Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребкоопераци халăхшăн ĕçлет

22 июня 2005 г.

Эпир паян рынок хутшăнăвĕсен вăхăтĕнче пурăнатпăр. Çак тапхăрăн чи палăрăмлă енĕ вăл – конкуренци. Хальхи вăхăтра пасара кайсан та хăвна кирлĕ вăл е ку тавара суйласа илме пулать. Апле пулин те, районта пурăнакансенчен чылайăшĕ Муркаш е Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕсене, обществăлла апатлану предприятийĕсене кăмăллаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче çынсене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ, клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Вĕсен ĕçĕпе клиентсем те кăмăллă.

Çакна палăртма кăмăллă: Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсем юлашки çулсенче Раççейри ăмăртура та яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакă вăл райпосем паянхи пурнăçра хăйсен вырăнне тупнине, çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернине пĕлтерет.

Çавна шута илсе ĕнтĕ июнĕн 17-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикинче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе семинар-канашлу иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи Потребительсен обществин союзĕ, Чр Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви, ЧР журналистсен союзĕ ирттерчĕç.

Калас пулать, хальхи вăхăтра райпосен ĕçĕ çав тери нумай енлĕ. Вĕсем çынсене кулленхи  пурнăçра тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ.

Хальхи вăхăтра çынсемшĕн тăрăшасси, вĕсене социаллă хÿтлĕх парасси потребкооперацин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăраççĕ. Кооператорсем ялти халăхăн пурнăçне çăмăллатассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Сăмах май каласан, Чăваш Республикинчи, çав шутрах Муркаш районĕнчи те, райпосем те лайăх аталанса пыраççĕ, вĕсем Раççейри потребсоюзăн чи лайăх ĕçлекен малти пилĕк вырăна йышăнаççĕ.

ЧР Президенчĕ Н. Федоров патшалăх влаçĕн потребкооперцие аталантарассишĕн, ялсенчи социаллă пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшмаллинне каланă. «Çын ялта пурăннишĕн кăна хăйне пурнăç ырлăхĕсенчен уйăрма пултараймасть». Çапла каланă Чăвашпотребсоюз председателĕ, Центросоюз Канашĕн членĕ, РФ суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçчен В.М. Павлов.

Ĕлĕкхи вăхăтра потребкоопераци ĕçĕ магазинсенче кăна пулнă пулсан, хальхи вăхăтра вĕсем ялти çынсен нумай енлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Вĕсен шутĕнче: хатĕрлев пункчĕсем, аптекăсем, обществăлла апатлану предприятийĕсем,  эмел курăкĕсем пуçтарасси, хут т. ыт. те пуçтарасси, çынсене арман авăртса парасси халăхран сĕт пухасси т. ыт. те пулса тăрать.

Семинар-канашлăва хутшăннисем çав кун Мăн Сĕнтĕр райповĕн Юнкăри суту-илÿпе тĕрлĕрен пулăшу паракан центрта пулса курчĕç. Кунта хатĕрлев пункчĕ, пайщик кĕтесĕ, библиотека, чей сĕтелĕ, йăла пулăшăвĕсем паракан пункт, парикмахерски, ача-пăча лаптăкĕ, кафетери пур. Канашлăва хутшăннисен вĕсемпе пысăк интереспа паллашрĕç.

Муркаш райповĕнче те хăнасене курмалли, савăнмалли сахал мар пулчĕ. Хальхи вăхăтра магазинсенче сĕтел хушшине ларса чей ĕçме те, кĕнекесем вулама та, çĕнĕ хаçатсемпе паллашма та пулать. Лантăшра та, Пăсăрман магазинĕнче те халăха мĕн кирли пурте пур. Муркаш райповĕн хатĕрлев кантурĕ те хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлать. Кунта халăхран тĕрлĕ йышши япала йышăнаççĕ, çынсене нумай енĕпе пулăшу кÿреççĕ.

Муркашсен опычĕпе паллашнă хыççăн район администрацийĕн ларусен залĕнче пленарлă пай иртрĕ.

Унта чăвашпотребсоюз канашĕн ертÿçи В.М. Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, ЧР культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ О.Ф. Петров т. ыт. те тухса калаçрĕç, потребкооперцин паянхи ĕçĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕç.

Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем район аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Вĕсем район бюджетне 10 процента яхăн укçа куçараççĕ. Мĕнех, суту-илÿ ĕçĕ районта малашне те аталанса пытăр, райпосем те хăйсен тивĕçĕсене лайăхрах пурнăçласа халăх кăмăлне тивĕçтерччĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика