Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçасăр аш-пăш пыра ларнă

04 июля 2005 г.

 

Çак тăрăхра пурăнакансене пăлхантарнă-ăсчĕвлентернĕ ку ĕçсем иртнĕ çулхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче пулса иртнĕ. Ара, йĕркеллĕ, чуна парса пăхса ÿстерекен выльăхсем пач, ним йĕрри-паллисĕр çухални ял çыннишĕн чăн-чăн пысăк çухату-çке.

Пулса иртнĕ киревсĕр ĕçсен хроники  вара çакăн пек. 2004 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче Калайкасси ялĕнчи З.И. Горланован 7 уйăхри  хура-шурă тĕслĕ пăрăвĕ йĕп пек çухалать. Çав çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче Çĕньял Оринин ялĕнчи Д.А. Димитриеван кăкарнă 10 уйăхри вăкăрĕ «пăсланнă» тейĕн. Ноябрĕн 13-мĕшĕнче вара Катькас ял çывăхĕнче курăк çисе çÿрекен хĕрлĕ тĕслĕ ĕне те «ураланнă», унăн хуçи В.В. Слепнева хăйĕн Панеçкине килте кĕтсе илеймен. Паллах, çакăн хыççăн вырăнти халăх пăлханса ÿкнĕ, районти шалти ĕçсен пайне пĕлтерни те, унти шырав ушкăнĕсем килсе тĕрĕслени, çынсенчен ыйтса-пĕлсе тĕпчени те нимĕнле усă та паман: çухалнă выльăхсем тупăнман.

Юлашки тĕслĕх пирки районти шалти ĕçсен пайне ноябрĕн 13-мĕшĕнче пĕлтернĕ хыççăн çул-йĕрпе патруль службин дежурствăра пулнă инспекторĕсене С.В. Ивановпа В.Н. Васильева çакăн çинчен хăвăрт хыпарланă. Взвод командирĕ А.И. Волков вĕсене Мускав-Хусан автоçул çине Шомик ялĕ енчен тухакан автомашинăсене тĕплĕн тĕрĕслеме хушнă. 15 сехет те 55 минутра Шомик ялĕ енчен  çул çине «Опель-Вектра» автомашина тухнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче инспекторсем автомашина салонĕнче мăйракаллă шултра выльăхăн ÿпке-пĕверне, багажникра ĕне выльăхăн какайĕпе пуçĕ пуррине курнă. Автомашина хуçи, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Пионерская урамри 17-мĕш çуртри 52 хваттерте пурăнакан А.М. Николаев, аш-пăш пирки нимĕнле документсем те тăратма пултарайман, çавăнпа та лару-тăрăва уçăмлатма шалти ĕçсен пайне илсе килнĕ. Хăйĕн ĕни çухални çинчен милицине  шăнкăравласа пĕлтернĕ В.В. Слепневана та чĕнсе илнĕ.

Вăл пулнă чухнех А.М. Николаев хăй ирĕкĕпе багажникран ĕне выльăх ашне, ÿпке-пĕверне, çавăн пекех пуртă, çĕçĕ, хулăн хысаклă хăма татăкĕ, вĕрен тата перчеткесем кăларса хунă. В.В. Слепнева хăйĕн ĕне пуçне хăй пĕлекен паллăсем тăрăх тÿрех палласа илнĕ, ĕнене кăкарнă полиэтилен шпагачĕнчен çыхнă вĕрен те уншăн ют пулман. Тепĕр кунне вăл милици сотрудникĕсемпе пĕрле ĕнене пуснă вырăнта пулнă, вырăнне А.М. Николаев хăйех кăтартнă. Кунта пыршăсем тата хĕрлĕ тĕслĕ ĕнен тирĕ выртнă, тир тĕсĕпе хÿрине пăхсан В.В. Слепнева вăл унăн ĕнин пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

Айăпланакан Альберт Михайлович Николаев (1958 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралнăскер) хăйне хирĕçле айăплава тулли калăпăшпа йышăнма килĕшмен. Малтан вăл ноябрĕн 13-мĕшĕнче ялтан таврăннă чухне Шомик ялĕ тĕлĕнче ун патне палламан арçын пыни, çур хакпа аш туянма сĕнни çинчен пĕлтернĕ мĕн. Шомик çывăхĕнчи вăрмана кĕрсе аша автомашина çине тиенĕ. Яла справка патне кайсан арçын çухалнă, А.М. Николаев ăна кĕтсе илеймен, тĕттĕмленме тытăнсан çула тухнă, трасса çывăхĕнче ăна çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем тытса чарнă мĕн.

Анчах та следстви вăхăтĕнче, инкек тÿсекен тата свидетельсен кăтартăвĕсене хирĕçлеме май çуккине кура А.М. Николаевăн хăйĕн айăпне йышăнмах тивнĕ, пĕтĕм тĕрĕслĕх куç умне тухса тăнă. 2004 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче вăл хăйĕн «Опель-Вектра»  автомашинипе ирхине  Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялне кайнă (унта унăн ашшĕ-амăшĕнчен еткерлĕхе куçнă çурт пур). Каялла Шупашкара кайнă чухне  ăна хăйне питех те 8 пин тенкĕ укçа кирлĕ текен шухăш канăç паман, вара вăл выльăх вăрласа пусса унăн ашне кафене е столовăя пама тĕв тăвать. Шомик ялĕ еннелле пăрăнса кĕрет, Катькас ял çывăхĕнче ĕне выльăхсем çÿренине асăрхать. «Волга» коллективлă сад территорине кĕрсе хăйĕн автоашинине хуралçă çурчĕ çывăхĕнче хăварать, хăй çуранах Катькас ялĕ еннелле утать. Йывăç картаран кăкарнă хĕрлĕ тĕслĕ ĕнене вĕçертсе илсе ăна вăрман çумĕпе «Волга» коллективлă сад еннелле илсе каять. Ун çывăхĕнчи çырмара ĕнене пусать, тирне сĕвет, ăш-чиккине кăларса çырмана пăрахать. Выльăх тушкине пилĕк пая пайласа, пуçĕпе урисене багажника хурать, ÿпке-пĕверне пластмас витрене ярса салона лартать. Автомашинăпа Хусан-Мускав автотрасса çине тухас умĕн мĕн пулса иртни çинчен маларах каларăмăр.

Следстви вăхăтĕнче маларах асăннă икĕ преступление те А.М. Николаев туни куç умне тухнă, ăна вăл хирĕçлеме пултарайман. 2004 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче 12 сехет тĕлĕнче З.И. Горланова хăйĕн хура-шурă тĕслĕ пăрăвне  Калайкасси ялĕ çывăхĕнче вĕренпе кăкарнă. 16 сехет тĕлĕнче ăна киле илсе килме кайсан вырăнта пăру та, вĕрен те, кăкарнă шалча та пулман. Ывăлĕпе пĕтĕм таврана, çырма-çатрасене пăхса çаврăнни нимĕнле усă та паман. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче вăл пăру çухални çинчен районти шалти ĕçсен пайне пĕлтерсен ăна район центрĕнчи  «Центральнăй» магазинра сутма илсе килнĕ икĕ пăру пуçне кăтартнă. Хăй пĕлекен паллăсем тăрăх вĕсенчен пĕри унăн пăру пуçĕ пулнине З.И. Горланова тÿрех палласа илнĕ. А.М. Николаев хăй йышăннă тăрăх, пăрăва вăл пуснă, ашне Шупашкар пасарĕнчи аш туянакан çынна 4 пигн тенкĕпе сутса янă.

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче вара А.М. Николаевăн «аш шăрши» Оринин ялĕ çывăхĕнче  кăтăкланса çитнĕ. Хальхинче вăл Оринин ялĕ патĕнче кăкарнă Д.А. Димитриеван вăкăрне «кăмăлланă». Кăкарнăскерне вĕçертсе çывăхри çырмана илсе аннă, пуснă, ăш-хырăм таврашне унтах пăрахса хăварнă, тирне те. Тепĕр кун Шупашкарти пасарта аш сутакана 4 пин тенкĕлĕх сутса хăварнă.

А.М. Николаевăн «Опель-Вектра» автомашинăн салонĕнче, хваттерĕнче тупнă япала-хатĕрсемпе пуснă выльăхсен юлашкисем вăл çак преступленисене тунине яр-уççăнах çирĕплетеççĕ.

Асăннă ĕçе пăхса тухса, район сучĕ А.М. Николаева икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма приговор  йышăннă. Унсăр пуçне, инкек тÿснисене З.И. Горланована 6 пин тенкĕ, Д.А. Димитриевана 8 пин тенкĕ, В.В. Слепневана 2753 тенкĕ те 20 пус укçа тавăрса тивĕçтермелле.

Материала Муркаш район сучĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика