Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла кам тата мĕн çĕклĕ?

25 июля 2005 г.

 

ЧР Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев ертсе пынă пысăк делегаци иртнĕ кунсенче Рязань облаçĕнче «2005 çулхи – Раççей уй-хирĕн кунĕ» курава хутшăннă. Ăна тÿрех виçĕ хуçалăхра йĕркеленĕ. Вĕсенчи тăватă вырăнта Раççйри тата чикĕ леш енчи тĕнчипе паллă ял хуçалăх техникипе оборудованине кăларакансем, дистрибьютерсем тата импортерсем, агрохимикатсемпе ял хуçалăх культурисене хÿтĕлемелли хатĕрсем кăларакансем, вăрлăх, мăйракаллă шултра выльăхпа сыснасем валли апат хатĕрлекенсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Курава тĕнчери чи паллă ял хуçалăх техникине кăларакан компанисен представителĕсемпе дилерĕсем хутшăннă.

Курава хутшăнакансем ял культурисен 600 ытла срочĕпе, ял хуçалăх  техникин 450 тĕслĕхĕпе паллашма пултарнă. Вĕсенчен 60-ăшне уй-хирте ĕçленĕ вăхăтра хакланă.

Раççей ял хуçалăх министрĕ А.В. Гордеев куравпа кăмăллă юлнă. Тĕрлĕ техникăна уй-хир условийĕсенче тĕрĕслесе, суйласа илме май пани кирлĕ ĕç тенĕ вăл. Ял хуçалăх таварне туса кăларакансем çакăн хыççăн пахалăхлă, энерги ресурсĕсене перекетлекен техника суйласа илме пултараççĕ. Рязань облаçĕнчи «Малиниши», «Павловское», «Реткинский» хуçалăхсене курав ирттерме ахальтен суйласа илмен. Кунта ял хуçалăх культурисене туса илес ĕçре паха опыт пухнă, çĕнĕлĕхсем кĕртех тăраççĕ, вĕренмелли нумай. Облаçри яла аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ.

А.Гордеев министр палăртнă тăрăх, ял пурнăçне çăмăллатас, лайăхлатас тĕлĕшпе  паянах çине тăмасан вунă çултан ялта ĕçлекен çын та юлмасть.

Нумаях пулмасть Мускавра Раççейри ял çарăкĕсен форумĕ иртнĕ. Унта агропромышленность комплексĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă, вăл шутра яла çамрăк кадрсемпе тивĕçтересси те. Пресс-конференцире А.В.Гордеев министра вырма вăхăтĕнче çунтармалли-сĕрмелли материалсем пирки, нефть рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарма ыйтнă. Алексей Васильевич палăртнă тăрăх, вырма ĕçĕсем çывхарнă май топливо хакĕ ÿсме пуçланă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, дизель топливин хакĕ 60 процент, бензин хакĕ 40 процент ÿснĕ. Монополист пулса тăнă нефть компанийĕсемпе хальхи вăхăтра ĕçе пĕчĕк тăкаклă, ресурссене перекетлекен техника кĕртсе çеç кĕрешме пулать. Çакăн йышши техника тĕслĕхĕсем шăпах куравра пулнă та ĕнтĕ. МТЗ трактор хальхи импорт  техники шутланать пулин те, пирĕн уй-хирсем валли чи меллисенчен пĕри.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика