Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çын пирĕнпе ĕмĕрех

03 августа 2005 г.

 

Этем çут тĕнчере хăнара кăна. Сисмесĕрех çулсем иртсе пыраççĕ, ватлăх кунĕсем çитеççĕ. Кашни çыннăн пурнăçри  шăпи хăйне евĕр. Пĕри 90 çула çитичченех çĕр çинче никама усă тумасăр пурăнать, тепри вара – хăйĕн вăй-хăвачĕпе çак тĕнчере çутă çăлтăр пек  пурне те çутатса тăрса вăхăтсăрах сÿнет. Ваттисем ахальтен каламан: «Ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске», - тесе.

Йывăр çухату çынсен чĕрине хĕссе ыраттарать, уйрăмах çывăх çын, тус-юлташ пулсан. Ах, мĕншĕн-ши пурнăçра тĕрĕсмерлăх çав тери нумай!

Г.Ф. Волкова районта пĕлмен çын сахал. Ярапайкассинчи, Муркашри вăтам шкулта учительте, директор пулса нумай ĕçлерĕ вăл. Пурнăçа çав тери юратакан, ырă кăмăллă çына депутатсен районти Пухăвĕн депутатне суйларĕç, ял старости пулма та шанчĕç. Тÿрĕ кăмăлпах пурнăçларĕ вăл хăйĕн тивĕçĕсене, халăх шанăçне тăрăшуллă ĕçпе тÿрре кăларса хисепе тивĕçрĕ.

Питĕ шел, Геннадий Филиппович пирĕнтен чире пула вăхăтсăр уйрăлчĕ.  Апла пулин те тăванĕсем, тус-юлташĕсем ăна яланах асра тытаççĕ. Августăн 5-мĕшĕнче вăл пирĕнтен уйрăлнăранпа 3 çул çитет. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, эпир вара ăна нихăçан та манмăпăр. Мĕншĕн тесен районта та, Атапай тăрăхĕнче те вăл чи хисеплĕ çын пулнă. Ун çинчен никам та япăх калама пултараймасть. Ял пурнăçĕн таппине вăл тытса тăратчĕ. Пурăнас ĕмĕчĕ те хавхалантарса тăнă ăна, анчах та йывăр чир пирĕнтен вăхăтсăр уйăрчĕ.

Паян вулакансене Г.Ф. Волкова халалланă сăвăпа паллашма сĕнетпĕр.

Г.Ф. Волкова халалласа

Ун чухне ялта хуçаччĕ

Геннади Филипчă.

Ял уявне вăл пуçарчĕ –

Халăх савăнатчĕ.

Вăхăта хăй васкатмастчĕ.

Питĕ вашаватчĕ.

Ун патне туссем килсессĕн

Чунĕ савăнатчĕ.

Пур енпе вăл ятлă çынчĕ,

Халăх хисеплетчĕ.

Ял çинче ыйту пулсассăн

Вăл татса паратчĕ.

Шухăшсем татах малтаччĕ:

«Кăш пурнас тесеччĕ».

Ачисем те ÿссе çитрĕç,

Ырлăхĕ малтаччĕ.

Ах, мĕн-ма пурнăçланмарĕ

Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт.

Ял çинчен хĕвел çухалчĕ,

Халь хĕвелсĕр пĕлĕт.

Эс çÿлех пуль вĕçсе кайрăн,

Çăтмахрах пурнан пуль.

Кунта юлнă тăван халăх

Сана манаймасть халь.

Ял çине хĕвел те тухĕ,

Тен, çуталĕ пĕлĕт.

Малалла та пурнăç пулĕ –

Ан çухалтăр ĕмĕт.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика