Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмалли çурт-йĕр правине саккун хÿтĕлет

20 июля 2005 г.

 

РФ Конституцийĕнче çыннăн тата гражданинăн нумай прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлессине çирĕплетсе хăварнă.

Çак Конституцин 25 статйипе килĕшÿллĕн, çын пурăнакан çурта, хваттере никам та ирĕксĕрлесе кĕме, тивме пултараймасть. Пурăнмалли çурт-йĕре кĕме юраманни ĕлĕкренех çыннăн уйрăм тата тивĕçлĕ прави шутланнă. Хальхи вăхăтра та çак правана пăсни çын прависемпе ирĕклĕхне хĕснине пула преступленисен шутне кĕрет.

Право йĕркине сыхлакан органсем çын прависене хĕснипе çыхăннă преступленисене асăрхаттарма тăрăшаççĕ пулин те, районта çын прависемпе ирĕклĕхне хĕснипе çыхăннă преступленисен проценчĕ ÿссе пырать.

Район прокуратури РФ Уголовнăй Кодексĕн 139 статйин 1 пайĕ тата РФ УК 139 статйин 2 пайĕнче пăхнă преступлени тунă Я. тата Ф. граждансене айăплассипе çыхăннă уголовнăй ĕçсен малтанхи следствине вĕçленĕ.

Ун хыççăн çакă паллă пулнă. Я. гражданин юри шутласа çак лару-тăрура преступлени тунă.

2004 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче 15 сехет тĕлнелле Мăн Сĕнтĕр ялĕнче малтан судпа айăпланнă Я. гражданин, эрех ĕçсе ăс-тăнне минретнĕскер, айăпланакан С.К.В. тата ыттисемпе калаçса татăлса Молодежная урамри пĕр хваттере пынă. Унта П. гражданка пурăннă. Ун хыççăн вăл юри, çак хваттере кĕрес шутпа, П. гражданкăн прависене пăснине пĕлсе тăрсах, вăл хирĕç пулнине пăхмасăрах саккуна пăсса ирĕклĕнех унта кĕрет.

Хăйĕн юри шутласа тунă хăтланăвĕпе Я. гражданин РФ УК 139 статйин 1 пайĕнче пăхнă преступление тунă, саккуна пăсса çын çуртне кĕнĕ, унта пурăнакан çыннăн кăмăлне, ирĕкне шута илмен. Саккунпа килĕшÿллĕн, ăна 2 çуллăха ирĕкрен хăтармаллаччĕ, анчах та икĕ енĕ калаçса мирлешнĕ пирки ку ĕçе пĕтернĕ.

 Акă тата тепĕр тĕслĕх. Малтанхи следстви ирттерни çакна кăтартса пачĕ. Ф. гражданин юри шутласа хурса преступлени тунă, пурăнмалли çурт-йĕр правине çак лару-тăрура хĕснĕ:

2005 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче 24 сехет тĕлĕнче Ф. гражданин, эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскер, Мăн Сĕнтĕрти Л-сен хуçалăхне пырать те вĕсен пурăнмалли çурт-йĕр правине пăснине пĕлсе тăрсах, юри шутласа çаксен килне кĕрет. Крыльца çинче хуçисем ăна чарма тăраççĕ, анчах та Ф., преступлени тума шутланăскер, вĕсене итлемест, чÿрече кантăкĕсене çĕмĕрессипе хăратать, тимĕр пăрăхпа хăратса çурта шала кĕрет.

Малалла Ф. хăйĕн усал, преступлениллĕ шухăшĕсене вĕçне çитиччен пурнăçлама пуçлать, пурăнмалли çурт-йĕр правине сĕмсĕррĕн пăсать. Л. гражданкăн çуртĕнче вăл пуканпа хÿтĕленекен Л. гражданина хулпуççинчен, ытти çĕртен тимĕр пăрăхпа çапса пĕтерет.

Ф. гражданинăн преступленилле ĕçне пула Л. инкек тÿсет, унăн кĕлетки хĕненĕ пирки ыратса пурăнать, пукан та ванать.

Хăй юри тунă усал ĕçĕпе айăпланакан Ф. гражданин РФ УК 139 статйин 2 пайĕнче пăхнă преступление тăвать, саккуна пăсса çуртра пурăнакансен ирĕкне пăхăнмасăр, вĕсене хăратса çурта ирĕксĕрлесе кĕрет, хĕнет. Ку ĕçпе следстви малалла пырать.

РФ Конституципе пăхнă çыннăн прависемпе ирĕклĕхне никамăн та пăсма юрамасть. Çакăншăн пурпĕрех явап тытма тивет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика