20 июля 2005 г.
Сывлăхран хакли нимĕн те çуккине пирĕнтен кашниех лайăх ăнланать. Донор кунĕсем ирттерни мĕн тери пысăк пĕлтерĕшли те каламасăрах паллă. Район администрацийĕ ку ыйтăва та питĕ тимлĕх уйăрать: районти тĕп больницăпа пĕрле донор кунĕсем ирттереççĕ. Кăçал кăна Нискасси, Турай, Йÿçкасси, Москакасси, Ярапайкасси, Юнкă, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр врач участокĕсенче иртрĕç вĕсем. Виçĕмкун вара вăл Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче иртрĕ. Çуллахи хĕрÿ ĕççине пăхмасăрах 62 çын юн пачĕ. Апла пулсан, пирĕн район халăх сывлăхне сыхлас ĕçре тата тепĕр ырă утăм турĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"