Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçнĕ ĕçчен

15 июля 2005 г.

 

«Свобода» хуçалăх территорийĕнчи ялсенче хастар ĕçне хисепе тивĕçнĕ çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Кашмашри Ангелина Порфирьевна Максимова. Кинемей 76 çула пуснă пулин те, халĕ те пĕр самант та ĕçсĕр лармасть. Ир пуçласа каçченех кил-çурт таврашĕнче кăштăртатать. Халĕ те вăл хăйĕн хуçалăхĕнче ĕне тытать, чăх-чĕп те усрать. Шанчăклă кил хуралĕпе, йыттипе, çыепа калаçнă пек ăшшăн сăмах хушса илет.

Пахчари ĕçсене те хăйех пурнăçлать Ангелина Порфирьевна. Кăçал та, акă, ĕнине хĕл каçармалăх утă хатĕрлеме ĕлкĕрчĕ, курăка çулса типĕтме пултарчĕ.

Унпа тĕл пулнă май, калаçмалли те тупăнсах тăчĕ, сăмах çăмки те майĕпен сÿтĕлсех пычĕ. Çапла майпа вăхăт иртни те сисĕнмерĕ.

Кăçал пĕтĕм тĕнчипех фашизма çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă турĕç. Аслă Çĕнтерĕва çывхартма тылра та нумай тăрăшнă, фронта пулăшнă. А.П. Максимова та тылра хастар ĕçленĕ. Ачалăх çулсем çăмăл иртмен унăн та çав вăхăтра.

Вăрçă пуçланнă çул Ангелина вунпĕрти хĕрача пулнă. Унччен маларахах вăл  ашшĕ- амăшĕпе колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнма пуçланă та ĕнтĕ. Ун чухне хуçалăхри мĕн пур тахникăна алăри пÿрнесем пек шутласа тухма май пулнă. Çавăнпа та пур ĕçсене лашасемпе тата алă вăйĕпе пурнăçлама тивнĕ. Вăрçă пуçлансан арçынсем фронта – Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕлеме тухса кайнă. Ĕçри мĕн пур йывăрлăхсем хĕрарăмсемпе ачасен хулпуççийĕ çине тиеннĕ.

Цн чухне ачасем хальхи вăхăтри хăш-пĕр çамрăксем пек ĕçсĕр çапкаланса çÿремен çав,- çав çулсене аса илнĕ май сăмахне шутарать Ангелина Порфирьевна. – Кăвак шуçăмлах ĕçе пикеннĕ, каç пулсан тин килĕсене саланнă. Çимелли те пулманпа пĕрех, тутлă ĕçсе-çимен. Çапах никамăн алли те «кукăр» пулман. Аслисен сăмахĕсенчен те никам та иртмен, итленĕ, вĕсене хисепленĕ.

Ангелина та лашапа сÿре тунă, кĕлте, утă-улăм турттарнă. Тата ытти нумай ĕçсене пурнăçланă.

- Пĕтĕм пурнăçа хуçалăхрах ирттертĕм,- аса илет кинемей.

- Аслă Çĕнтерÿ кунне те ыттисемпе пĕрле ĕç вырăнсенчен кĕтсе илнĕ. Мĕнлерех савăнаттăмăр эпир çав кун.

Темĕнле йывăр пулнă пулин те Кашмашри 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерме пултарнă çамрăк хĕр.

Вăхăт çитсен ял каччипех Илья Максимовичпа çемье çавăраççĕ, кил-çурт лартаççĕ, шăкăл-шăкăл калаçса килĕштерсе пурăнаççĕ. Шел, мăшăрĕ 3 çул каялла, 2002 çулта, çĕре кĕчĕ. Вăл та хуçалăхрах вăй хурса ĕçленĕ çынччĕ. Хуçалăхăн лашисене нумай çулсем хушши пĕр улшăнмасăр конюх пулса юратса пăхрĕ. Чылай тав сăмахĕсене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ вăл.

Ангелина Порфирьевна те 72 çула çитичченех хуçалăх ĕçсене хутшăнма пăрахмарĕ. Ача чухнехи пекех хуçалăхра лашапах тимлерĕ.

Хастар ĕçĕшĕн вăл Тăван çĕршывăн чылай наградисене тивĕçнĕ. Ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе ВДНХ кĕмĕл медалĕпе, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе, «Ю.А. Гагарин ячĕллĕ çăлтăр вымпелĕ» паллăпа ( космос геройĕсем – пилĕкçуллăх гвардеецĕсене), юбилей медалĕсемпе наградăланă. Вăл 1974 çулта «Социализмлă ăмăрту çĕнтерÿçи» ята тивĕçнĕ, 12-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ Те пулнă. Хисеп грамотисем те сахал мар А.П. Максимовăн. Ял Совет депутатне те суйланă ăна.

- Халĕ пурнăç пирĕн ачалăхри пек йывăр мар. Ĕçлесен пурăнма пулать,- калаçать кинемей кăмăллăн.

- Пĕрре ĕçе хăнăхнăран, ватă пулсан та, ĕçсĕр ларас килмест. Каннă вăхăтра, хĕлле килте алсиш чăххи çыхатăп,-тет вăл.

Хаçат-журналсене те вулама юратать. Район хаçатне çулсеренех çырăнса илет иккен. Кăçал тата «кил-çурт, хушма хуçалăх» çырăннă. Тăван-хурăнташĕсемпе, пускилсемпе килĕштерсе пурăнать. Хисеплеççĕ Ăна ялта. Тăванĕсем те килсе пулăшсах тăраççĕ.

Мĕнех, нумай çулсем пурăнма çирĕп сывоăх, телей сунар ăна. Çамрăксен те çак хисеплĕ ватăсем пек ĕçе юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренесчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика