Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăхсене манман, малалла аталантараççĕ

08 августа 2005 г.

 

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче обществăра вăй илнĕ рынок хутшăнăвĕсенче малашлăха пăхса çанă тавăрса ĕçлекен çеç аталану хумĕ çинче  юлма пултарнине пурнăç куллен çирĕплетсе парать. Çакă обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ çĕрте те аванах курăнать. Илер-ха сурăх отрасльне. 15 çул каялла вăл рентабеллĕ мар тесе сурăхсене кашни хуçалăхрах пĕтерчĕç. Хыççăн иртнĕ çулсенче хăш-пĕр хуçалăхсенче сурăхсем тытнă сарайсем те çын алли çитменнипе юрăхсăра тухрĕç, хуçасăрлăха тухнăскерсем кивелмеллипех кивелчĕç, стройран тухрĕç. Хуçалăхсенче сурăхсене пĕтернипе пĕрлех ялсенче те сурăхсен йышĕ палăрмаллах чакрĕ. Çакă улăх-çарансенче те курăнма-палăрма пуçларĕ.

Сурăх тытасси перспективлă мар тесе çынсем сурăх фермисем çине мăн çăрасем çакнă чух «Герой» хуçалăх ертÿçисем вĕсем хыççăн каймарĕç, уйрăм çул суйласа илсе сурăх отрасльне сыхласа хăварчĕç. Шуркассинчи сурăх ферминче паян 237 пуç сурăх тытаççĕ. Хуçалăхра 1988 çултанпа тĕп зоотехникра ĕçлекен Елизавета Ильинична Паргеева каласа панинчен:

- Сурăхсене сыхласа хăвартăмăр çеç мар, вĕсене аталантарасси  çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çапла вара 2002 çултанпа кунта ăратлă сурăх ферми туса хутăмăр. Паян фермăра сурăхсен цыгай ăратне ĕрчететпĕр. Юлашки пĕр-икĕ çулта хуçалăхсем сурăхсем çине тимлĕх уйăрма пуçлани сисĕнет. Акă, кăçал кăна Элĕк, Вăрмар районĕсем çулталăк çурăна çитнĕ путексене вуншар пуç туянчĕç те ĕнтĕ. Ыйтакансем татах нумай, кăçал пăранланнисем çине те куç хываççĕ.

Фермăри ĕçсене 12 çул ĕнтĕ Леонид Германович Соловьев ертсе-йĕркелесе пырать. Сурăх пăхакансем пулса Ретина Соловьевăпа (7 çул) Светлана Иванова (4 çул) ĕçлеççĕ. Ретина вара кунта çемье династине малалла тăсать: пенсие тухиччен ку ĕçре унăн амăшĕпе ашшĕ – Пелагеяпа Меркурий Родинсем – чылай вăй хунă, отрасле сÿнме паман.

- 1993 çулта фермăна йышăннă чух кĕтÿре 600 пуç сурăх пулса. Рынок хутшăнăвĕнчи тĕрлĕ пăтăрмахсем пире те сурăхсен кĕтĕвне пĕчĕклеттерчĕç, анчах фермăна тĕппипех хупмарăмăр. Çавăнпа паян кĕтĕве ÿстерме – пурнăç çапла ыйтать – пирĕн пур майсем те çителĕклĕ. Çапла тăвас тетпĕр те. Сурăх ашĕпе çăмĕн хакĕ ÿсни тата вĕсене ыйтакансем йышланни те çапла тума ыйтать. Мĕнех, вăхăт çитрĕ, сурăх каялла таврăнать, - тет фермăна сыхласа хăварнипе кăмăллă Леонид Германович Соловьев заведующи.

«Герой» хуçалăхри сурăх ферми кăçал 674 килограмм çăм панă, сурăхсенчен 111 путек илнĕ. Çăва тухнă чух ферма коллективне Арсентий Михайлов ертсе пыракан уй-хир бригадин ĕçченĕсем çăм касса пулăшрĕç. Пĕр сурăх пуçне 4,9 килограмм çăм илни те хуçалăх экономикишĕн тĕкĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика