Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иленте Ильинкăна газ çитрĕ

03 августа 2005 г.

 

Пирĕн районта халăхăн пурнăç шайĕ çулран çул ÿссех пырать. Районти 177 ялтан 168шне çутçанталăк газĕ кĕртнĕ ĕнтĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 16 километр та 700 метр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывнă. Илен кунĕ вара Ильинкăсемшĕн чăн-чăн уявах пулчĕ. Ĕнер кунта çутçанталăк газĕ çитрĕ. Ял çыннисемшĕн çакă чăн-чăн парне вырăннех пулчĕ.

Çул тăваççĕ

Çул-йĕр ыйтăвĕ те ялта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе те  районта  ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Паянхи куна çулталăк пуçланнăранпа 4,5 километр çĕнĕ çул тунă. Çак кунсенче, акă, Малиновкăна çити 1400 метр тăршшĕ çĕнĕ çул сарса пĕтерчĕç. Солянойне çити вара çĕнĕ çул 1200 метр пулĕ. Ку ĕç те вĕçленсе пырать. Çавăн пекех Чурикассине каякан çула тăвасси те пуçланнă: çĕр ĕçĕсене туса ирттернĕ.

Çакна палăртмалла: кăçал районти çулсене тума укçа-тенкĕ 28 миллион  ытла уйăрнă пулсан, Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.А. Борисов ку тĕллевпе пирĕн района çитес çул республика бюджетĕнчен ытларах укçа-тенкĕ уйăрма шантарчĕ: 42 миллион ытла пулĕ çав сумма.

Вĕренме кĕме пулăшас тĕллевпе

Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн пăлхануллă самант çитрĕ. Вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕмелли экзаменсем те хыçа юлчĕç. Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов И.Н. Ульянов  ячĕпе хисепленекен  Чăваш Патшалăх университечĕн ректорĕпе Л.П. Кураковпа  тл пулчĕ. Калаçу тĕпрен илсен, Муркаш районĕнчи абитуриентсене университета вĕренме кĕме пулăшмалли майсем пирки пулчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика