Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ йăласене çул парас мар

29 июня 2005 г.

(Наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕнчен)

Сиенлĕ йăласем – наркотиксемпе усă курни, эрех ĕçни, пирус туртни сывлăха сиенлеççĕ кăна мар, ĕмĕре те кĕскетеççĕ. Çамрăксем вĕсем патне туртăнни уйрăмах канăçсăрлантарать. Çирĕпленсе çитмен ăс-тăна минретме нумай та кирлĕ мар. Юлашки вăхăтра ытти çĕрти пекех, пирĕн районта та, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, физкультурăпа спорт массăлăхне ÿстерес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне сиенлĕ йăласемпе кĕрешес тĕллевпе районта темиçе çулах ĕнтĕ наркотиксемпе  усă курнине тата вĕсене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешекен комисси ĕçлет. Июнĕн 26-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери наркоманипе тата наркотиксене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешмелли кун. Çак кун ячĕпе районта профилактика мероприятийĕсем чылай иртеççĕ.

Июнĕн 23-мĕшĕнче асăннă комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.  Çав мероприятисемпе Муркашри тĕп больницăри М.И. Касьянова врач-нарколог паллаштарчĕ. Тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палăртнă çак тапхăрта: врачсен конференцийĕ, шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсемпе семинар, библиотекăсенче кĕнекесен выставкисем, диагностикăпа консультаци центрĕнче çул çитмен çамрăксем валли уçă алăксен кунĕ, санбюллетеньсем кăларасси, пĕрлехи рейдсем ирттересси, сывă пурнăç йĕркине прогпагандăласси т. ыт. те.

Наркотиксене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешессипе çыхăннă преступоленисене уçса палăртас тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕнче те чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Кăçал районта кун пек тĕслĕхсем тупса палăртман. Шадти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем канмалли кунсенче хуларан Культура çурчĕсене килекен çамрăксене тĕрĕслеме Шомика тата ытти çĕре те пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ, федераллă тата районти автоçулсем çинчи транспорт хатĕрĕсене тĕрĕслеççĕ.

Хальхи вăхăтра шалти ĕçсен пайĕнче оперативлă учетра 11 çын тăрать, вĕсенчен 5-шĕ наркотиксемпе усă кураççĕ, 1 çын – наркоман. Вĕсем нарколог патĕнче те учетра тăраççĕ. Вĕсемпе уйăхсерен профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, килĕсене те тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ, преступленисем туни-туманнипе кăсăкланаççĕ. Халăх хушшинче профилактика ĕçĕсем туса ирттерес тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ т. ыт. те.

Кăçалхи майăн 10-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 10-мĕшĕччен районта «Мак-2005» операци иртет. Унăн тĕллевĕ – наркотик пур ÿсентăрансене саккуна пăсса сутнине тата ÿстернине тупса палăртасси, район территорийĕнчи наркотиксене хирĕç кĕрешмелли законодательствăна пăсакансене явап тыттарасси т. ыт. те.

Çак операци виçĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕш тапхăрта, май уйăхĕнче, ăна хатĕрленме йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçланă* иккĕмĕш тапхăр – наркокультурăсене акакансене тупса палăртасси тата çав культурăсене пĕтересси (июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 31-мĕшĕччен)* 3-мĕш тапхăр – оперативлă шырав мероприятийĕсем, транспорт хатĕрĕсене тĕрĕслесси (августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 10-мĕшĕччен). Çак операцие ирттерме ятарлă мероприятисен планне çирĕплетнĕ, унта конкретлă ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Кашни уйăхра «Мак-2005» операци результачĕсем пирки ЧР Шалти ĕçсен министерствине пĕлтерсе тăраççĕ.

Çакна та каласа хăвармалла. Иртнĕ çулта «Мак-2004» операци вăхăтĕнче, 2 преступлени тупса палăртнă, 1392,95 грамм мăкăнь туртса илнĕ, 61,37 типĕтнĕ мăкăнь тупнă. Çак тĕслĕхсемпе 3 протокол çырнă.

Наркотиксен сиенĕ пирки пурте пĕлеççĕ. Çамрăксем хушшинче та район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ сахал мар ĕçсем туса ирттерет. Сăмахран, февраль-апрель уйăхĕсенче «Çамрăксен пуçарулăхĕ – Чăваш Ен малашлăхĕ» девизпа ял администрацийĕсенче çамрăксен форумĕсем иртнĕ. Вĕсенче çамрăксен пурнăçĕпе çыхăннă нумай ыйтусене хускатнă. Форумсене вырăнти ертÿçисемпе специалистсем хутшăннă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсем пулнă. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси ниçта та кун йĕркинчен кайман.

Çын пуласси – ачаран паллă, тенĕ ваттисем. Ачана мĕн пĕчĕкрен çирĕп ăс парса сиенлĕ йăласенчен пăрăнма вĕрентесси аслисен – ашшĕ-амăшĕсемпе учительсен таса тивĕçĕ. Мĕн шутлаççĕ паянхи шкул ачисем наркотиксемпе усă курнă пирки;  Çакна пĕлес тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле ачасене анкета çыртарнă. Унта вăтам тата тĕп пĕлÿ паракан шкулсечен тата Муркашри лицейри 7-11 классенче вĕренекенсем хутшăннă, пĕтĕмпе 2183 вĕренекен анкета çырнă. Нароктиксен сиенĕ пирки 1783 ача (80 процент) пĕлет, 1200-шĕ çакă преступлени патне илсе пырать тесе шутлать. 3 вĕренекен наркотик тутанса пăхнă,  пĕри чирлĕ пулнă, тепри ун витĕмне пĕлес шутпа, виççĕмĕшĕ – пурнăçри пăтăрмахсене пула.

Вĕренекенсен 75 проценчĕ (1646 ача) профилактика ĕçĕ наркомание чарса лартма май парать тесе шутлать, ку енĕпе мĕн пур ведомствăсен пĕрле тăрăшмалла. Чи кирли вара çамрăксем наркотиксем патне ан туртăнччăр тесе çакăн сăлтавĕсене пĕтересси.

Ларура сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç, 2005 çулхи иккĕмĕш çур çул валли ĕç планне çирĕплетрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика