Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене кĕнеке юратма вĕрентеççĕ

08 августа 2005 г.

 

Хальхи вăхăтра пирĕн ачасем çуллахи каникулта. Эпир, ашшĕ-амăшĕ, ытларах ĕçре пулатпăр, апла пулин те, ачасене куçран вĕçертес марччĕ тесе тăрăшатпăр. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем тăтăшах ял библиотекине çÿреме кăмăллаççĕ. Çакăншăн эпир савăнатпăр. Библиотека заведующийĕ Татьяна Викентьевна Петрова ачасене вулама хавхалантарсах тăрать, вĕсен канăвне интереслĕ те усăллă йĕркелет. Ача-пăча кунта тĕрлĕрен юмах-халап, сăвă-калав вуласа киленет, кăсăклă хаçат-журналсемпе паллашать.

Кунсăр пуçне вулавăшра час-часах кĕнекепе çыхăннă мероприятисем иртеççĕ. Акă, «хаваслă кăранташ» ятлă ÿкерчĕксен куравĕнче ачасен кĕнекесенчи юратнă геройĕсене сăнланă. Кунта Чипполино та, Винни-Пух упа çури те, çул çÿревçĕ Шапа та пур. «Симĕс аптека» вăйă-конкурсра вара ачасем сиплĕ эмел курăкĕсем çинчен чылай çĕннине пĕлчĕç.

Çак кунсенчех вăрман уçланкине çитсе килме кăмăл турĕç. Интереслĕ кĕнекесемпе паллашса асамлă юмах тĕнчине çитсе килчĕç: «Мĕнле юмахран-ши;» конкурс ирттерчĕç. Çавăн пекех чăваш ачи-пăчин вăййисене выляса савăнчĕç. Унсăр пуçне Т. Петрова «Ут çи» халăх йăли-йĕркипе те паллаштарчĕ. Ачасене çакнашкал мероприяти питĕ килĕшрĕ, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем хăйсен савăнăçне пытармарĕç, пирĕнпе, ашшĕ-амăшĕпе, пайларĕç. Эпир вара, ачасене пĕчĕкрен кĕнекепе туслаштарнăшăн, библиотека ертÿçин ĕçĕпе çав тери кăмăллă. Пысăк тав ăна уншăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика