Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă пире кĕтмест, пиçсех пырать.

01 августа 2005 г.

Утă уйăхĕн иккĕмĕш çурри шăрăх пулни район уй-хирĕсене  ылтăн тĕс кĕртрĕ. Паян-ыран пиçсе çитекен тырăна, акă, пуçтарма та тухмалла пулать. Çанталăк условийĕсене кура вăл ăнса пулни те куç умĕнчех. Çухатусемсĕр пуçтарса кĕртейĕпĕр-и эпир ăна; Çак ыйту паян районти кашни çынна шухăшлаттарать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин те паян вырмаран пысăкрах та ответлăрах ыйту çук. Çакна шута илсе иртнĕ юн кун, июлĕн 27-мĕшĕнче, вырмана хатĕрленес ĕçсем епле пынипе паллашма района Чăваш Республикинчи Гостехнадзор управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Павлович Димитриев тата управленин тĕп специалисчĕ Андрей Михайлович Столяров килчĕç.Вĕсем чикĕллĕ яваплăхлă «Лидер» агрофирма» обществăра, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Свобода» хуçалăхра пулса курчĕç, вырма умĕнхи вырăнсенчи лару-тăрупа паллашрĕç, вырмана хатĕрленекен механизаторсемпе тĕл пулса калаçусем ирттерчĕç. Сăмах май, пирĕн районăн кăçалхи вырмара 16811 гектар çинчи тырă-пулăна пухса кĕлете кĕртмелле.

«Лидер» агрофирма»

Ярапайкассисемпе Сыпайсен кăçал 860 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Çак ĕçсене кая хăвармасăр пурнăçлама хуçалăх 5 «хир карапне» ĕçе хатĕрлет. Йĕтемпе складсем тырă йышăнма хатĕр пулсан, «хир карапĕсем» паян-ыранах ĕçе тухса каяймĕç. Акă, Ярапайкассинчи тĕп мехпаркра икĕ комбайнăн двигателĕсем паян та (июлĕн 27-мĕшĕ) юсавра. Вĕсене юсаса пĕтерсе комбайнсем çине вырнаçтарса ĕçлеттерсе пăхасси пĕр-ик кунхи ĕç мар. Хирти саралнă тырă вара кунпа мар сехетпе пиçсе пырать.

- Вырма ответлăхне ăнланатпăр.Кивĕ комбайнсенчен çухату пысăк пуласса та сисетпĕр. Ăна чакарас тесе «хир карапĕсен» герматизацийĕ, ĕç хăрушсăрлăхĕ (комбайн çинче тормозпа руль юсавлă пулччăр, ĕçлев узелĕсем çинчи щиток-хупкăçсем, огнетушительсем хăйăр тата шыв) çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. «Хир карапĕсем» хатĕрлесе ĕçе кăларма халĕ йăлтах пур. Пире мĕн-мĕн тумаллине вĕрентсе. Тырă çине тухасси çинчен шухăш каймасть. Вырмара комбайнерăн ĕçлесе илме условисем пур,- тет юсав ĕçĕнчен самантлăха уйрăлса А. Воронцов комбайнер.

«Герой»

Шурчасемпе Кÿстерексем вырмана кăçал та иртнĕ çулсенчи пек тăрăшулăхпах хатĕрленеççĕ. Хуçалăх тĕп инженерĕ Валерий Леонтьев çапла каласа парать:

- Вырмана çулакан пĕр комбайн тата çапса тĕшĕлекен 5 «хир карапĕ» тухмалла. Вĕсен пĕрлехи вăйпа 627 гектар тырра çапса тĕшĕлемелле. Çапла вара пĕр комбайн валли 125 гектар ĕç тивет.

- Эсир ытти çул та техника çине тимлĕ пăхнине пĕлетĕп. Акă, кăçал та сирĕн ĕçлес кăмăл пурри курăнать. Кăмăл пур-тăк кĕске хушăрах хирте хăмăл кăна юлĕ. Вырмана вăхăтра пуçăннине нимĕн те çитмест, кĕр еннелле каякан çанталăкăн кашни уяр кунĕ хакра. Ĕçри тимлĕх пирки те асрах тытмалла: инкек куçа курăнса килмест. Вырмара комбайн пуçне тивекен сирĕн ĕç калăпăшĕ сирĕн республикăра та чи пĕчĕккисен шутĕнче. Апла эсир ĕç çи пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрасса шанатăп,- терĕ комбайнерсемпе ирттернĕ тĕл пулура В. Димитриев.

Шурчасем комбайнсене герматизацилеме монтаж пенипе усă курни те çухатусенчен пăрăнмалли çул пулни тĕрĕслевçĕсене килĕшрĕ. Кунпа пĕрлех хуçалăх тинтерех кăна-ха çĕнĕ ДТ-75 бульдозер тата утă-улăма рулонпа пресламалли агрегат инвестици кредичĕпе туянни те хуçалăх малалла пăхнине çирĕплетет.

- Вăл пулать те ку пулать, тетĕр. Аплапулсан сирĕн ĕç каймалла,- терĕ комбайнерсенчен уйрăлнă май В. Димитриев хуçалăх комбайнсене июлĕн 29-мĕшĕнче техосмотр тăратса ĕçе тухма «Ирĕк» илме пăхнине ырласа.

«Свобода»

Ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлекен хуçалăх-завод çулленех уй-хир ĕçĕсем çине тĕп тимлĕх уйăрать. Çавăнпа та Кашмашсемпе Çатракассисен çумран таса тырă-пулă уйăсене тухса тулли кăкăрпа çăкăр шăрши шăршласан, кунта хресчен вăхăтне усăсăр ирттерменни курăнать-сисĕнет.

Хуçалăхра ĕçсем пур енлĕ пыраççĕ. Çĕнĕ техникăна алла илесси, рационализаторла сĕнÿсене пурнăçа кĕртесси, малта пыракан технологисемпе усă курасси – кулленхи ĕç шăнăрĕ. Кунта юлашки икĕ çулта тырă вырмалли 3 «Енисей» комбайн, кăçал «ДОН-1500Б» «хир карапĕ» туянни те çавнах çирĕплетет. Кусене тата хире кăларма палăртнă СК-5 «Нива» комбайнсене юсаса ĕçе хатĕрлесси Кашмашри мехпаркра пур енлĕ пырать. Ĕçсене инженери служби контроллесех тăрать.

Хăнасане вырмана техникăна мĕнле хатĕрленипе хуçалăхăн гараж заведующийĕ тата çулленех хире комбайнпа тухакан Петр Апполонович Толикин  паллаштарĕ, «Енисей» комбайнсем çинче ĕç пахалăхĕпе хăвăртлăхне тивĕçлĕ шайра тытма çĕнĕ утăм туни пирки каласа кăтартрĕ. В. Димитриев ку çĕнĕлĕхпе вырма пуçлансан килсе паллашма пулчĕ.

«Тепĕр кун кирлĕ»

Çав кунах вырмана хатĕрленес ыйтусемпе Чапаев ячĕпе хисепленекен тата «Динамо» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче те пултăмăр. Нихăшĕнче те çывăрса выртнине курмарăмăр, анчах ĕçсем йывăррăн пыни те куçкĕрет. «Хатĕрленсе çитме тепĕр эрне кирлĕ»- терĕ пире юсав ĕçĕсем вĕçленесси çинчен ыйтсан Чапаев яч.хис. хуçалăхăн тĕп инженерĕ Н. Кириллов. Çапла çав, пире яланах пĕр кун çитеймест.

- «Динамо» хуçалăхра та (кăçалхи июнĕн 6-мĕшĕнченпе «Агроурожай» хупă акционерлă общество) вырма çитниех курăнмарĕ: ĕç çине тухмалли 2 «хир карапĕнчен» пĕрине юсатчĕр, теприн двигательне юсава леçнĕччĕ. «Хир карапĕ» валли запас пайсен черетлĕ партийĕ кăнтăр апачĕ хыççăн килмелле-мĕн. Çапла çав, хÿре вĕçне туй килсен хытах чупмалла пулать.

Хăрушсăрлăх

Чăваш Республикин Гостехнадзор управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Павлович Димитриев хуçалăхсенче пулса вырмана хатĕрленекен тата «симĕс ĕç çире» ĕçлекен механизаторсене, вĕсен ĕçне йĕркелекен инженерсене ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнасси тĕп вырăнта пулмаллине тĕслĕхсемпе çирĕплетсех каларĕ. «Вырма вăрăма каймалли ĕç çи мар. Çавăнпа та çак вăхăтра эрех-сăра катара тăччăр, ĕç хăрушсăрлăхĕ мала тухтăр. Çавăн чухне кăна çĕнĕ çăкăра юн çапмĕ,»- терĕ В. Димитриев.

Республикипе вырмана 1595 комбайн тухмалла. Ĕнерхи куна вĕсенчен 23 проценчĕ кăна техника тĕрĕслевĕ витĕр тухса ĕçе кайма ирĕк илнĕ. Пирĕн рай         онта вара хальлĕхе ку ÿкерчĕк çакнашкал: хуçалăхсенче вырмана тухмалли 125 «хир карапĕ» пулсан, вĕсенчен 2 комбайнĕн вырмана тухма ирĕк пур. Комбайнсене техника тĕрĕслевне тăратни вырмана хутшăнакан çынсен сывлăхĕпе çыхăннине хуçалăх ертÿçисен те, инженерсемпе агрономсен те асрах тытаççĕ.

Пушартан сыхланасси. Вырмана тухакан комбайнсем çинче обязательнăй йĕркепе хăйăр ещĕкĕ, 2 огнетушитель, 2 кĕреçе, 2 швабра, 40 литр бидонĕпе шыв пулмалла. Огнетушительсемпе кĕреçесем тракторсемпе автомашинăсем çинче те пулмалла. Вырмана хутшăнакан кашни техника хатĕрĕ çинчех тĕтĕм тухмалли мăрьесене хĕм сÿнтермелли устройствăсем вырнаçтармалла. Манма кирлĕ мар, огнетушительсем илнĕ чух вĕсем çинчи биркăра огнетушителе кам, ăçта, хăçан, мĕнпе тултарнине çырса кăтартни пулмалла.

Республикăри агропромышленнăç комплексĕнчи ĕç сыхлавне тишкерсен, выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра тата вырма тапхăрĕнче производствăри  травматизм хăрушлăхĕ ÿсни курăнать. Акă, пĕлтĕрхи июль-августра производствăри инкексенче 7 çын вилнĕ. Виçĕм çул – 5. Çак тапхăрта ачасемпе инкек пуласси те айккипе иртмест. 2003 çулхи çуллахи каникулта хуçалăх ĕçĕнче 2 ача вилнĕччĕ пулсан, пĕлтĕр сенаж хывнă чух пĕр ача бетон плита айне пулса пурнăçран уйрăлчĕ. Çавăнпа та хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче ответлă специалистсен ĕç хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çакна шута илсе ĕç çине тухса каиччен ĕç вырăнĕсенче планпа пăхман инструктажсем ирттермелле.

Трактористсене пĕлме. Кăçалхи июлĕн 8-мĕшĕнче Марпосад районĕнче «Октябрьский» хуçалăхра сенаж яминче ÿсĕр пуçпа скорость çинчи трактора чĕртме хăтланнă трактористпа пĕрле пулнă тепĕр ĕçчен вырăнтах вилмелле аманнă. Çулталăк каялла çакнашкал тĕслĕхех Канаш районĕнчи «Канаш» хуçалăхра пулнăччĕ. Çапла вара пĕлтĕрпе кăçал 4 тракторист ĕç вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникине пăхăнманран пурнăçран уйрăлнă. Çав вăхăтрах кăçал республикăра тракторсен 63 проценчĕ кăна техосмотр тăнă.  Пирĕн районта вара ку кăтарту 54 процент çеç.

Сăмаха вĕçленĕ май, август уйăхĕнче республикăра «Трактор» операци-уйăхлăх иртет. Кунта вара айăплав виçисем пысăк пулĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика