Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах хисепре пулнă

22 июня 2005 г.

Пирĕн атте, В.Н. Никитин, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнă. Вăл 1901 çулта Хусан кĕпĕрнинчи, Етĕрне уесĕнчи Турай вулăсĕнчи Шарпаш ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Никита Терентьев, хресчен пулнă. Атте 4 çул анчах вĕреннĕ пулсан та çав тери хитре, писарь пекех çырнă. Атте çивĕч ăслă çын пулнă, çавна пулах Тутаркасси районĕн (центрĕ Мăн Сĕнтĕр) секретарĕ Пулса ĕçленĕ. Кашни канмалли кунах вăл çемйине курма киле килетчĕ, Эпир, унăн ачисем: Владимир, Анфиса, Геннадий, Борис вăл килнишĕн питĕ савăнаттăмăр. Атте пире валли яланах кулачă (шурă çăкăр) илсе килетчĕ. Атте çирĕп кăмăллă, тирпейлĕхе юратакан çынччĕ. Çакна эпир яланах асра тытнă, шкулта та лайăх вĕренме тăрăшаттăмăр. Килте вара аннене, Матрена Константиновна Никитинана пулăшаттăмăр. Атте ял çыннисен пурнăçĕпе кăсăклансах тăратчĕ, пире вĕсемпе чуна уçса калаçма чĕнме яратчĕ. Вăл ялта анчах мар, хамăр тăрăхра та питĕ хисеплĕ çынччĕ.

Советски районĕ йĕркеленсен аттене унта куçарчĕç. Анчах вăл кунта нумай ĕçлеймерĕ, Аслă Отечетсвеннăй вăрçă пуçланчĕ. Атте вăрçа каймасан та пултаратчĕ, броньпе юлатчĕ, анчах вăл килĕштермерĕ, хăйĕн ирĕкĕпех вăрçа кайрĕ.

Пирĕн атте, Василий Никитич, малтан Подольскри çарпа пехота училищинче вĕреннĕ, унтан вĕренсе тухнă хыççăн лейтенант званийĕпе Пĕрремĕш Белорусси фронтĕнче Припять юхан шывĕ патĕнче пехотăра взвод командирĕ пулнă.  1944 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче пирĕн атте Украина территорийĕнче пуçне хунĕ. 1974 çулта Украинăна нимĕçсенчен ирĕке кăларнăранпа 30 çул çитнĕ май пире çав уява чĕнчĕç. Эпир, Василий Никитичăн ачисем, арăмĕ тата мăнукĕсем, мĕн пурĕ 14 çын, унта кайрăмăр. Карпелюк генерал пире çапăçу вырăнĕсене кăтартса çÿрерĕ, вилнĕ салтаксене ăçта пытарнине кăтартрĕ. 408-мĕш стрелоксен полкĕ Ковельпе Брест хулисем хушшинче Старо-Выживо районĕнче вырнаçнă пулнă. Бронетовка ялĕ çывăхĕнче тăшман питĕ меллĕ вырнаçнă, пирĕн салтаксем уçă вырăнта тăнă. Нимĕçсем пирĕннисене  пуçа çĕклеме те паман, тÿрех пеме пуçланă. В.Н. Никитин взвод командирĕ 1944 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче хăйĕн салтакĕсене: «Тăван çĕршывшăн, Сталиншăн» тесе черетлĕ атакăна çĕкленĕ. Хăй малтан чупнă, мина çине лекнĕ Пирки вăл тата темиçе салтак пĕр харăс вилнĕ. Мина ванчăкĕ аттен пуçне лекнĕ, вăл салтаксен аллинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Атте училище пĕтернĕ хыççăн пĕр кунлăх киле кĕрсе тухнăччĕ. Тепĕр кунне пире, урамра вылякан ачасене, анне аттепе сывпуллашма чĕнсе илчĕ. Атте урапа çинче ларатчĕ, эпир ăна урăх курас çуккине ăнланмасăрах унпа сывпуллашрăмăр.  Çитĕнсен эпир вăл çапăçса вилнĕ вырăнсене нумай вăхăт тупаймарăмăр. Анчах унăн кĕçĕн ывăлĕ Борис Васильевич (Казахстанра пурăннă) Мускаври Оборона министерстви урлă атте ăçта çапăçнине шыраса тупнă. Вăл Украинăна кайса Старо-Выживский çар комиссариатне пынă, унти Герасимов çар комиссарĕ аттене пытарнă вырăна шыраса тупнă. Ăна штаб начальникĕпе Людаев капитанпа пĕрле пытарнă.

1956 çулта вĕсене Старо-Выживăра тĕп çăва çине илсе килсе пытарнă. Мрамор плита çине Бронетовка ялне ирĕке кăларнă чух çапăçса пуçĕсене хунисен ячĕсене çырнă. Пĕр кунта 60 çын пуçне хунă 1944 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче кăна пирĕн çарсем нимĕçсене унтан хăваласа ярса малалла кайнă.

Халĕ пирĕн ял çăви çинче аттен палăкĕ пур. Эпир, унăн ачисемпе мăнукĕсем, ăна манмастпăр, унта кайсах тăратпăр. Украинăран, аттен вил тăпри çинчен, Борис илсе килнĕ тăпрана тупăка хурса пытартăмăр.

Аттене пĕлекенсем паян та ăна ырăпа кăна асăнаççĕ. Атте тата асатте хăварнă ырă ят пирĕн асра ĕмĕрсем хушшиех упранĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика