Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ахаль çÿрекене ахах памаççĕ.

06 июля 2005 г.

 

Муркаш районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центра çÿренĕ пек нихăш организацие те халăх йышлă пымасть. Ентешсенчен кашниех пĕртен пĕр шанăçпа - ĕçлĕ пулас ĕмĕтпе килет кунта. Роза Геннадьевна, Ираида Николаевна, Нина Геннадьевна, Елена Семеновна, Тамара Афанасьевна пуçлăх хăй те нушаллă çынсене ăнланса йышăнаççĕ, тĕплĕн ăнлантараççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ. Çынсен кăмăл-туйăмĕпе чун туртăмне шута илеççĕ, пултарулăхне хальхи кăткăс техникăпа усă курса палăртаççĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса пĕрисене çĕнĕ вырăн сĕнеççĕ, теприсене тепĕр профессие вĕренни усăллăрах пулнине пĕлтереççĕ, виççĕмĕшсене ваканси пуласса кĕтме хушаççĕ. Шута илнисене вара палăртнă вăхăтра çирĕп йĕркепе йышăнаççĕ - ĕçсĕрлĕх пособине ĕçе пуçаруллă шыракана кăна тÿлеççĕ Вĕт.

Ĕçпе тивĕçтерекен центра 1991 çултанпа – ăна йĕркеленĕренпех Тамара Антонова ертсе пырать. Пуçаруллă та пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ кĕске хушăрах хăй пек маттурсенчен туслă йыш чăмăртанă. Елена Егорова аслă бухгалтер, Роза Владимирова, Ираида Димитриева, Нина Сафиулина ертсе пыракан инспекторсем ăста та опытлă, пурте аслă пĕлÿллĕ. Кашниех тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ĕçсĕр юлнă ентешĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать, пособи тÿлессишĕн кăна мар, ĕçе вырнаçтарассишĕн тимлет. Урăхла каласан, вăй питти те сыввине пулă мар, алла вăлта тыттарать.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика