Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр

25 июля 2005 г.

 

Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Пурнăç малаллах каять. Акă, 2005 çулхи 6 уйăх та хыçа юлчĕ. Шел пулин те, çак тапхăрта çул çитмен çамрăксем те чылай преступлени турĕç. Пĕтĕмпе 20 преступлени тунă пулсан, унта çул çитмен 25 çамрăк хутшăнчĕ.

Иртнĕ çулта çак вăхăтра вĕсен йышĕ сахалрах пулнăччĕ. 8 преступление çул çитмен 12 çамрăк хутшăннăччĕ. Преступленисен хисепĕ кăçал 150 процент чухлĕ ÿсрĕ. Районти шкулсенче вĕренекен 12 ача преступлени тунă çĕре хутшăннă. Вĕсем Йÿçкассинчи, Муркашри, Тойкилтĕри вăтам тата Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулсенче пулчĕç. Çавăн пекех Шупашкар хулинчен килнĕ виçĕ çамрăк преступлени тунă.

Хальхи вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕнче учетра пĕтĕмпе 60 çамрăк тăрать. Вĕсенчен 17-шĕ услăвнăй майпа судпа айăпланнă: иккĕшĕ – эрех ĕçнĕшĕн, иккĕшĕ – хулиганла пĕчĕк ĕçсем тунăшăн. 14 çула çитменнисем вара – 15-ĕн.

Çамрăксене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле, çавăнпа та малти вырăнта профилактика ĕçĕ пулмалла. Çул çитмен çамрăксем тĕрĕс çултан ан пăрăнччăр тесе пирĕн подразделени районти шалти ĕçсен пайĕн ытти службисемпе пĕрле тăрлĕрен операцисем ирттерет. Вĕсен  шутĕнче : «Гардероб», «Пасар», «Картиш», «Çул çитмен çамрăк», «Тимсĕрлĕх» т.ыт.те. Çавăн пекех тĕрлĕрен акцисене те хутшăнатпĕр: «Милици тата ачасем», «Çамрăксем – наркотиксене хирĕç». Алăран вĕçерĕннĕ тата çапкаланса çÿрекен ачасене тупса палăртма рейдсем ирттеретпĕр.Кăçалхи 6 уйăхра çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăм инспекторĕсем административлă 96 протокол çырнă. Вĕсенчен 73-шĕ - çул çитмен çамрăксем пирки. Сахал мар ку. Сăлтавĕсене илес пулсан, протоколсенчен 18-шне – обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн, иккĕшне пĕчĕк хулиганла ĕçсем тунăшăн çырнă.

Ашшĕ-амăшĕсем ача çуралсан мĕнле савăннă пулĕ. Анчах та вĕсем хăйсен ачисен малашлăхри шăпишĕн ма пĕртте шутламаççĕ-ши; Вĕсем хăйсен ачисене йĕркеллĕ пăхса, тĕрĕс воспитани парса ÿстерес тивĕçе пурнăçламанни тĕлĕнтерет çеç мар, тарăхтарать те. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал 35 ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тиврĕ. Ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче 114 материал пăхса тухнă. Кун пек ашшĕ-амăшĕсем пирки çирĕпрех мерăсем те йышăнма тивет. Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма 8 материал хатĕрленĕ, 5-шне судра пăхса тухса тивĕçтернĕ.

Районти тĕп больницăри реабилитаци палатинче кăçал кăна ăнăçсăр çемьесенче 21 ача сывлăхне çирĕплетнĕ, вĕсем кил-çурт, çемье ăшшине кунта тупнă.

Çамрăксем вăхăта савăнăçлă ирттерме кăмăллаççĕ, дискотекăсене çÿреççĕ. Кунта та асăрханулăх кирĕ. Çавăнпа та канмалли кунсенче Культура çурчĕсемпе клубсенче дискотекăсене, çĕрлехи магазинсемпе барсене тĕрĕслеме рейдсем ирттеретпĕр. Унта çамрăксемпе тĕл пулса калаçатпăр.

Эпир çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси, прокуратура çумĕнчи ĕç ушкăнĕпе, ял администрацийĕсенче ĕçлекенсемпе йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ăнăçсăр çемьесене тупса палăртассипе те ĕçлетпĕр. Хамăр патра учетра тăракансене те тĕрĕслесех тăратпăр.

Сăмаха вĕçленĕ май çакна каласа хăварас килет. Малашнехи пурнăç шанчăклă, лăпкă пултăр тесен ашшĕ-амăшĕсем, шкулпа общественнăçăн пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Çакă хамăр ачасемшĕн те, пуриншĕн те лайăх пулĕ, çул çитмен çамрăксене йăнăш утăм тăвасран асăрханма пулăшĕ. Анаталла çул шуçлакки вара пуриншĕн те паллă. Эппин, хамăр ачасем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесе тăрăшасчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика