Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электричество

08 августа 2005 г.

 

Çу кунĕсем илемлĕ вăхăт: канма та, ĕçлеме те. Анчах ку чухнехи малашлăха пăхса ăнтăлнине пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманни самантрах ура хурма пултарать. Вăрăран юлать те, пушартан нимĕн те юлмасть, тесе калани «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне пур енлĕ кăтартать. Ăна алăк уçакан сăлтавсем чылай. Паян манăн электричество çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет.

Кăçал августăн 3-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 19 пушар регистрацилерĕмĕр. Вĕсенче миллиона яхăн тенкĕлĕх пурлăх кĕлленчĕ. Кил-çурт таврашĕнче электрохуçалăхпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран, электричество кĕртнĕ чух монтаж йĕркине пăснăран кăçал ялсенче 8 пушар алхасрĕ. Оринин ял администрацийĕнчи Тереç ялĕнче июлĕн 22-мĕшĕнче алхаснă пушар та çавнашкал сăлтавпах пурăнмалли çурта кĕл турĕ. Кунта пÿрте электричество çути илсе пыракан пралуксем питех те пушă пулнăран пĕр-пĕрне перĕнсе кĕске замыканипе пÿрте «хĕрлĕ автан» кĕртнĕ. Ку пушар хăш-пĕр хуçалăхсен ведомствăлла пушар хуралĕсен хатĕрмарлăхне те кăтартрĕ. Акă, вырăнти «Восток» хуçалăхăн пушар машинин шыв насосĕ юсавсăр пулнăран кунти пушара сÿнтерме «Оринино», «Герой», «Колос» хуçалăхсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинчен, Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнчен васкаварлă çитме тиврĕ. Кун пек чух кашни минучĕ-секунчĕ хаклă та, пулăшу аякран çитнĕ çĕре «хĕрлĕ автан» пурăнмалли çурта пĕтĕмпех тыткăна илчĕ.

Кунта вырăнсенчи пушар машинисене юсавлă тата юсавсăр тытнинчи уйрăмлăхпа паллаштарам. Кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕнче Çатракасси ял администрацийĕнчи Торинкассинче кил-çурта пырса кĕнĕ «хĕрлĕ автан» вырăнти К. Иванов яч. хис. хуçалăхăн  пушар машини çийĕнчех çитнĕрен пĕр шифера ватнипе тата утă-улăмăн пĕр пайне йĕпетнипех чарăнчĕ, пушар хуралĕн оперативлă вăйне кăтартрĕ. Çак тĕслĕх кашни хăçалăхшăнах урок пулмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика