Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирлисене пулăшма – донор юнĕ

01 августа 2005 г.

 

Иртнĕ кĕçнерни кун Муркашри тĕп больницăра донор кунĕ пулнă. Пĕтĕмпе 132 донор, 53 литр юн панă. Йывăр чирлĕ çынна донор юнĕ е юнран хатĕрленĕ препаратсем ура çине тăма пулăшаççĕ. Реанимаци уйрăмĕнче те сахал мар кирлĕ ун пек препаратсем.

Çавна шута илсе ĕнтĕ Муркашри тĕп больница тахçантанпах юн службинче ĕçлекенсемпе туслă çыхăну тытать. Кăçал ку енĕпе уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ. Январь уйăхĕнчех мĕн пур врач участкĕсенче донор кунĕсем пулнă. Унта врач амбулаторийĕсем, участок больницисем хутшăннă. 2005 çулхи 7 уйăхра Муркаш районĕнче пурăнакансем 600 литра яхăн юн панă. Ку чирлисене сыватас тĕлĕшпе çав тери пысăк пулăшу, вуншар çынна вилĕмрен çăлса хăварнă.

Тепĕр çынна ăнланни, пулăшма ăнтăлни - çак тĕллевпе пыраççĕ те донорсем юн пама сиплев учрежденийĕсене.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика