Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никама та манман, нимĕн те манăçман

25 июля 2005 г.

 

 

Аслă çĕнтерÿ 60 çул тултарнă май паян халăх хуçалăхĕнтĕрлĕ отраслĕсенче вăй хуракансенчен кашниех Тăван çĕр-шывшăн хурлăхпа тулнă 1941-45 çулсене тишкерет, иккĕмĕш тĕнче вăрçин вучĕ алхаснă хыççăн çĕр-шывăмăра ура çине тăратакансене тата паянхи пурнăçа тăвассишĕн пурнăçĕсемпе сывлăхсене шеллемен АСЛĂ ĂРĂВА тав тăвать. Аслă вăрçăра мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă тăван асатте умĕнче пуç таятăп, миллионшар çын пурнăçне татнă хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухса киле таврăннă хыççăн юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ фронтовиксене ырăпа асилсе тав тăватăп: эсир никама та манăçман, сирĕн ĕçĕрпе пурнăçăр халăх асĕнче. Калани пушă сăмахсем пулманнине çирĕплетсе номертен номере пичетленекен «Никама та манман, нимĕн те манăçман» рубрика уçатăп. Унта вулавçăсем те активлă хутшăнасса шанатăп, кĕтетĕп. Паянхи сăмах Кашмашри «Свобода» колхоз председателĕнче чылай ĕçленĕ Андрей Петрович Яриков пирки.

Тĕреклĕ цывăçăн хунавĕ те çирĕп. Çак каларăш çын пурнăçĕшĕн тк вырăнлă. Ырă çын хăй хыççăн ырă ят çеç хăварать. Ăна вара вуншар-çĕршер çул иртсен те халăх манмасть, вăл пуçланă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшать. Кун пек правур çынсене пирĕн кашнийĕн пĕлмелле, мĕншĕн тесен эпир вĕсем умĕнче ĕмĕр парăмра.

Кĕрешÿре ирттернĕ пурнăç.

Кашмаш ялĕ хăтлă ял. Çыннисен ĕмĕрсем хушши тултаннă ĕçченлĕхĕпе вăл çултан çул ÿсет, аталанать, пурнăç улшăнăвĕпе пĕр утăмпа утать. Çак аталанура, паллах, унăн уйрăм çыннисен тÿпи те пысăк. Уйрăмах халăх шанăçне тÿрре кăларнисен. Паян манăн Кашмаш çыннисем асра тытакан пĕр хастар пирки – Андрей Петрович Яриков – каласа парас килет.

А. П. Яриков 1900 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче Кашмаш ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере 5 ача пулнă. Андрейăн пиччĕшĕпе аппăшĕ Романпа Мария тата йăмăкĕпе шăллĕ Укахвипе Микулай.

Пирĕнтен эпир ачарах чухнех уйрăлса кайнăран Андрей Петровичпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма тÿр килмен пире, çапах аслăраххисен аса илĕве çав çухатăва саплаштарать.

- Лайăх пурăнатпăр, питĕ лайăх,- кăвак сухалне аллипе якатса илчĕ Андрей Петрович.- Пурте çителĕклĕ. Сакăрвунă çула çитрĕм. Яш чухне кунашкал ырă пурнăçа тĕлĕкре те курма пултарайман эпĕ,- аса илет ветеран сăмахĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ А. Петров.- Час-часах тĕл пулаттăмăр унта. Вăл тăтăшах шыравра пулни пире те çывратмастчĕ.

Пĕртен пĕр чÿречеллĕ, улăм витнĕ, мунча пек пĕчĕк пÿртре чухăн çемйинче çуралса ÿснĕскерĕн çамрăклах тĕрĕсмарлăх мăшкăлне тÿсме тивнĕ. Вунватă çул тултарнă хыççăн Унтри Ишек тăрăхĕнчи пĕр пуян патĕнче чăпта çапса пурăннă, ырă малашлăха шаннă, тăрăшулăхсăр кĕтнĕ кайăк йăвара пулмасса та çамрăклах ăнланса чуна хывнă. Ăша хывнине çултан çул фронтра та, мирлĕ тапхăрта та пурнăçа кĕртсе пынă.

1917 çулта Октябрьти революци пуçланнă чухне Андрей Яриков вун çиччĕре пулнă. Тепĕр çулне ачалăхран тухнă çамрăка Шурча вулăс ĕçтăвкомĕ Ăна, чухăн хресчен ывăлне, Хусанти ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме ярать. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕрен Унтри çĕр ĕç пĕлĕвне правуррăн алла илме пуçлать, анчах...

Вĕри чунлă студент Колчак çарĕсем Хусан патнелле тапăнса килме пуçласан хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара каять, Колчака хирĕç çапăçать, аманать, сывалсан каллех фронта: Махно бандине хирĕç пынă хаяр çапăçусенче пулать, Украинăна ирĕке кăларма хутшăнать.

Тăватă çул ытларах граждан вăрçинчен таврăннă çамрăк ялта та çĕнйĕркелĕве пурнăçа кĕртессипе кĕрешме пуçлать. Тăрăшулăхĕпе тимлĕхне кура кĕçех А. Ярикова Хуракасси (хальхи Çатракассие ун чух çапла каланă) ял Совечĕн председательне суйлаççĕ. Куçăмлă тапхăр çăмăл маррине кашниех пĕлнĕрен вăл вăхăтри йывăрлăхсем çинче уйрăммăн чарăнса тăмăпăр. Çакна çеç калăпăр, йывăрлăхсем пулнă – вĕсене çĕнтернĕ, çĕнĕ пурнăçа çул панă.

Ял Совечĕн  председателĕнче ĕçленĕ хыççăн хастар арçын сакăр çул уголовнăй шыравра ĕçлесе обществăри йĕркелĕхе çирĕплетет. Анчах Андрей Петровича шăпа çакăнтах çырлахтармасть. Кирек хăш ĕçре те ответлăхпа палăраканскере 1934 çулта «Свобода» колхоз председательне суйлаççĕ.

- Эпĕ председательте ĕçлеме тытăннă чухне колхозра икĕ касăллă тимĕр плугсем саккăр, лаша кÿлсе ĕçлеттермелли молотилкăсем иккĕ кăначчĕ. Вĕсем те кулаксенчен туртса илнĕскерсемччĕ. Халĕ пирĕн колхозра 25 трактор, 9 комбайн, 21 автомашина,- тесе çырнă 1977 çулхи  ноябрĕн 12-мĕшĕнче Андрей Петрович Яриков. 30 çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа. Çак хушăра «Свобода» татах аталанчĕ, пуянланчĕ.

Коллективлă çамрăк хуçалăха организаципе хуçалăх тĕлĕшĕнчен çирĕплетессишĕн, хуçалăх экономикине вăйлатасшăн, колхозниксемпе ял çыннисене пуян та культурлă пурнăç туса парасшăн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшса ĕçлет Андрей Петрович. Пĕтĕм вăй-халне Кашмаш аталанăвне малалла утăмлаттарма хывать. Парти чĕннипе Мăн Сĕнтĕрти МТС директорĕн заместительне кайсан та , тăван ялпа колхоз чĕннипе «Свобода» колхоза таврăнса штурвала алла илет.

Мирлĕ пурнăç çултан-çул йĕркеленсе пырать. Аталанăва малалла яма çĕнĕ майсемпе меслетсем уçăлаççĕ, анчах... 1941 çул. Нимĕç фашистсем пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнни плансене улăштарать. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман А. Яриков та Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каять. Хастар салтак малтан Мускав патĕнче çапăçать, кайран Калуга хулине хÿтĕлет, Польшăна ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр та юнлă çапăçусене хутшăнать. Аманнăскер, Çĕнтерÿ кунне Хĕвелтухăç Пруссире кĕтсе илет. Фронтра пирĕн ентеш взвод командирĕнчен ротăри парторга ÿссе çитет.

Вăрçă хыççăн дембилизаци йĕркипе яла таврăнсан, хресчен юнĕпе татакан чĕре каллех çĕр ĕçне кÿлĕнет. Пĕр хушă колхоз председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ хыççăн колхозниксем Андрей Петровича каллех  председателе суйлаççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине юхăннă халăх хуçалăхне ура çине таратасси фронтри çапăçусенчен те йывăртарах пулнă. Анчах ĕнерхи фронтовиксем çак йывăрлăха та  парăнтарнă, çĕршыв аталанăвне çĕнĕ çул уçса панă. Вĕсем çывăрма пĕлмесĕр ĕçленĕ: киввине юсанă, çĕннине çĕкленĕ, каялла утăма килĕшмен. А. Яриков çаврăнăçуллă ертсе пынипе «Свобода» колхоз та хăвăрт вăй илнĕ, районта малти рете тухнă. Акă, аллăмĕш çулсенче колхоз, вăрçă вăхăтĕнчипе танлаштарсан, тыр-пул тухăçне икĕ хут ÿстернĕ те гектартан 16-шар центнер тĕштырă туса илме пуçланă. Колхозри сысна ферми çинчен те республикипех ырă ят сарăлнă. Ÿсĕмсене курса Кашмашсем вуншарăн мар, çĕршерĕн ĕçе тухнă, пĕрлехи ăнăçăва пĕрле тултарнă.

Ĕçне кура пурнăçĕ. Ял çыннисем те çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма пуçланă, 60-мĕш çулсем пуçламăшĕнче ялта малтанхи чул çуртсем çĕкленнĕ.

Андрей Петрович Яриков 18 çул колхоз председателĕнче ĕçленĕ, тăван хуçалăх аталанăвĕн çирĕп никĕсне хывнă. Пенсие тухсан та хастар чĕреллĕ хресчен колхоз ĕçĕнчен пăрăнман, вуепĕр çул ун чухнех ăратлăхпа ĕçлеме тивĕçнĕ сысна фермине ертсе пынă, республикăна ыр ят сарнă.

Тăван çĕршыв умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн, вăрçăри паттăрлăхшăн, мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн Андрей Петрович Ярикова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн» тата ытти медальсемпе, Виçĕ хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Ăна хисеплĕ колхозник тата колхозăн тава тивĕçлĕ председателĕ ятсене панă.

А. Яриковăн кун-çулĕ Тăван çĕршывăннипе çирĕп çыхăннă. Ĕмĕрлĕхех.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика