Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс ĕç çи маршручĕсемпе

25 июля 2005 г.

 

Кÿршĕсене пулăшрĕç

Симĕс ĕç çи – ответлă тапхăр. Ку вăхăтра выльăхсем улăх-çаранта çÿреççĕ Тесе йĕркеллĕ тата малашлăхпа пурăнакан ял çыннин, çĕр ĕçченĕн алă усса ларма вăхăт çук. Çăв ĕçна пурнăçларăн-тăк кÿршуна пулăш. Çăкăр-тăвар хире хирĕç тенĕ евĕр пулăшу пулăшулах таврăнĕ. Çакна шута илсе ĕçлерĕç сенапс çинче «Рассвет» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçченĕсем.

Мăн Сĕнтерсем кăçал производствăна çĕнĕлĕх кĕртсе сенапса тăварпа мар, биологиллĕ Консервантпа хыврĕç. Çакăн йышши апата вĕсем кĕске вăхăтрах нумай çул ÿсекен курăксене çулса 2000 тонна хучĕç. Агрофирма ертÿçи А. Пихтеров каланă тăрăх хуçалăхра сенапс хурса хăварма водитель-трактористсенчен комлеклă бригада хатĕрленĕ. Ăна хуçалăха 30 çула яхăн механизаторта ĕçленĕ тата паян та ĕçлекен Илья Георгиевич Степанов ертсе пырать.

- Бригадăра кашниех хăй ĕçне ответлăха туйса пурнăçланăран ĕç кал-кал пырать. Акă, манпа пĕрле тепĕр тракторпа (кăçал илнĕ МТЗ-1221) курăк çулакан Николай Буронов, сенатс турттаракан Радимир Мазаев, Николай Пихтеров, Александр Прокопьев, Алексей пушкин водитель-механизаторсем, яиăра сенапс таптакан кулленех ĕçре хастар,- тет Илья Георгиевич.

Ĕçлекенсен хастарлăхĕпе тăрăшулăхне пула уй-хир ĕçĕсем те вăхăтра пуçтарăнса пыраççĕ. А. Пихтеров кÿршĕпе вырнаçнă «Передовик» хуçалăх ертÿçипе калаçса татăлнă хыççăн ĕçсенчен самантлăха пушаннă вăхăтра комплекслă бригадăна Сергеевка фермине сенапс хывса пулăшма ячĕ. Водительсемпе механизаторсен ушкăнĕ кÿршĕсене эрне хушшинчех 700 тоннăна яхăн сенапс хатĕрлесе пачĕ.

- Икĕ пин тонна сенапс янтăларăмăр та пĕр çул ÿсекен курăксенчен татах тепĕр çавăн чухлĕ силос е сенапс хывса хăварас шухăш пур. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме майсемпе вăйсем те çителĕклĕ тесе шутлатпăр. Хĕл кунĕсенче вара выльăх апачĕ ытлашши пулмĕ,- тесе пĕтĕмлетрĕ хамăрăн уй-хирсем тăрăх ирттернĕ çул çÿревĕ.

Мĕнех, çу кунĕсене усăллă ирттерсен, хĕл хырăмĕ Тутă пулсан, ял хуçалăхĕ малалла аталанех.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика