĕ Юрий Мефодьевич Смелов пирки ачалăхра  аслисем мĕн каланине пĕлместĕп, анчах маларах илнĕ ваттисен сăмахне каялла вуласан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче çуралса анлă пурнăçа пĕрремĕш утăмсем тунă Юрий Мефодьевич хăйĕн ачалăхри хăтланкаларăшĕсемпех аслашшĕ-асламăшĕн, ашшĕ-амăшĕн ятне палăрнă-тăр. Юрий 1940 çулхи августăн 3-мĕшĕнче Мулкачкасси ялĕнче çĕр ĕçне юратакан хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Мефодий Афанасьевич Афанасьев Мулкачкасси ялĕнчи колхозăн малтанхи тракторисчĕ. Ăна ывăлĕ амăшĕпе ял çыннисен сăмахĕ урлă çеç пĕлет, мĕншĕн тесен вăл 1941 çулта Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан фронта кайнă та çĕршывăмăра, хăйĕн пĕчĕк Юрий пек пиншер-миллионшар ачана хÿтĕлесе икĕ уйăхранах пуçне хунă. Çавăнпах çĕр ĕçĕн йывăрлăхĕпе тутине Юрийпе пиччĕшĕн ачаллах ăша хывма тивнĕ. «Пурнăç çапла хистенĕ, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă аттен ятне варалас марри хавхалантарн1», - тет çав вăхăта кăçал 7-мĕш çул «Оринино» хуçалăхра тĕп инженерта ĕçлекен Юрий Мефодьевич.

...Вăрçă çулĕнчи ачасем... Çапăçу хирĕсенчен инçетре пулсан та, вĕсем ачаллах амăшĕсемпе юнашар тăрса çĕршывăмăра ĕç фронтĕнче хÿтĕленĕ, питех те ççамрăкла хăйсем çумне куршанак çыпăçтарнă, çутă малашлăх ĕçпе тачă çыхăннине ăнланнă.

- Ачалăх çулĕсене ĕçре те вĕренÿре те ирттерсе 7 класс пĕтерсен ума ыйту тăчĕ: «Ăçта каймалла; Малалла вĕренес – укçа кирлĕ, ĕçлеме каяс – ăçта;» Колхоза малтанхи техникăсем килнине тата вĕсен вăйне курса хĕллехи пушă вăхăтра 3 уйăхлăха прицепщике вĕренме кайрăм. Çакăн хыççăн 1955 çулта ĕç стажне пуçларăм, - аса илет çĕр ĕç çулĕн малтанхи утăмĕсене Ю. Смелов. Пиччĕшĕпе пĕрле ачаллах хушнă ĕçшĕн ответлăха туйма вĕреннĕскер, Юрий та прицепщик ĕçĕпе çеç çырлахса лармасть. 1958 çулхи çуркунне çĕр ĕçĕн тутине туйса илнĕ çамрăк Етĕрнене механизаци училищине тракторист пĕлĕвне алла илме каять. Çулталăк иртсен пухнă пĕлĕве çирĕплетме çамрăк трактористсене Казахстана ака-сухана яраççĕ. Анлă уй-хирсенчи хĕрÿ ĕçре пукхнă опыт хăй пурнăçне механизаципе çыхăнтарма тĕв тунă яша питех те вырăндă пулать. Çавăнпах унти ĕç-пуçа Юрий Мефодьевич паян та ăшă кăмăлпа аса илет.

Арçын тивĕçне çамрăклах кирек хăçан та мала хума хăнăхнă Юрий çул çитсен салтак тумне тăхăнса çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăрать, действительнăй çар службине танкăн механик-водителĕнче ирттерет. «Хурçă ута» килтех вĕренни пулăшрĕ ăна. Малалла кайма та пулатчĕ пуль, анчах çĕр ĕçне юратса суйласа илни ăна тăван хуçалăхах йыхăрчĕ, ку енпе пĕлĕве ÿстерме ыйтрĕ.

Совет Çарĕнчен таврăнсан, салтак-танкист пĕр тăхтаса  тăмасăр трактор штурвалне алла илчĕ, ĕçленĕ вăхăтрах каçхи йĕркепе вĕренсе вăтам пĕлÿллĕ пулчĕ. Анчах çакă малашлăха пăхакан çамрăкшăн пĕлÿ тĕнчин чикки пулмарĕ. Ĕç хĕтĕртнипе, чун ыйтнипе, пурнăç улшăнăвĕсемпе тан пырас шухăшпа 1975 çулта Ю. Смелов Чул хуларан автомобильпе çул-йĕр техникумне куçăмсăр вĕренме кĕрет. Ку вăхăта ĕçре пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ Юрий Мефодьевич «Восток» колхозра автомеханикре ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Çапла вара вăтам пĕлÿ илнĕ çĕрти пекех кунта та кăнтăрла мехпаркра, каçхине кĕнеке умĕнче. Çăмăл пулман, анчах пурнăç ыйтнинчен каялла чакман.

1970 çулсем вĕçнелле «Красное Сормово» (Оринин), «Заветы Ильича» (Атапай), «Авороа» (Пăсăрманпа Пиккикасси), «Восток» (Мулкачкассипе Тереç) колхозсем пĕр çемьене пĕрлешсен, Юрий Мефодьевича пысăклатнă колхозăн гараж заведующине лартаççĕ. Вунă çултан «Восток» хуçалăх хăйне уйрăм ĕçлеме пуçласан, Ю. Смелов колхозăн тĕп инженерĕнче ĕçлеме пуçлать.

Харпăр хăй ĕçне ответлăха туйса пурнăçлакан яланах куç умĕнче. 1995 çулта вăл вăхăтра «Оринино» колхоза ертсе пынă В. Вязов ăна хăй хуçалăхне çураçать, хуçалăхри машинăсен кил картийĕн заведующин ĕçне шанса парать.

Шаннă ĕçрен хăрамасть Юрий Мефодьевич, хушнă çĕрте ответлăха туйнипе палăрать. Паян «Восток», «Оринино» хуçалăхсен тава тивĕçлĕ колхозникĕ, ĕç ветеранĕ «Оринино» хуçалăхра тĕп инженерта ĕçлет. «Ăна ылмаштарма пултаракан хальлĕхе çук-ха», - тет Ю. Смелов пирки кĕске те тĕп тĕрĕс характеристика парса «Оринино» хуçалăх ертÿçи Ю. Шишокин.

Ĕç ĕмĕрне ытларах фермăра ĕçлесе ирттернĕ мăшăрĕпе, Зоя Митрофановнапа, вĕсем 1959 çулта çемье çавăрнă, 6 хĕр пăхса ÿстернĕ. Çĕр ĕçĕнче ирттернĕ ĕç ветеранĕсене паян ачисемпе пĕрле 10 мăнукĕ те туллин савăнтараççĕ. Юрий Мефодьевич августăн 3-мĕшĕнче 65 çул тултарчĕ. Çулĕсем пуррине пăхмасăрах хăй ĕçне малалла шанчăклăн тăсакан çамрăксене шыранă хушăрах Ю. Смелов: «Ĕçлес ĕмĕт паян та пур-ха», - тени, ман шутпа, çĕр ĕçĕпе пиçнĕ чăн-чăн хресчен сăмахĕсем.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика