Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăха çирĕплетме калаçса таталнă.

06 июля 2005 г.

 

ЧР Президенчĕ тата Канадăн Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă, полномочиллĕ Посолĕ Вестдал кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнче туслăха çирĕплетме калаçса таталнă. Февралĕн 8-9-мĕшĕсенче пирĕн республикăна посольство советникĕ Фрд Бойс килсе кайнă, вăл ун чухне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе М.В. Игнатьевпа, экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министрĕпе Г.Т. Акимовапа, ЧР промышленноç тата энергетика министрĕпе Ю.П. Волошинпа, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă, ĕçлĕ калаçусем ирттернĕ. чăваш Енрен тухса кайнă май вăл каялла таврăнма, тĕрлĕ специалистсене пирĕн пата илсе килме сăмах панă.

Иртнĕ юн кун Канадăри Манитоба провинцийĕн делегацийĕ каллех Чăваш Республикине килсе çитнĕ. Кĕçнерни кун вĕсем Муркаш районĕнчи «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕнче пулса курчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

Хăнасен йышĕнче: Альэфред Дерхак, Канадăри Манитоба провинцийĕн правительствин Правительствăсем хушшинчи çыхăнусемпе  тата суту-илÿпе ĕçлекен департаменчĕн тĕп менеджерĕ* Адэр Джордж Стюарт – Индастриз ГРОУС АГ фирмăн вице-президенчĕ, Уэстил Лтд фирма менеджерĕ Харри Хармс пулнă. Малтанах вĕсем республикăри, Шупашкарти тĕрлĕрен предприятисенче пулса курнă.

Хăнасене «Ударник» хуçалăх чиккинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов т. ыт. яваплă çынсем кĕтсе илчĕç.

Июнĕн 30-мĕшĕнче вĕсем «Ударник» хуçалăхăн нимĕç пăрçи, çĕр улми, кукурузăпа нимĕç пăрçи уйăхсенче, Йÿçкасси сĕт-çу фермин  ĕне кĕтĕвĕ çÿренĕ çĕрте Йÿçкассинчи вăтам шкулта пулса курчĕç.

«Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕнче хăнасене П.П. Давыдов çĕр улми вăрлăхне мĕнле туса илнипе паллаштарчĕ, нумай ыйтусем çине хуравларĕ.

Канадăри представительсем пирĕн район уй-хирĕсем таса пулнине, çынсен ыр кăмăллăхне палăртрĕç, ĕçлĕ туслă çыхăнусене малашне те çирĕплетсе пыма пулчĕç. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче икĕ енĕ те пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ял хуçалăх отраслĕ мĕнле аталаннипе кăсăкланчĕç, нумай ыйтусене хуравларĕç.

Канадăран килнĕ хăнасемпе пĕрле Чр Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Е. Александров, экономикăпа суту-илÿ министерствин пай ертÿçи В.Я. Платонов пулчĕç.

Сăмах май каласан «Ударник» хуçалăх паянхи кун малашлăха пăхса пурăнакан предприяти. Çĕр улми, тропикалĕ т. ыт.  уйсем те пăхсан чуна савăнтараççĕ. Çыннисем те кунта ĕçлеме юратаççĕ, ыр кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ ку хуçалăха тĕрлĕ çĕршывсенчен, регионсенчен делегацисем килсе тăраççĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика