Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллектив хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ

29 июня 2005 г.

Чăваш Республикинчи Муркаш районĕпе Пушкăрт Республикинчи Шаран районĕ темиçе çулах ĕнтĕ ĕçлĕ, туслă çыхăну тытаççĕ. Пĕр-пĕрин патне çÿресе ырă опытпа паллашаççĕ. Унта та чăвашсем сахал мар пурăнаççĕ.

Чăваш Республикине йĕркеленĕренпе 85 çул çитнĕ май, нумаях пулмасть унта пирĕн район  делегацийĕ кайса килчĕ. Вăл шутра Москакассинчи «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблĕ те пулчĕ. Çак ансамбль «халăх» ятне илнĕренпе çитес çулхи март уйăхĕнче 10 çул çитет. Шаран районĕнчи Дюртюля ялĕ 300 çул тултарнă ятпа унта ку коллектив пысăк концерт кăтартрĕ. 180 ытла хуçалăхлă ял çыннисем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кунта тĕрлĕ наци çыннисем туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Ялĕ те паллă çынсемпе пуян, пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать.

Ял юбилейĕн уявĕ 13 сехетре пуçланчĕ, Муркаш район администрацийĕн представителĕ, экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова саламларĕ. «Шуçăм» ансамбль малтан хаваслă юрă шăрантарчĕ, хĕрсен ушкăнĕ илемлĕ ташшипе тĕлĕнтерчĕ.

Уяв концерчĕ Пысăк программăпа 20 сехетре пуçланчĕ. Малтан вырăнти, юнашар ялсенчи артистсем чăваш юрри-ташшисемпе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Юлашкинчен пирĕн «Шуçăм» ансамбль пысăк концерт лартса пачĕ. Кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç концерта пынисем. Ташшисем те кăмăла кайрĕç вĕсене (ертÿçи И. Петрова). П. Лебедева шÿчĕсене итлесен пĕтĕм чунтан  кулчĕç. И. Кораблева, Г. Вастрюкова, Р. Олангина тата арçынсен ушкăнĕ юрлани те питĕ килĕшрĕ куракансене, сахал мар ăшă сăмахсем каларĕç вĕсем пирĕн коллектива. Тулли кăмăлпа, пысăк хавхаланупа, çĕнĕ ĕмĕтсемпе таврăнтăмăр эпир тăван ене.

«Шуçăм» пултарулăх ушкăнне пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А. Иванова* культура, информаци политикин тата  архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçине А.Е. Андреевана тав тăватпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика