Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитани ыйтăвĕсемпе

18 июня 2005 г.

 

Çын пуласси пĕчĕкрен пуçланать «Çын çинчи – йывăç çинчи». Курманнин курас килет, курсан – тарас килет, - çакăн пек каларăшсене илтмен çын пирĕн тăрăхра çук та пулĕ.

Вăрçă хыççăн çуралнисем хăйсен пурнăçĕнче выçлăхне те, йывăрлăхсене те сахал мар тÿссе курнă. Çăмăл пулман ун чухне пурнăçĕ. Юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратмалла пулнă.

Йывăрлăхсене тÿссе курмасăр çын тепĕр çыннăн хуйхи-суйхине тÿрех ăнланса илеймест, пулăшма та шутламасть.

Юлашки вăхăтра, пурнăç улшăннă май, унăн тÿнтер енĕсем те лайăх палăрма пуçларĕç. Преступлени тăвасси çĕршывĕпех ÿссе пырать. Çамрăклăх эрех-сăрапа, наркотиксемпе туслисен хисепĕ хушăнса пырать. Çак пулăмсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Ачасем – пирĕн пуласлăх, теме хăнăхнă эпир. Ку, чăн та, çапла. Анчах вăл мĕнле пуласлăх пултăр-ха, енчен те çамрăксем хушшинче сиенлĕ йăласем вăй илсе пыраççĕ пулсан.

Общество пурнăçĕ те, çемьери килĕшÿпе тăнăçлăхпа йăлтах хамăртанах килет. Ачасене тĕрĕс воспитани парас енĕпе вара аслисен ырă тĕслĕхĕ малти вырăнта тăрать. Шел пулин те, çакă пур чухне те пурнăçланса пымасть, хамăрах аслисемех çамрăксене  усаллине ытларах вĕрентетпĕр. Вĕсем умĕнче эрехне те ĕçетпĕр, пирусне те туртатпăр, пĕр-пĕрин çине алă çĕклеме те именместпĕр. Арçын ачасемпе пĕрлех халĕ хĕрачасем те уççăнах пирус туртаççĕ, эрехне те тиркемеççĕ. Анчах ĕçме те, туртма та укçи-тенки кирлĕ. Ĕçлемесен укçи те çук! Çăмăл пурнăçпа пурăнма хăнăхнă çынсен ĕçлесе укçа тупас килмест. Кун пек чухне кама та пулин çаратмалла, мĕн те пулин вăрласа сутмалла. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен ачисен пурнăçĕпе кăсăклансах тăмалла.

Ялсенче сывлăха хавшатакан спирт шĕвекĕсене сутакансем те йышлансах кайрĕç. Вĕсене халăхпа сÿтсе явса, саккунпа килĕшÿллĕн, ответ тыттармалла.

Çут тĕнчере никам та икĕ ĕмĕр пурăнмасть. Пĕртен-пĕр ĕмĕре те тивĕçлĕ пурăнса ирттересчĕ. Хамăр хыççăн ырă ят çеç хăварасчĕ. Хамăрăн ачасене ĕçе юратма, ĕçе хаклама вĕрентесчĕ. Обществăра хăйсене тытма вĕрентесчĕ.

Право хуралĕсем кăна йĕрке тума пултараймаççĕ. Çакна шута илсе хамăра пурин те йĕркеллĕ тытасчĕ. Пурнăçра яланах лăпкăлăх, йĕркелĕх хуçаланччăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика