Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе

25 июля 2005 г.

 

Шкулсенче халĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес тапхăр пырать. Вĕсене тĕрĕслени çакна кăтартса пачĕ: Ярапайкасси шкулĕнче пушар сигнализаци системине лартса пĕтереççĕ. Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче классене сăрлаççĕ Вĕренекенсем. Чуманкассинчи  шкул ачисем те классене хăт кĕртеççĕ. Шетмĕпуçĕнче газ хуранĕсемпе оборудование çĕнĕлле ĕçлеттерме хатĕрлесе çитернĕ. Çавăн пекех нумай шкулсенче электропралук изоляцийĕн сопротивленине виçес ĕçсем пыраççĕ.

Муркашри лицей, Ильинка, Нискасси, Оринин, Çатракасси, Тивĕш, Турай, Тойкилтĕ, Мăн Хураçка, Кашмаш, Очăкасси, Сосновка, Шатракасси шкулĕсем вара паян тесен паян ачасене йышăнма хатĕр.

Ачасем инкеке ан лекчĕр

Чăва Республикинчи вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин приказне тĕпе хурса, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсен яваплăхне ÿстерес тĕллевпе, çавăн пекех çул çитмен ачасен тимлĕхне ÿстерес, вĕсене çул çинче инкеке лекесрен сыхлас тесе, районти шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем хушшинче смотр-конкурс иртет. Вăл икĕ тапхăр çине пайланать. 1 тапхăр июлĕн 20-мĕшĕнче пуçланчĕ – октябрĕн 15-мĕшĕччен пырать. 11 тапхăр вара республика шайĕнче иртет: сентябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 16-мĕшĕччен. Конкурса районти шкул çулне çитмен пур учрежденисем те хутшăнаççĕ.

Вулакансемшĕн, куракансемшĕн

 Çуллахи хĕрÿ тапхăрта районти культура ĕçченĕсем те халăхпа таяÿчă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, акă, Çатракасси ялĕн библиотекинчен паян ачасем татăлмаççĕ. Кĕнеке  вуланипе çеç çырлахмаççĕ Вĕсем, кивелнĕ, çĕтĕлнĕ кĕнекесене юсаççĕ.

Районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем вара Муркашра пурăнакансен пушă вăхăтне усăллă ирттерессипе тимлеççĕ. Нумаях пулмасть Çĕнтерÿ паркĕнче районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Ночь» вокалпа инструментсен ансамблĕ Концерт лартрĕ. Виçĕмкун вара каçхи 8 сехетре район центрĕнчи ачаçпăча паркĕ хаваслă шăв-шавпа тулчĕ. Кунта Орининти ачасен хорĕ Хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Пĕчĕк куракансемпе ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă пулчĕç.

Муркашсен пуçарăвне ырламалла çеç. Мĕншĕн пĕр-пĕр паллă куна  кĕтмелле

          çакăн пек концерт лартмашкăн? Культурăллă канăва пирĕн хамăрăн йĕркелемелле. Тĕслĕх илер вĕсенчен.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика