Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти кашни килте газ пултăр

29 июня 2005 г.

Районта газ кĕртме палăртнă 170 ялтан 163-е халĕ газ çунать. Паян Хачăк Сали, Ишмула, Ильинка, Кăмăркасси, Йĕрĕхкасси ялĕсене хунă газ пăрăхĕсене  патшалăх комиссийĕ йышăнать. Çывăх вăхăтрах юлнă тепĕр икĕ яла – Макçикассипе Пожедановка – «кăвак çулăм» килмелле.

Тренккă ялне газ çитни пĕрремĕш çул мар. 12 хваттерлĕ тăватă çуртра  пурăнакансем çеç çак ырлăха кĕтсе илейменччĕ. Иртнĕ эрнере вĕсемшĕн те уяв пулчĕ. Роза Васильевнăпа Геннадий Николаевич Кирпичниковсен хваттерĕнче ыттисенчен маларах «кăвак çулăмпа» усă курма тытăнчĕç.

Çак çуртсенче пурăнакансем ку ятпа пĕчĕк митинг та ирттерчĕç. Ильинка шкулĕн вĕрентекенĕ Е.З. Таймаскина газ кĕртекенсене ял çыннисем ячĕпе тав турĕ. Ильинка ял администрацийĕн пуçлăхĕ  Б.А. Сапожников пĕрне-пĕри ăнланса  ĕçлесен, кирек епле йывăрлăха çĕнтерме май пуррине палăртрĕ.

Çак кун кунти ваттисен çуртне те газ çитрĕ. Райадминистрацин социаллă политика управленийĕн ертÿçин  çумĕ А.Н. Кузьмин, ваттисен çурчĕн ертÿçи Т.Г. Огнева ыттисенчен кая мар хĕпĕртенĕ. «Моргаушрайгаз» филиал ертÿçи Г.В. Васильев ватăсен пурнăçне  çăмăллатас тесе 8 пин тенкĕлĕх спонсорла пулăшу панă. Геннадий Владимирович малашне кашни киле газ çитерессипе тимлеме пулчĕ:

- Кашни яла газ çитерни аван, унпа кашни çемьере усă курччăр тесе тăрăшмалла. Ял çыннисен те пуçаруллăрах пуласчĕ, - палăртрĕ вăл, - эпир вара çанă тавăрса вăй хума хатĕр,  çапла тăватпăр та,- эпир вара çанă тавăрса вăй хума хатĕр. Çапла тăватпăр та.

Райадминистрацин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп инженерĕ Г.А. Павлов Тренккăри 12 хваттерлĕ тăватă çурта газ çитерме 155 пин тенкĕ тăкакланине асăнчĕ.

Калаçăва вĕçлесе çапла калас килет: ял çыннисем, патшалăх пулăшăвĕ çине кăна шанса ларар мар, хамăр та пуçаруллă пулар. Çавăн чухне кашни килте газ çунĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика