Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла таврăнмалла

13 июля 2005 г.

 

Пурнăç шав малаллах шăвать. Çамрăксем, пурнăç çулĕ çине тухса, унăн йывăрлăхĕсене çĕнтерме хăнăхса пыраççĕ. Районти çемьесене «çĕнĕ кайăксем» кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах вĕçсе кĕни те эпир малалла пăхнине, шанчăкпа пурăннине çирĕплетсе парать. Иккĕмĕш квартăлта кăна районта 92 (пĕлтĕр çак вăхăтра – 83) ача çуралнă. Уйрăмах Муркаш ( 14 ), Катькас (10 ), Çатаркассипе Ярапайкасси ( 9 ), ял администрацисенче пысăкрах.

Апрель- июнь уйăхĕсенче кăçал вилекенсен йышĕ чакни сисĕнет. Пĕлтĕр икĕ квалтрта 198 çыннăн пурнăçĕ татăлнĕ Пулсан, кăçал çак хушăра 159 çыннăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă.

Кунта вара уйрăмăн ĕмĕре кĕскетнĕ сăлтавсем çинче чарăнса тăрсан та пăсмасть пулĕ.Тĕрлĕрен чире пула 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсен 62ĕн, 60 çултан иртнĕ арçынсем 39ăн вилнĕ.

Иртнĕ виçĕ уйăх çамрăксем çемье çавăрма васкаманнине те кăтартса пачĕ. Пĕлтĕр çак хушăра 43 туй пулнă пулсан районта, кăçал вĕсен йышĕ 29 çити чакнă.

Хĕле хатĕрленсе

Хаваслă çу кунĕсем кашни çынне çĕклеççĕ. Çав хушăрах часах кĕркунне, унтан хĕллехи сивĕсем пуçланасси пирки те манмалла мар. Районти культура учрежденитйĕсенче çав ответлă тапхăра хатĕрленме пуçларĕç ĕнтĕ. «Чуваштопром» РГУП Шупашкарти филиалĕпе килĕшÿ тунă ĕнтĕ. Пĕтĕмпе рай2она культура вучахĕсем валли 168 тонна çĕр кăмрăкĕ кÿрсе килмелле ун тăрăх. Ку ĕç паян кунран-кун вăй илме пуçларĕ. Кĕрекаçсемпе Чуманкассисем, Хорной библиотеки ăна кÿрсе килчĕç ĕнтĕ.

Çакна та палăртмалла, хĕлле валли тата культура учрежденисем валли вутă кÿрсе килме сăнавлă вăрман хуçалăхĕпе те килĕшÿ пур.

Куратăр ĕнтĕ, çу кунĕсене ахаль ирттермеççĕ Клубсемпе культура çурчĕсем. Апчарпа Шомикри культура çурчĕсенче Калайкасси клубĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Муркашри ачасен искусство шкулĕнче районти историпе краеведени музейĕнче пĕчĕк юсав ĕçĕсене турĕç, самаях хитреленчĕç вĕсем. Кĕçех Шурчари культура çуртĕнче те çивитти юсама пуçламалла. Мăн Токшикпе Вăрманкассинчи культура çуртĕсенче вара çут çанталăк газне кĕртес ĕçсем малалла пыраççĕ.

Куратăр ĕнтĕ, районти культура вучахĕсене хĕл кунĕсем хăратмĕç. 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика