Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекрен асăрханма пулать

01 августа 2005 г.

 Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çынсем те тĕрлĕ ыйтусемпе е патшалăх ĕçĕпе çула тухаççĕ. Анчах çулсем çинче çуран çÿрекенĕн те, руль умне ларакан çыннăн та çав тери асăрхануллă пулмалла, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн ним шутламан çĕртенех çын пурнăçĕ татăлать.

2005 çулхи ултă уйăхра Муркаш район территорийĕнче çул-йĕрсем çинче 20 авари регистрациленĕ, вĕсенче 4 çын кун-çулĕ татăлнă, 35 çын аманнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта çулсем çинче 24 инкек пулнă, вĕсенче 4 çын вилнĕ, 39-н аманнă. Кăçал çул-йĕрсем çинчи аварисен хисепĕ чакнă. Çав вăхăтрах вара эрех ĕçсе инкеке лекекен водительсен хисепĕ ÿснĕ. 2005 çулхи 6 уйăхра, сăмахран, çулсем çинче 3 аваринче 9 çын инкек тÿснĕ пулсан, иртнĕ çулта çак тапхăрта 2 авари регистрациленĕ, вĕсенче пĕр çын вăхăтсăрах çут тĕнчерен уйрăлнă, 3-н аманнă.

Кăçалхи июль уйăхĕн 25 кунĕнче çулсем çинче 6 авари пулнă, вĕсенче 3 çыннăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă, 5 çын аманнă, 6 инкекрен иккĕшне ÿсĕр водительсем тунă, çавна пула икĕ çын пурнăçĕ татăлнă.

Тĕпрен илсен, çулсем çинчи аварисем Мускав-Хусан федераллă автоçул çинче пулса иртеççĕ, ÿсĕр водительсем вара районти çулсем çинче инкек тÿсеççĕ.

Акă, кăçалхи июлĕн 13-мĕшĕнче 6 сехет çитиччен Йÿçкасси-Шетмĕпуç автоçул çинче Анатри Панклире пурăнакан А.Л. Максимов ÿсĕрле ВАЗ – 2106 автомашинăн рулĕ умне ларать, хирĕç килекен автомашина çулĕ çине тухать, кювета сикет. Çак инкекре хăй те тÿрех вилсе каять.

Çак кунах 16 сехет хыççăн Патаккасси тĕлĕнчи автоçул çинче Г.Д. Уткин ÿсĕр пуçпа «Оринино» хуçалăхăн ЗИЛ ММЗ – 554 (номерĕ А091АХÿ21) рулĕ умне ларать, анчах та ăна йĕркеллĕ тытса пырайман пирки çуран утакан, 1958 çулта çуралнă, Р.О. Максимова пырса çапать. Лешĕ тÿрех вилет, Г.Д. Уткин вара тарса çухалать.

Регистрацилемен автотранспортпа çулсем çине тухни те ырри патне илсе пымасть. Кăçал район территорийĕнче регистрацилемен мотоциклсемпе çул çине тухакансем 2 авари тунă. Вĕсенче 1 çын вилнĕ, 3-н инкек тÿснĕ.

Акă, июлĕн 2-мĕшĕнче Йÿçкасси-Актай автоçул çине ВАЗ –21214 автомашинăпа Сова-200 мотоцикл çапăннă. Мотоциклпа пыракан Актай ялĕнчи В.В. Семенов тÿрех пурнăçран уйрăлнă. Унпа пĕрле пулнă Н.А. Харитонова аманнине пула Муркашри тĕп больницăна леçме тивнĕ.

Июлĕн 25-мĕшĕнче 1 сехет те 30 минутра 1987 çулта çуралнă В.Г. Григорьев Рыккакасси-Шурча автоçул çинче регистрацилемен ЧЗ мотоциклпа вĕçтерсе пынă, çул хĕррипе регистрацилемен мотоцикл тĕксе пыракан 1985 çулта çуралнă А.В. Дашков çине пырса кĕнĕ. Çак инкеке пула иккĕшне те Муркашри тĕп больницăна леçнĕ.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Инкек нихăçан та куçа курăнса килмест, теççĕ. Анчах та харпăр хăй пурнăçĕшĕн те, ыттисен кун-çулĕшĕн та яваплăха туйса тăрсан, тимлĕхе çухатмасăр ÿсĕрле руль умне лармасан çул-йĕрсем çинче аварисенчен сыхланма пулать. Эрех нихăçан та никама та ырри патне илсе пымасть. «Симĕс çĕлен» витĕмĕ нумай чухне пурнăçран уйăрать. Çакна пурин те асра тытасчĕ.

Ю. Васильев, ГИБДД районти уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика