Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе

18 июня 2005 г.

 

Тивĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсен коллективĕ 2004-2005 çулхи вĕренÿ  çулне ăнăçлă вĕçлерĕ. Халĕ шкулта хĕрÿ тапхăр. Тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсем экзаменсем тытаççĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем лагерьте канаççĕ. Аслăрах çулхи ÿсĕмри вĕренекенсемшĕн те çăмăл мар тапхăр: практикăна çÿрекен вĕренекенсем йăрансене çум курăксенчен тасатаççĕ, пахча çимĕçсене шăвараççĕ, шкул территорийĕнчи тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Вĕрентекенсем вара хăйсен кабинечĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе  тимлеççĕ. Юсав ĕçĕсене хăйсен вăйĕпех пурнăçлаççĕ: партăсене, сĕтелсене, урайсене сăрлаççĕ. Акă, пуçламăш классен учителĕсем З. Борисова, В. Александрова, А. Медведева хăйсен класĕсенче юсав ĕçĕсене вĕçлерĕç те ĕнтĕ. Вĕсем ачасене йышăнма хатĕр. Çавăн пекех Е. Петрова вырăс чĕлхин кабинетне, Г. Павлов ОБЖ кабинетне, Т. Александрова пионерсен пÿлĕмне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерчĕç. Ытти вĕрентекенсем те ку енĕпе çине тăрсах тимлеççĕ.

А. Федотов водитель, В. Орлов, И. Васильев та юсав ĕçĕсенче пуçаруллă. Вĕсем, сăмахран, картасене юсаса сăрларĕç, çĕрĕшнĕ системăсене улăштарчĕç, ĕç хатĕрĕсем упрамалли склада юсаса çĕнетрĕç.

Паллах, кунта чи малтанах шкул администрацийĕ юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн материалсемпе çителĕклĕ тивĕçтернине палăртмалла. Шкул директорĕ Вера Алексеевна тата профком май уйăхĕ вĕçĕнчех пурнăçламалли ĕçсен калăпăшне палăртрĕç, ку ыйтупа ĕç коллективĕн ятарлă пухăвне ирттертĕмĕр. Çакăн пек тĕллев лартрăмăр: вĕрентекенсем çуллахи канăва (отпуска) кайиччен шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитермелле. Пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ татах  чылай-ха. Ача-пăча лаптăкне йĕркелемелле, шкула хальхи пурнăç ыйнă пек художествăлла сăн-сăпата кĕртмелле, çĕнĕ стендсем йĕркелемелле.

Ĕç коллективĕн кашни членĕ хăйĕн задачисемпе тĕллевĕсене лайăх ăнланать. Çавăнпа та çĕнĕ вĕренÿ çулне тивĕçлипе кĕтсе илессе шанса, хавхаланса куллен вăй хураççĕ те ĕнтĕ Тивĕшсем.

Лагерьте интерслĕ те, хаваслă та

Тивĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче июнĕн 3-мĕшĕнче «Радуга» лагерь уçăлчĕ. Кунта 1-6 классенче вĕренекен 30 ача канать. Вĕсем икĕ отряда йĕркеленнĕ. Кĕçĕн çулхисем «Ну, погоди!», аслăраххисем «Ночной дозор» отрядсене чăмăртаннă. Отряд командирĕсем Стас Ефимовпа Алеша Иванов.

Шкул администрацийĕ лагерьти ачасене канма тивĕçлĕ условисем туса панă. Вĕренекенсем акт залĕнче  тĕрлĕ мероприятисем, спорт лаптăкĕсенче уçă сывлăшра килĕшекен вăйăсем ирттереççĕ, экскурсисене кайса  çÿреме шкул автобусĕ пур.

Ачасем лагерьте икĕ эрнене яхăн канма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Çак тапхăрта вĕсем воспитательсем пулăшнипе тĕрлĕ мероприятисене хутшăннипе пĕрлех стендсем те йĕркелерĕç: «Радуга» лагерь, «Шывра асăрхануллă пулăр!», «Отряд пурнăçĕ» т. ыт. те.

Лагерьти пурнăç ирхи линейкăран пуçланать, унтан ирхи гимнастика. Отрядсенчи ачасем речевкăсем вĕренчĕç, хаçатсем кăларчĕç, хаваслă вăйăсем ирттерчĕç, тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Акă, çĕртме уйăхĕн  7-мĕшĕнче асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ пулчĕ. Ачасем ушкăнăн-ушкăнăн тĕрлĕ номинацисенче ăмăртрĕç. «Чи хаваслă ÿкерчĕк», «Чи лайăх ÿкерчĕк», «Пуян фантазиллĕ ÿкерчĕк» номинацисенче çĕнтернисене лагерь начальникĕ В.А. Ефимов ятарлă грамотăсемпе чысларĕ.

Пушă вăхăтра Г.А. Смирнова, И.А. Семенова воспитательсем ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем йĕркелеççĕ, калаçусем, конкурссем ирттереççĕ. Шупашкарти педагогика  колледжĕн студентки Л. Семенова практикантка та воспитательсене ĕçре пулăшса пырать. Ачасене май пур таран тĕрлĕ ĕçсене хутшăнтараççĕ: шкул пахчинчи йăрансене çумласа  кăпкалатма, пахча çимĕç культурисене шăварма, чечек клумбисем тума, лагерь территорине тирпей-илем кĕртме т. ыт. те. Воспитательсем лагерьте канакансене чылай мероприятисем туса ирттерме палăртнă: утренниксемпе уявсем, экскурсисемпе походсем, эмел курăкĕсем пухасси, спорт вăййисем т. ыт. те.

Лагерьте канакансемпе кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Менюра палăртнă çимĕçсем сĕтел çинче пурте пур. Ачасем лагерьти пурнăçпа кăмăллă: вĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, канаççĕ, вăхăта усăллă та хаваслă ирттереççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика