Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕпе тыткăнларĕç

29 июня 2005 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче эпир Республика кунне паллă турăмăр. Çак куна халалласа пирĕн республикăра та, районсенче те чылай мероприятисем пулса иртрĕç.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнчи Стюхино ялĕнчи «Стюхаль» халăх театрĕ «Адампа Ева» ятлă спектакль кăтартрĕ.

Çак театра йĕркеленĕренпе кăçал шăпах 30 çул çитнĕ. 1993 çулта çак коллектив халăх йăли-йĕркине çирĕп тытса пынăшăн тата ăна малалла аталантарнăшăн «халăх театрĕ» ята тивĕçнĕ. Халăх театрне мĕн йĕркеленĕренпех «халăха вĕрентес ĕç отличникĕ», «РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене илнĕ Е.Д. Ижмуков ертсе пырать. Пултаруллă режиссер театра йĕркеленĕренпе тĕрлĕ жанрлă 50 ытла спектакль лартса нумай ведомствăсен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене сахал мар тивĕçнĕ. Аритстсем хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем пур: механизатор та, бухгалтер та, сутуçă та... Вĕсене пурне те пĕр тĕллев – искусствăна юратни пĕрлештерсе тăрать. Коллектив хăйĕн пултарулăхне  хăйсен облаçĕнчи тĕрлĕ районсенче кăна мар, ытти регионсенче те кăтартнă.

Муркашсене Н. Сидоров çырнă «Адампа Ева» спектакль питĕ килĕшрĕ. Унта паянхи ял пурнăçне, çынсем хушшинчи хутшăнусене, юрату «виçкĕтеслĕхне» анлăн сăнланă. Артистсем çав тери ăста вылянипе куракансем чун каниччен кулчĕç. Камитре шÿтлесе питлени те спектакль тарăн содержаниллĕ Пулнине çирĕплетет.

Юлашкинчен театр режиссерĕ Евгений Демьянович хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. «Чăваш тилхипене малалла та çирĕп тытса пырасчĕ, чăвашлăха пĕтерес марччĕ. Пирĕн аттесемпе асаттесем пире уншăн каçармĕç. Чăваш Ен пур енĕпе те палăрать, пирĕн чуна çĕклет. Малашне те ырă йăлана тăсса пĕр-пĕринпе туслă пурăнар. Чăвашсем ĕлĕкренех аякри тăванĕсем патне хăнана çÿренĕ. Эсир те пирĕн пата пырса курăр», - тесе ăшшăн йыхрав турĕ Е.Д. Ижмуков режиссер.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова хăнасене хисеп туса килнĕшĕн тав турĕ, туслăх малашне те çирĕпленсе пырасса шанса тăни çинчен пĕлтерчĕ.

Самар облаçĕнче чăваш ялĕсем сахал мар. Чăвашла таса та илемлĕн калаçаççĕ Вĕсем. Ăнăçу сунар артистсене. Туслăх малашне те çирĕпденсе пытăр. Коллектив вара çĕршер-пиншер çынна çĕнĕ спектакльсемпе савăнтартăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика